Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Мартӑн 2021, 12:27

Хĕллехи калаçу

Манăн анне Татьяна Николаевна Максимова 1927 çулхи январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Вăл - тыл ĕçченĕ тата ĕç ветеранĕ. Хаклă çыннăмăр пиртен уйрăлса кайнăранпа апрель уйăхĕн 14-мĕшĕнче 7 çул çитет.

Эпир аннене хĕл каçма Авăркас районĕнчи Никольски ялĕнчен Толбазă ялне выльăхĕсемпех куçарса килеттĕмĕр. Атипе ани тĕнчерен уйрăлсан юлташăм: «Атте çурчĕ ан хупăнтăр», - терĕ. Аннене вара Юламан ялĕнчен Никольскине куçарса килтĕмĕр. Çĕрлехи вăрăм каçсенче анне алса-чăлха çыхатчĕ тата иртнĕ çулĕсене аса илсе каласа паратчĕ. Эпĕ вăхăт пур чухне алла хутпа кăранташ тытаттăм, вăл каласа панине кĕскен палăртаттăм. Анне те çырма хушатчĕ. Асаттепе кукаçи çинчен те ыйтса пĕлнĕччĕ. Çак калаçу асăмра.
- Ах, хĕрĕм, мана хурлантарса та ятăн-ха эсĕ кукаçу çинчен ыйтса…Сана пулах аттене çĕр çинчи юлашки çулне ăсатаймарăм… Атте Сталин вилнĕ çул хĕлле пиртен уйăрăлса кайрĕ - 1953 çул. Эсĕ ун чухне пĕрре те тултарманчĕ. Эпир аçупа вĕсен кивĕ çуртĕнчен аттепе анне патне пурăнма куçрăмăр. Аçусен çĕр пÿртчĕ. Эсĕ унта чирлесе ÿкрĕн. Атте иксĕмĕре тухтăра леçтерчĕ. Хăй вара эрнерен çĕре кĕчĕ. Мана ачасене больницăра сиплекен Александра Ивановна Кузьменко тухтăр аттене пытарма ямарĕ. Вăл вăхăтра эсĕ кăкăр ачи пулнă. «Ачу вилсен хăвах айăплă пулатăн», - терĕ. Эпĕ сана çухатасран хăрарăм. Атте мана больницăна ăсатса яни паянхи кун та куç умĕнчех.
Суранĕсем аптăрататчĕç ăна. Атте Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Унта вăл нимĕçсем патне тыткăна лекнĕ. «Миккуль старик» тетчĕç аттене ял çыннисем (хут çинче Николай Павлович Александров пулнă). Вăрçăра ăна пĕр тĕрмере ĕçлекен начальник тарçа илнĕ. Икĕ хĕрĕнчен пĕрне Миккуле качча панă, çурт илсе уйăрса кăларнă.Вĕсен çемйинче икĕ ывăл çуралнă, Давыд тата Александр ятлă пулнă. Арăмĕн ятне астумастăп.
Арăмĕн ашшĕ - Купер Майер тени асра вара. Пĕррехинче Миккуль тăванĕсене курма яла таврăннă. Амăшĕ ывăлĕн докуменчĕсене вутта пăрахса çунтарнă. Каялла вăл Германие çемйи патне таврăнайман. Миккуль питĕ пăшăрханнă тет. Арăмĕ ывăлĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене те ярса панă. Ашшĕпе амăшĕ хăвăртрах Миккуле авлантарасшăн пулнă - Таштамак ялне кайса хĕр çураçнă. Вăрăм та хуп-хура çÿçлĕ, çинçе кевте-кĕлеткеллĕ, çырă (карий) куçлă Алюна Миккуле качча тухнă. Тĕрĕссипе Алюна мар, документсем тăрăх анне Елена Васильева шутланать. Юламансем ăна каярах «Вăрăм Алюна, Миккуль карчăкки» тесе чĕнме тытăннă.
Кукаçу сунара та çÿреме юрататчĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче ял-йышсем пирĕн пата халап итлеме килетчĕç. Анне вĕсене матрÿшке чейĕ ĕçтеретчĕ. Хăшĕсем улăм çинче халап итлесе выртнă май çывăрса та каятчĕç. Тимĕр кăмакана (буржуйка) улăмпа хутса пÿрте ăшăтатчĕç. Атте питĕ ăстаччĕ юмах яма. Пĕр халапне пĕр каçра каласа пĕтерейместчĕ. Вĕсем нумайрах Тĕрĕк патшин çемйисем çинченччĕ. Юмахĕсем çапла пуçланни асăмра юлнă. Виçĕ хĕр те виçĕ ывăл пулнă пĕр патшан. Хĕрĕсене качча паратчĕç, ывăлĕсене авлантаратчĕç. Тĕрлĕ йывăрлăхсем куратчĕç вĕсем. Хăш-пĕр чухне патша ывăлĕсене тухатмăш карчăккисем шывпа сапса чĕртетчĕç, çунат парса çичĕ тинĕс урлă вĕçтеретчĕç, асамат кĕперĕ урлă каçса çамрăкланатчĕç. Çырса пыман çав аттен халапĕсене.
