Урал сасси
+20 °С
Облачно
Общие статьи
24 Марта 2021, 06:48

Çуллă икерчи‚ илемлĕ Катемпи...

Хаваслă юрă-кĕвĕ‚ ялти вулавăш умĕнче сарăлнă икерчĕ шăрши‚ капăр тумлă‚ хĕрлĕ тутăрлă «килсе тăнă» Катемпи шăмат кун Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуç ялĕнче пурăнакан ватта-вĕтте хĕле ăсатма пуçтарчĕ.

Хĕле чыслăн ăсатмасан вăл çуркуннене кĕтсе илме чăрмантарасса авалхи чăвашсем çирĕп ĕненнĕ. Çавăнпа та Çăварние питĕ савăнăçлă ирттерме тăрăшнă. Ăхпуçсем те çак йăлана шута илсе тĕплĕн хатĕрленчĕç‚ Çăварни эрнине вăйă-кулăпа кĕтсе илчĕç. Вулавăш çумĕнчи тăвайкки шавласа‚ кĕрлесе кăна тăчĕ. Малтанах ачасем‚ унтан аслисем çунашкапа ярăнса савăнчĕç. Çÿçеллĕ тутăрсем çыхнă хĕрарăмсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнма кăмăл тăвакансем те тупăнчĕç. Кунта юрласа‚ чупса‚ ташласа тата такмак каласа тупăшмаллисем те пулчĕç. Ăхпуç паттăрĕсем вара Çăварни уявланă май кире пуканĕ йăтса‚ хулăн вĕрен туртса вăй виçрĕç. Пĕр сăмахпа каласан‚ мероприяти вăхăтĕнче кашниех хăйне валли кăсăклине тупрĕ. Унтан уяв хăнисем вулавăша пухăнчĕç. Кунта савăк кăмăллă ял-йыш техĕмлĕ чейпе Çăварни тĕп çимĕçне - икерче - çисе киленчĕ. Юлашкинчен ватти-вĕтти‚ яш-кĕрĕм алран-алă тытăнса шурă юр çинче «ларакан» Катемпие сырса илĕç. Ăна пĕр шеллемесĕр юрласа-ташласа çунтарса ятăмăр‚ кăвайт урлă сиксе савăнтăмăр.
Лия КИРИЛЛОВА.
Пишпÿлек районĕ‚ Ăхпуç ялĕ.
Читайте нас