Пур хыпар та
Общие статьи
24 Мартӑн 2021, 11:41

«Ыйхă çухатнисем» комеди куракансене йыхравлать

«Ача-пăча çитĕнтересси - чăх-чĕп пăхасси мар», - тенĕ ваттисем. Ывăл-хĕр çуратса ÿстернĕ хушăра, чăнах та, ашшĕ-амăшĕ канăçне йăлт çухатать. Çĕр тĕрлĕ ыйту пăралать вĕсен пуçне. Ыйхă та вĕçет. Чун тĕпренчĕкĕсем ÿснĕ май хуйхи пысăклансах пырать-мĕн...

Çакнашкал шухăшсем патне илсе пырать те ĕнтĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Николай Терентьевăн «Ыйăх çухатнисем» е «Ыйхă çухатнисем» пьеси тăрăх лартнă спектакль (режиссерĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх çамрăксен премийĕн лауреачĕ Валерий Карпов). Сăмах май, Пушкăртстан чăвашĕсем ăна апрель уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче курса хак пама пултараççĕ.
Спектакльти шÿт-кулăш йывăр ĕç кунĕ, кулленхи вак-тĕвек, харкашу-кÿренÿ çинчен манма хистет. Геройсен хурлăхĕ-савăнăçĕ çавраçил пек туртса кĕрсе каять - куракансене пĕрре ахăлтатса култарать, тепре ассăн сывлаттарать.
«Ыйхă çухатнисем» спектакльти кашни артист чунне парса ĕçлет. Ĕненмелле, кăмăллă та хавхалануллă... Петĕрех илер: çÿллĕ те тĕреклĕскер пĕрре кĕреш юмана, тепре лÿппер упана аса илтерет вăл. «Авторитета упрама хăтланаканскер» Люба ятлă хĕр патне киле пырса кĕрет. Мĕнпур пурлăхĕ - пĕр матраспа 2 пăт тесе çырнă кире пуканĕ. «Авланас, хăтланса пăхас... Тен, майлашăнса кайĕ...», - тет вăл сар хĕвел пек йăл кулса.
Лаврен Васильчăн Петĕр ятлă ывăлĕ никамран та аванрах пек туйăнать Мархвана. Йĕкĕт ашшĕ тăлăх хĕрарăмпа хĕрĕшĕн пăшăрханать, вĕсем ытлă-çитлĕ пурăнччăр тесе тăрăшать-мĕн. Амăшĕн чĕри суккăр çав, çиелтех выртакан чăнлăха асăрхамасть вăл. Тен, курмăш пулать... Лаврен Васильча «çĕнĕ тăванĕсенчен» ытларах вĕсен пысăк пахчинчи улмуççисем, таса тупăш кăсăклантараççĕ.
Любăн амăшĕ, хĕрне пĕчченех ÿстернĕ. Халĕ ĕнтĕ ăна качча парас ĕмĕтлĕ хĕрарăм. Пули-пулми çынна мар, пĕлекенех. Çакăн пирки çамкине картлантарса шухăшлать вăл, ыйхине те, канăçне те çухатать.
Любăн савнă каччи пурри те чарса тăмасть Мархвана. Пĕрре палăртнă çул-йĕртен пăрăнасшăн мар вăл. Паллах, амăшĕ хĕрне ыррине çеç сунать. Анчах телей сăмаха кашни çын хăйне май ăнланать çав. Люба - хăюллă та тавçăруллă пике. Ирĕклĕхпе ăс-хакăла мала хурать. Ĕмĕчĕсем алмаз кăларнă çĕре йыхăраççĕ. Хăйĕн телейĕшĕн кĕрешме те хатĕр вăл. Анчах кăмăлĕ таканари шыв пек-çке: хумханать те улшăнать. Геннадий савнийĕн чĕрине мĕн чул çунтармасть-ши! Пĕрре пĕр тĕрлĕ, тепре тепĕр тĕрлĕ пуплет. Путевкăпа Инçет Хĕвелтухăçне тухса кайма тăрсан та каллĕ-маллĕ хутлать, алăкăн-тĕпелĕн кумать.
Спектакльти тепĕр сăнар - Улька - Любăн юлташĕ, сас-хура пуçтарса, салатса çÿрет. Ун пек хĕрсем кашни ялтах пур: таçта та çитеççĕ, тем те пĕр пĕлеççĕ.
Мĕнпе тыткăнлать-ха «Ыйхă çухатнисем» спектакль? Чи малтанах, артистсен вылявĕпе, хăйне евĕрлĕ тыткаларăшĕсемпе, хусканăвĕсемпе, кулăшла пуплевпе. Туйăмлă юрăсемпе хаваслă ташăсем кăмăла çĕклеççĕ, спектакле пуянлатаççĕ.
Галина СИДОРОВА, театрăн литературăпа драматурги пайĕн ертÿçи.
Читайте нас