Ял хастарĕсем, комплекс ĕçченĕсем малтанах Çăварни карчăкне туса лартнă, ярăнмалли тăвайккине те хатĕрленĕ. Кунтах тăвайккинчен ярăнса анмалли резина тăваткалсем те пур. Айккинерех хăнасене валли юрта лартнă. Юртăра тутлă та çуллă икерчĕпе, пылпа, тĕрлĕ йышши кукăльпе авăнса ларакан сĕтел хатĕрленĕ. Кунтах шашлăк ăшалаççĕ, плов пĕçереççĕ. Пурне те кăмăлтан тÿлевсĕр апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Паллах, илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрать. Мероприятие ялти клуб ĕçченĕсем уçрĕç. Вĕсемех уява ертсе пыраканĕсем пулчĕç. Чи малтан сăмах комплекс ертÿçине Н.П. Лукерина пачĕç. Вăл пуçтарăннă халăха Çăварнипе саламларĕ. Сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей сунчĕ, пуринчен те каçару ыйтрĕ. Кунĕ те вĕт-ха каçару ыйтмалличчĕ. Çавăн пекех вăл комплекс ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕ. Кунта икĕ пин ытла шултра выльăх пулни, 400 ытла çын ĕçлени, кунсерен çĕршер тонна сĕт суса илни çинчен каласа пачĕ. Малалла Ермеккей район администрацийĕн ертÿçи Ильшат Райманов сăмах илчĕ. Вăл та çак паллă кунпа пуçтарăннă халăха виçĕ чĕлхепе, вырăсла, тутарла, чăвашла, саламларĕ. Унтан Кăратмасри «Шевле» ушкăн хастарĕсем саламласа юрăсем, такмаксем шăрантарса ташларĕç. Пурте илемлĕ Çăварни тумĕ тăхăннă.
Концерт хыççăн вăйăсем йĕркелерĕç. Вĕрен туртса вăй виçнĕ çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ те хутшăнчĕ. Тĕрлĕ йышши хăюсем çыхнă шалча йĕри-тавра ташласа çаврăнни пурин кăмăлне те кайрĕ. Çăварни карчăккине çунтарса янă хыççăн комплекс ĕçченĕсем фермăна экскурси йĕркелерĕç. Ятарласа тунă витене (ăна вите тесе те калас килмест) кĕме ирĕк пулчĕ. Тĕлĕнмелле! Ĕне витинче тап-таса, пĕр шăрăш та çук. Калăн, фермăра ĕне выльăх тăмасть тесе. Кунта комлекс ĕçченĕсене хывăнса тăхăнмалли, çăвăнмалли, япалисене çумалли, арçынсен тата хĕрарăмсен хăйсен пÿлĕмĕсем пур. Ĕне чĕччисене ятарласа шăлса тасатмалли салфеткăсем те купипех. Ĕнисем вара конвеерпа кĕрсе, тухса пыраççĕ. Тÿрех 70 ĕне тăмалли карусель (хуллен çаврăнса тăрать) ĕçлет. Дояркăсем ĕнисене суса, тирпейлесе тăраççĕ. Комплекс территорине кĕнĕ çĕрте икĕ пысăк трильяж ларать. Çак комплекса тахçанах кĕрсе курас килетчĕ. Хамăртан ытларах ача-пăча, мăнуксем савăнчĕç. Чăн-чăн праçник пулчĕ. Шел, ĕлĕкхилле лашасем, пар лашасем çук. Ял халăхне комплекса ятарлă автобуспа çитерчĕç. Кайран леçсех ячĕç. Чылайăшĕ, паллах, хăйсен транспорчĕпе килнĕ.
- Малалла татах çапла праçниксем йĕркелĕç-ха çак вырăнта, - тесе хĕпĕртесе саланчĕç уява килнисем.
Çапла илемлĕ Çăварни ирттернĕшĕн комплекс ĕçченĕсене, ертÿçисене, ял Канаш администрацине, вырăнти клуб ĕçченĕсене, «Шевле» ушкăн артисчĕсене пысăкран пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.