Маларах çакна каласа хăварас килет. Айгиз Баймухаметов хальхи вăхăтра çыракан пушкăрт çыравçисенчен чи палли шутланать. Вăл нумай ачаллă çемьере çуралнă‚ анчах мĕн пĕчĕкрен тăлăх ÿснĕ. Йывăр чир ашшĕ-амăш пурнăçне çамрăклах вăхăтсăр татнă.Тăлăха юлнă ачасем ача çуртне лекнĕ. Вĕсене унта кун кунлама тивнĕ. Çамрăк çын хăйсем ача çуртĕнче курнине аса илсе темиçе хайлав çырса кăларнă. Çыравçă уйрăмах «Ан хăвар мана‚ анне!» кĕнекипе чапа тухнă. Унта вăл ача çуртне лекнĕ шăпăрлансен шухăш-туйăмне‚ вĕсем мĕн курни-тÿснине кăтартса панă. Паллах‚ çак кĕнекене лăпкă кăмăлпа вулама çук. Ун пирки «Тĕлпулу» литература клубĕн членĕсем те пĕлтерчĕç. «Унти хайлавсем чуна пăлхатаççĕ‚ ачасене шелленĕрен куççуль тухать»‚ - теççĕ библиотекăн яланхи вулаканĕсем. Асăннă кăларăма темиçе чĕлхене куçарса пичетленĕ. Ун тăрăх спектакльсем те лартаççĕ.
А.Баймухаметовăн иккĕмĕш кĕнеки «Юмахсăр ачалăх» ятпа кун çути курнă. Ăна 2020 çулта «Тăван Атăл» чăваш журналĕн темиçе номерĕнче пичетлесе кăларчĕç. Кĕнекене Дмитрий Моисеев куçаруçă питĕ ăнăçлă куçарнă. Вăл та вулакансен кăмăлне кайрĕ. Çавăнпа ăна та эпир вулавăшра сÿтсе яврăмăр. Тăлăх-турат ачасен нушаллă та синкерлĕ шăпи çав тери чун-чĕрене пырса тиврĕ. Çак тема паянхи куншăн та актуаллă-çке. «Сывă атте-анне пур чух ача çуртĕнче пурăнни вăл калама çук пысăк инкек» тесе пĕтĕмлетÿ турĕç А.Баймухаметовăн хайлавне вуласа тухнă хыççăн литература клубĕн членĕсем.
Тен, ку хайлава пурте вуламан та пуль-ха. Енчен те кăмăлăр пулсан, кĕнекене ял вулавăшĕсенче тупма пулать. Унта чуна пырса тивмелле çырса кăтартнă.
Лия ДМИТРИЕВА.
Пишпÿлек районĕ‚
Ăхпуç ялĕ.