Общие статьи
10 Мартӑн 2021, 07:16

Тăван чĕлхепе литература олимпиадин пĕтĕмлетĕвĕ

Кăçалхи январь уйăхĕнче 8-11-мĕш классенче вĕренекен тутар, мари, чăваш, удмурт ачисем валли тăван чĕлхепе олимпиада иртни çинчен эпир хаçатра кĕскен пĕлтернĕччĕ. Паянхи номерте ун çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрăпăр.

Ертÿçĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие вырăсла уçрĕç пулин те жюри председателĕсем олимпиада уçăлнă ятпа тăватă чĕлхепе саламларĕç. ПР чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи В.В. Викторов олимпиадăна хутшăнакансене ăнăçу сунса сăмах каларĕ.
ZOOM хушăм урлă йĕркеленĕ олимпиада виçĕ турпа иртрĕ: тест, текстпа ĕçлесси, калаçу пуплевĕн конкурсĕ (диалог).
Жюри членĕсем - Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн преподавателĕсем Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева, Н.С. Карпова доцентсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Н. Павлова - ачасен ĕçĕсене хак пачĕç.
Пĕрремĕш турта тест иртрĕ. Пурĕ 20 ыйту пулчĕ. Тест ыйтăвĕсемпе чи нумаййи 20 балл пухма пулатчĕ. Жюри çителĕклĕ балл пухнисене палăртрĕ: Глеб Иванов (8 кл., 20 балл), Лидия Карюгина (8 кл., 18 б.), Анастасия Ефимова (8 кл., 18 б.), Вероника Федотова (9 кл., 19 б.), Михаил Щепин (9 кл., 19 б.), Дарья Алексеева (10 кл., 18 б.), Алена Степанова (11 кл., 19 б.). Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине кăтартрĕç, текстри чĕлхе пулăмĕсене суйласа илме, тишкерме, классификацилеме тата чĕлхе пулăмĕсемпе фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç, ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлнине кăтартрĕç. Унсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, произведенири геройсен ячĕсене тĕрĕс кăтарма пултарчĕç.
Вĕренекенсем текстпа ĕçлесе те лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Итленĕ текст тăрăх панă ыйтусем çине хуравсем парса çак вĕренекенсем мала тухрĕç: Глеб Иванов (8 кл., 30 б.), Лидия Карюгина (8 кл., 30 б.), Светлана Кириллова (9 кл., 30 б.), Диана Тарасова (9 кл., 30 б.), Михаил Щепин (9 кл., 30 б.), Антон Иванов (9 кл., 30 б.), Валерия Васильева (9 кл., 30 б.), Вероника Федотова (9 кл., 29 б.), Елизавета Герасимова (9 кл., 29 б.), Марина Архипова (10 кл., 30 б.), Ольга Иванова (10 кл., 28 б.), Анна Данилова (11 кл., 30 б.), Анастасия Маркова (11 кл., 30 б.). Çак вĕренекенсен ĕçĕсемпе паллашсан конкурсантсем анлă шухăшлани, шкул материалне пĕлни савăнтарчĕ.
Олимпиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ - калаçу пуплевĕн конкурсĕ. Вĕренекенсем ытларах çак темăсенчен («9-мĕш класс хыççăн ăçта вĕренме каясси пирки аттепе калаçни», «Манăн юратнă уяв», «Библиотекăра», «Аннепе Çĕнĕ çул çинчен калаçни», «Телефонпа юлташпа калаçни», «Магазинта», «Хăнара») пĕрне суйласа илсе диалог йĕркелесе хăйсен шухăшне уçса пама пултарчĕç. Чĕлхе мелĕсене темăпа, пуплев манерĕпе килĕшÿллĕ суйласа илсе йĕркеллĕ вырнаçтарма тăрăшрĕç. Ку ăмăртура çак вĕренекенсем палăрчĕç: Анна Данилова (11 кл.) – 47,50 балл, Светлана Кириллова (9 кл.) – 47 балл, Татьяна Лекарева (9 кл.) – 46,50 балл, Екатерина Зарянова (11 кл.), Анастасия Колпакова (11 кл.), Ольга Никитина (10 кл.), Софья Мельникова (9 кл.) – 46 балл, Вероника Федотова (9 кл.) – 44,50 балл, Дарья Алексеева (10 кл.), Елена Иванова (11 кл.) – 44 балл, Ольга Иванова (10 кл.), Анастасия Маркова (11 кл.), Александр Семенов (10 кл.) – 42,50 балл.