Пайăшкăлтан (Юламан паççулкки) Юламана çÿресе 4 класс пĕтертĕм эпĕ. Сивĕ те тăманлă кунсенче Санька тантăшсем патне кĕрсе выртаттăм. Атте - Санькан хĕресне ашшĕччĕ. Аттепе анне хур кĕтĕвĕ кĕтмелле терĕç те урăх вĕрентмерĕç мана. Эпĕ халиччен те çакăншăн каçарман вĕсене. Пĕррехинче хама вĕрентнĕ вĕрентекене Толбазă пасарĕнче тĕл пулнăччĕ. Ман пурнăç çинчен ыйтса пĕлчĕ те: «Сая ятăн пĕлĕвне», - терĕ. Эпĕ питĕ лайăх вĕренеттĕм. Мана класра икĕ Петĕр хушшине лартнăччĕ. Вĕсенчен малтан задача шутласа кăлараттăм. Вера Углова аппу Толбаза çÿресе вĕренчĕ те хут ĕçĕнче ĕçлерĕ. Тетĕшĕ вара колхоз председателĕ пулчĕ.
Атте ашшĕ Павăл ятлă пулнă. Вăл ĕлĕкхи патша вăрçинче те çапăçнă. Çавăнпа ăна юламансем «Павăл салтак» тенĕ. Вăл судья пулса ĕçленĕ. Икĕ пĕртăван шăллĕсене кучерсем туса хăйĕн патне ĕçе илнĕ. Вĕсем пуян пурăннă. Аттене суранĕсене пула Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илмерĕç. Вăл уксахласа çÿретчĕ. Ăна бригадира суйласа лартрĕç. Элексантăр тете вара вăрçăра вилчĕ. Пĕр çыру çеç килнĕччĕ унран: «Виççĕмĕш кун пуйăспа пыратпăр», - тесе çырнăччĕ, - анне юхса аннă куççульне шăлса илчĕ те лăплансан калавне малалла тăсрĕ. Хăйĕн пиччĕшĕ Румынинче вилнине вăл пĕлеймерĕ. «Мемориал» сайтран кун çинчен эпир каярах тупрăмăр.
- Чим-ха, Элекçей мучу çинчен те каласа парам. Вăл аçупа пĕртăванах пулнă, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пулнине лайăх пĕлетĕп. Ĕмĕрĕ тăршшĕпе уй хуралçи пулса ĕçлерĕ. Ачасем пăрçа вăрланине курсан хыçĕсенчен пырса хăваласа çитме те пултаратчĕ. Ячĕсене çыратчĕ те хутне кантура паратчĕ. Унтан вара ĕçленĕшĕн паракан тырă çемьене сахалрах лекетчĕ. Калча çине хурсем, пăрусем кĕрсен те кантур айккинчи уçă картана тытса хупатчĕç. Вăл вăхăтра колхозра саккун çирĕпчĕ. Пирĕн ялтан Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Сани пиччÿн ашшĕ пулнă (Сергей йысна), Мачар Иванĕ те (Кузьмин Кĕришук ашшĕ). Кĕришук хăйĕн тăван ывăлĕ мар. Ăна Таштамак хĕрарăмĕ ачи выçă вилесрен хăраса усрава илнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче пурнăç выçă-тутăллă пулнă-çке. Эй, Турă, çаксене, хĕрĕм, çырса хумасан кам сана каласа парĕ? Çыр-ха, çыр. Аçусен кÿрши Минкеç пичче те пĕрремĕш вăрçăра пулнă. Вăйĕ пур чухне лаша кÿлнĕ вăрăм урапа çине хунă пичĕкепе Çтерлĕрен МТС валли краççын, салитул турттаратчĕ. Каярах колхозра платник пулса ĕçлерĕ. Ку Пантюк, Мишук, Хĕветĕрĕн ашшĕ пулать. Эсĕ ачисене пĕлетĕн. Тепĕр юмах ăсти те Элексантăр пиччÿ - почта валеçекен Матрюне аппун ашшĕ. Вăл унăн тăван ашшĕ мар. Альтуçпа Тетюçĕ вара тăван ачисем. Вăрçă вăхăчĕ… Çапла, нумай ачасем ашшĕсемсĕр тăрса юлнă.
Тепрехинче, хĕрĕм, юрату çинчен каласа парăп. Халĕ выртса канар, эсир ĕçлетĕр, мана ĕçе хăвалакан çук. Эпĕ чей ĕçсен выртăп, - терĕ анне.
Анне калавне итлесе, çырса лартăм. Вăл хăйне пÿлсе калаçнине юратмастчĕ. Чылай хĕн-хур курнипе унăн шухăшлавĕ улшăннăччĕ.
Нина ФЕДОРОВА (Мăкран Нинукĕ).
Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ.
Читайте нас: