Пур хыпар та
Общие статьи
7 Апрелӗн 2021, 10:30

Пушкăртстан чăвашĕсем Шупашкарта

Март уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци конгресне Пушкăртстанран хăнасем килсе çитрĕç.

Вĕсем Ĕпхÿ хулинчи Миронов ячĕпе хисепленекен чăваш вырсарни шкулĕн ертÿçи Иван Тарасов, Федоровка тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан таврапĕлÿçĕ Вячеслав Ерохин, Авăркас районĕнчи вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ Иван Ефимов пулчĕç. Виççĕшĕ те Чăваш наци академийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн пайташĕсем. Шупашкара вĕсем тĕллевлĕ килнĕ.
Иван Григорьевич Тарасов каланă тăрăх, Чăваш Ене вĕсене тăван чĕлхешĕн, тăван культурăшăн тунсăхлани туртать. Таврапĕлÿçĕсем пулнă май вĕсене хамăр халăх историйĕ те питĕ кăсăклантарать.
Пушкăртстан Республикинчи таврапĕлÿçĕсем Гурий Комиссаров (Вантер) этнограф, историк, ăсчах-таврапĕлÿçĕ еткерлĕхне упраса хăварассипе нумай ĕçлеççĕ иккен. Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ Гурий Иванович Комиссаров Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкулта вĕреннĕскер, каярах Ĕпхÿре семинари пĕтернĕ, унта ĕçлесе пурăннă.
Хăй каласа хăварнă пек, ăсчахăн вил тăприне Киров облаçĕнчен куçарса тăван çĕре илсе килес енĕпе ĕçлеççĕ.
Пушкăртстанри чӑваш таврапӗлӳҫисем унти чӑваш ялӗсен историне те нумай тӗпченӗ. Сӑмахран, пушкӑрт халăхĕн наци паттӑрӗ Салават Юлаев чӑваш ялӗнче ҫуралнине, вӑл ҫурма чӑваш пулнине тӗпчесе пӗлнӗ.
ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров аякран килнĕ хăнасенчен чăваш чĕлхине, тăван культурăна сыхласа хăварассипе Пушкăрт Республикинче епле лару-тăру пулнипе кăсăкланчĕ, Раççейре çывăх вăхăтра иртекен халăх çыравĕнче чăвашсем хăйсене чăваш пулнине кăтартчăр тесен мĕнлерех ĕç-пуç туса ирттермелли пирки каласа пачĕ.
Хăнасем хăйсем юлашки вăхăтра кăларнă таврапĕлÿ кĕнекисене конгреса парнелерĕç.
Анатолий Ухтияров вара таврапӗлӳҫӗсене хăй ҫуралса ӳснӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ял историйӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекине парнелерӗ.Калаçу питĕ кăсăк та тухăçлă иртрĕ.
ЧНК пресс-служби.
Шупашкар хули.
Читайте нас