Халĕ вара ăслăлăх ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвне тăвăпăр. Анастасия Ефимова (8 кл., 85 б.; Авăркас районĕ, Месели шкулĕ; вĕрентекенĕ - А.И. Ефимова), Мария Николаева (8 кл., 80 б.; Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ; С.В. Никифорова); Вероника Федотова (9 кл., 92,50 б.; Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов), Софья Мельникова (9 кл., 92 б.; Еспуç шкулĕ, Мияки районĕ; С.В. Никифорова), Светлана Кириллова (9 кл., 92 б.; Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова), Ольга Никитина (10 кл., 84 б.; Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов), Марина Архипова (10 кл., 84 б.; Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова), Елена Иванова (11 кл., 84 б.; Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов), Анна Данилова (11 кл., 91,50 б.; Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕ шкулĕ; А.Ф. Максимова) 1-мĕш вырăнсем йышăнса пысăк хисепе тивĕçрĕç.
Призерсен шутне çак вĕренекенсем кĕчĕç: Ангелина Лаврентьева (8 кл., 77,50 б.; Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка шкулĕ; Л.В. Исаева), Мария Николаева (8 кл., 80 б.; Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ; С.В. Никифорова), Глеб Иванов (8 кл., 79 б.), Лидия Карюгина (8 кл., 79 б.; Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç шкулĕ; В.Е. Иванова), Татьяна Лекарева (9 кл., 78,50 б.; Авăркас районĕ, Толбазă шкулĕ; Ю.Д. Федорова), Кристина Петрова (9 кл., 74 б.; Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка шкулĕ; Л.В. Исаева), Елизавета Герасимова (9 кл., 90 б.; Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ; Т.Н. Козлова), Диана Тарасова (9 кл., 87 б.; Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова), Михаил Щепин (9 кл., 85,50 б.; Куюргазă районĕ, Павловка шкулĕ; Л.Н. Степанова), Антон Иванов (9 кл., 85,50 б.; Давлекан районĕ, Канчăлав шкулĕ; Л.Н. Иванова), Дарья Алексеева (10 кл., 82 б.; Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ; Н.Н. Васильева), Ольга Иванова (10 кл., 83,50 б.; Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕ шкулĕ; В.Н. Валиуллина), Александр Семенов (10 кл., 81,50 б.; Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлек шкулĕ; М.И. Захарова), Алена Степанова (11 кл., 89,00 б.; Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ; И.Г. Степанова), Анастасия Колпакова (11 кл., 75 б.; Авăркас районĕ, Мăйлăпукан шкулĕ; И.Р. Виноградова), Анастасия Маркова (11 кл., 86,50 б.; Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ПР Вĕрентÿ министерствин дипломĕсене илме тивĕçрĕç. Жюри членĕсем кăçалхи олимпиадăна хутшăннă ачасен ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Кунта шăпах вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсен тÿпи пысăк, вĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Кăçалхи чăваш чĕлхипе тата литературипе регион шайĕнче иртекен олимпиадăра наци программипе вĕренекен чăваш ачисем тăххăрăн пулчĕç (Месели, Çĕньял, Толбазă, Шланлă, Мăйлăпукан шкулĕсем Авăркас районĕ; Чуюнчă-Николаевка шкулĕ, Давлекан районĕ;), ыттисем – вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем.
Шкул ачисем олимпиада кунĕнче чăваш, мари, удмурт тумĕсемпе пулни хăйне евĕр илем кÿчĕ.
Шел пулин те, 29-мĕш тăван чĕлхепе иртекен олимпиадăна Çтерлĕпуç, Чекмагуш, Шаран районĕсенчи шкулсем хутшăнмасăр юлчĕç.
Пултаруллă çамрăксем Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалне вĕренме кĕрсен вырăс, чăваш, акăлчан чĕлхисемпе литературине, культурине тĕпчесе, çав енĕпе аталанса асăннă чĕлхесен специалисчĕсем пулма тухма пултараççĕ.
Лариса КОРОТАЕВА,
Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн доценчĕ,
жюри председателĕ.
Читайте нас