Общие статьи
7 Апрелӗн 2021, 05:35

Слакпуç Раççей Геройне чăвашла йышăнчĕ

Март уйăхĕн вĕçĕнчи çуркуннехи хĕвеллĕ кунсенчен пĕринче Слакпуç ялĕнче Раççей Федерацийĕн Геройĕпе Михаил Борисович Корниенко летчик-космонавтпа тĕлпулу иртрĕ.

Тĕлпулăва чăваш общественноçĕн хастарĕсем, ПР ЧНКА председателĕ Виталий Викторов, Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Пелепейри уйрăмĕ (филиал ертÿçи Рудольф Павлов), Пушкăртстан Республикин тĕп хулин хисеплĕ хăнисем Борис Гордеев, Юрий Михайлов, Çтерлĕ хулин представителĕсем йĕркелерĕç.
Хисеплĕ хăнасен делегацине К.В. Иванов музейĕ умĕнче çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç.
Раççей Геройĕ Михаил Борисович Корниенко летчик-космонавт 1965 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕнчи Сызрань хулинче çуралнă. Мускаври вăтам шкулта, ун хыççăн Челябинск хулинче вĕреннĕ. Мускаври авиаци институтĕнче инженер-механик специальноçне алла илнĕ. 1980-1986 çулсенче Мускав милицийĕнче, унтан Мускавпа Байконур хулисенчи машина тăвакан Конструктор бюровĕнче инженер, «Трансвосток» тулли мар яваплăхлă обществăра производствăпа техника уйрăмĕн директорĕ, тĕп директор (космонавтсен отрядне иличчен), космонавтсене хатĕрлекен уйрăм инженерĕ пулса ĕçленĕ. Унăн калаçăвĕ тăрăх, вăл тĕллевĕ патне çирĕп утакан çын пулнине палăртмалла. Пĕр сăмахпа каласассăн, пирĕн герой паянхи ăрусемшĕн чĕрĕ тĕслĕх.
Михаил Корниенко - икĕ хутчен вăрах вăхăт хушши, 516 талăк, уçă космосра пулнă космонавт-менеджер. Вăл - çÿллĕ, çирĕп хул-çурăмлă арçын. Тыткаларăшне кура çар çынни пулнине тÿрех ăнланса илме пулать. Кăмăллă уçă сасси унпа калаçу пуçарма илĕртет. Вăл делегацие кĕтсе илме тухнă чăваш общественноçĕн пайташĕсене, Слакпуç ялĕнчи чăваш фольклор ушкăнĕн хастарĕсене, ял администрацийĕн пуçлăхне Дмитрий Андреева тата ыттисене ăшшăн сывлăх сунчĕ.
Кун хыççăн тÿрех уяв атмосфери йĕркеленчĕ. Пуçтарăннисем пурте К.В. Иванов музейне утрĕç. Пысăк хăна хăйне çакăн пек ăшшăн кĕтсе илессе шутламан та иккен. Вăл музейри экспозицисене, музейпе обществăлла пĕрлĕхсем чăваш халăхĕн пултаруллă ывăл-хĕрĕсен ячĕсене асра хăварас тĕлĕшпе туса пыракан ĕçе пысăк хак пачĕ. Хăнасен кĕнекинче ăшă сăмахсем çырса хăварчĕ, асăнмалăх автографсем пачĕ.
Вăтăр пилĕк кĕнеке авторĕ Рудольф Павлов çыравçă космонавта Раççей Геройĕ, Анатолий Романов генерал-полковник çинчен çырнă кĕнекине парнелерĕ, хăнана ырă сăмахсем каларĕ. Çавăн пекех вăл эпир хамăр паттăрсене манманни, вĕсен тĕслĕхĕсем çинче çитĕнекен ăрăва (вĕсен хушшинче космонавт пулма ĕмĕтленекенсем те пур) патриотла воспитани панине палăртрĕ. Пелепейĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев хисеплĕ хăнана вырăнти культура çурчĕн сцени çинче хăйĕн пысăк ĕçне «Пушкăртстанăн кĕске чăваш энциклопедине» парнелерĕ.
Асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем тунă хыççăн сумлă хăнана музее хирĕç вырнаçнă парка кĕрсе курма сĕнчĕç, Слакпуçĕнче çуралса ÿснĕ чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна, унăн бюстне кăтартрĕç. Кунта та Раççей Геройĕпе асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç.
Малалла савăнăçлă тĕлпулу ялти культура çуртне куçрĕ. Кунта вăл хăйне панă ыйтусем çине тĕплĕн хуравларĕ. Тĕлпулăва вырăнти шкул ачисем те хутшăнчĕç. Хăнан вăхăчĕ хĕсĕк пулнипе ыйтусем çине кĕске, çав вăхăтрах ăнланмалла хурав пама тăрăшрĕ. Çавăнпа та калаçу тулли те кăсăк иртрĕ. Çак тĕлпулу вăхăтĕнчи хумхануллă самантсем ĕмĕрех пирĕн чĕресенче тăрса юлĕç.
Рудольф ИЛЬКЕЛРИ, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Пелепей районĕ.
Слакпуç ялĕ.
Читайте нас