Пур хыпар та
Общие статьи
7 Апрелӗн 2021, 10:20

Йăла-йĕрке сывă пулсан халăх та чĕрĕ

Март уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Чăваш ахах-мерченĕ» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртрĕ.

Асăннă мероприятие Халăх пултарулăхĕн республика центрĕ 85 çул тултарнине халалланă. Çавăн пекех ăна Пĕтĕм тĕнчери фольклориада шайĕнче те йĕркеленĕ. Чăваш халăх наци культурипе йăли-йĕркисене упраса хăварасси çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятин тĕллевĕ пулса тăчĕ. Фестиваль икĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăрта (февраль уйăхĕн 10-15-мĕшĕсенче) конкурсантсен видеоматериалĕсене йышăнчĕç пулсан‚ иккĕмĕшĕнче конкурс çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Март уйăхĕн 25-27-мĕшĕсенче чи лайăх фольклор коллективĕсем Гала-концерта хутшăнчĕç. Çакнашкал мероприяти нацисен хушшинчи хутшăнăва çирĕплетет‚ Чăваш Республикипе Атăл тăрăхĕнчи регионсен культура çыхăнăвне аталантарать.
Фестиваль йĕркелÿçисем унта хутшăнма кăмăл тунисенчен‚ Атăл тата Урал тăрăхĕсенчи коллективсенчен, 55 яхăн заявка йышăннă. Анчах Трактор тăвакансен культура керменĕн сцени çине 22 пултарулăх ушкăнĕ çеç тухрĕ. Вĕсем пурте чăваш юррисене шăрантарса‚ чăваш йăли-йĕркисене кăтартса куракансене савăнтарчĕç. Чăваш Енри тата Раççейĕн ытти регионĕсенчен килсе çитнĕ ансамбльсем хăйсен чăваш тумĕпе‚ кĕвĕ инструменчĕсемпе‚ илемлĕ юррисемпе‚ йăли-йĕркисемпе тата вăййисемпе паллаштарчĕç. Çакă залра ларакансене чăваш халăх культурин хăйне евĕрлĕхне‚ илемне туйса илме май пачĕ.
Фестивале Пушкăртстан Республикинчен те икĕ халăх фольклор ушкăнĕ - Кармаскалă районĕнчи «Çăл куç» (ертÿçи - А.Л. Степанова) тата Пишпÿлек районĕнчи «Мерчен» (ертÿçи - Л.В. Романова) - хутшăнчĕç. Гала-концертра çăлкуçсем «Чăваш туйĕ» композицине витĕмлĕ кăтартса пачĕç. Жюри членĕсемпе куракансем йăмрансен пултарулăхне пысăка хурса хаклани уйрăмах савăнтарчĕ. «Çăл куç» фольклор ансамблĕ «Чăваш ахах-мерченĕ» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурсра пĕрремĕш степеньлĕ лауреат Дипломне çĕнсе илчĕ. Мерченсем вара хĕллехи кун таврăнăшĕ (солнцестояние) вăхăтĕнче‚ кун вăрăмланма тытăнсан ирттернĕ Нартукан йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Пултаруллă коллектив ĕлĕкхи йăлана упраса хăварассипе тăрăшнăшăн 3-мĕш степеньлĕ лауреат Дипломне илме тивĕçрĕ.
Икĕ коллектив та сцена çинче хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартрĕ. Вĕсен вырăнти йăла-йĕркесене сăнлакан композицийĕсем залра ларакан çынсен чĕрисенче ырă туйăмсем çуратрĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи‚ Раççейри Композиторсен союзĕн членĕ А.А. Осипов музыковед‚ тележурналист ертсе пыракан сумлă жюри çакна палăртрĕ: юлашки вăхăтра фольклор коллективĕсем вырăнти наци тумĕсене тĕпчессипе нумай вăй хураççĕ‚ ĕлĕкхи ырă йăласене манмасăр чунтан тăрăшса вĕсене сцена çинче кăтартма тăрăшаççĕ. Çакă чăн-чăн наци йăли-йĕркисене тĕпе хурса çамрăк ăрăва воспитани пама пулăшать.
Фестиваль шайĕнче конкурсантсем‚ конкурспа концерт программисĕр пуçне‚ чăваш тĕррин выставкине те курма пултарчĕç. Унта ал ĕç ăстисен чи лайăх ĕçĕсене тăратнăччĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: район пуçлăхĕсене‚ çавăн пекех ПР чăвашсен Канашне (председателĕ - Л.И. Мурманская) ансамбльсен ятĕнчен пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Эсир тăрăшнипе эпир «Чăваш ахах-мерченĕ» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурса хутшăнма пултартăмăр. Пушкăртстан Республикин чысне тивĕçлĕ хÿтĕлерĕмĕр. Ансамбльсен пайташĕсем конкурса хутшăннипе хавхаланчĕç‚ тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕшĕн савăнчĕç. Çак çул çÿрев пире питĕ килĕшрĕ. Нумайăшĕ Чăваш Республикин тĕп хулинче пĕрремĕш хут пулса курчĕç. Паллах‚ çак кунсем пирĕн асра вăраха тăрса юлĕç. Малашне чăваш халăхĕшĕн тата та тăрăшса ĕçлеме шантаратпăр.
Алина СТЕПАНОВА.
Кармаскалă районĕ‚ Йăмран ялĕ.
Читайте нас