Кăçалхи çурхи шыв епле пулĕ?
Çут çанталăка сăнаса тăракансем пĕлтернĕ тăрăх, юхан шывсем çинчи пăрсем ку эрнере, апрель уйăхĕн 19-мĕшĕччен, каймалла. Кăçал шыв иртнĕ çулхисенчи пекех вăтам шая хăпарĕ. Ĕпхÿ хула çывăхĕнчи Шуратăл шывĕ 750 см çĕкленĕ. Выльăх-чĕрлĕх масарĕсем, химикат склачĕсем, çÿп-çап тăкмалли вырăнсем, кĕперсем, регионти тата федераллă çулсем, хуçасăр гидротехника сооруженийĕсем, шыв пуçтарăнакан вырăнсемпе çĕр айĕнчен тухакан çăл куçсем шыв айне пулмаççĕ.
РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин республикăри управленин пуçлăхĕ Марат Латыпов пĕлтернĕ тăрăх, чи начар прогноза шанас пулсан, Пушкăртстанра 230 ял-паççулкка, 11 пин çурт, 30 пин ытла çын шыв айне пулмалла. Лару-тăру мониторингне 85 оперативлă ушкăн, ведомствăран 43 ушкăн, район администрацийĕнчен 42 ушкăн асăрхаса тăраççĕ.
Шыв айне пулатпăр тесе шăнкăравлакансем кунран кун нумайланса пыраççĕ. Иртнĕ эрнере кăна вĕсем çур пине çитнĕ. Çакă ытларах чухне çумăр шывĕсем юхмалли канализаци, пăрăхсем, канавсем хупланса ларнипе, шыв пуçтарăннипе çыхăннă.
Хĕлле юр нумай çурĕ, апла пулсан шыв та çителĕклĕ пулĕ
Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, çурхи шыв епле пуласси юр калăпăшĕнчен çеç мар, çанталăкран та килет. Çуркунне вăраха кайнă чухне юр васкамасăр ирĕлет. Ун чухне юр шывĕсем пысăк хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ. Сывлăш температури хăвăрт хăпарса кайнă чух юр пĕр-икĕ кунтах ирĕлсе пĕтет. Çĕр ăшăнса ĕлкĕрейменнипе шыв çиелтен юхма пуçлать, юхан шывсем сарăлаççĕ. 1979 çулхи апрель уйăхĕнче сивĕ пулнă. Май уйăхĕнче вара хăвăрт ăшăтса янă. Юр виçĕ кун хушшинче ирĕлсе пĕтнине пула ун чухне çĕршер ял шыв айне юлнă.
Шыв сарăлни шыв тулнинчен
мĕнпе уйрăлса тăрать?
Ку сăмахсем синонимсем мар, икĕ уйрăм пулăм. Юр кашни çул пĕр вăхăтрах ирĕлет. Ун чухне çырмасенчи шывсем çĕкленеççĕ. Ку - шыв тулни (половодье). Вăл çывăхри вырăнсенчи экологи шайне йĕркене кĕртме кирлĕ. Шыв хĕрринче сахал мар кÿлĕ вырнаçнă. Вĕсем шыв тулнипе çăвăнса тасалаççĕ. Тĕслĕхрен, Бирск çывăхĕнчи Шамсудин кÿлли Шуратăл сарăлнă чух çеç шывпа тулать.
Шыв сарăлни - çут çанталăк вăйĕсем хăватлăн палăрни. Вăл вăхăтран килмест. Тĕслĕхрен, февраль уйăхĕнче çанталăк ăшăтса ярать, юр ирĕлет, çумăр çăвать - ку шыв сарăлни. Шыв тулнипе танлаштарсан, вăл вăраха пымасть. Темиçе сехетрен пуçласа темиçе талăк таран çеç.
Сирĕн çурт хăрушлăх зонине лекет пулсассăн, чи кирлĕ япаласем чикнĕ васкавлă чăматан пуçтарăр. Шыв пысăк хăвăртлăхпа хăпарсассăн пĕр тăхтаса тăмасăр электричествăна, газа, шыва, кăмакасенчи çулăма сÿнтерĕр, алăксемпе чÿречесене хупăр, хăрушлăх пирки кÿршĕсене систерĕр, ачасемпе ватăсене, чирлисемпе инвалидсене пуçтарăнма пулăшăр. Пÿрт тăррине хăпарса унта эвакуаци тăвассине кĕтĕр. Хăтаруçăсем инкек лекнисене хăвăртрах тупчăр тесен çÿллĕ вырăна шурă е тĕслĕ пир татăкĕ çакăр. Тĕттĕм пулсан çутăпа сигнал парăр. Çурхи шывпа çыхăннă кирек епле ыйту сиксе тухсан та республикăри çăлакансен службине 112 номерпе шăнкăравлăр. Пур телефонтан та шăнкăрав тÿлевсĕр.
Çÿхе пăр çинче асăрхануллă пулăр
Апрель уйăхĕнчи тĕп хăрушлăхсенчен пĕри вăл - çÿхе пăр. Ун çинче çулсерен вуншар çын пурнăçĕ татăлать. Апла пулин те чунĕ туртнипе пулĕ пăр çине пулăçăсем тухаççĕ, ачасем чупса çÿреççĕ.
Сирĕн пурнăçа çăлса хăварма пулăшакан пилĕк факт:
- Пĕр çын 7 см кая мар хулăнăш пăр çинче çÿреме пултарать. Каток çинчи пăр 12 см кая мар, çуран каçса çÿрекен вырăнти пăр хулăнăшĕ 15 см пулмалла.
- Хулăн пăр симĕс е кăвакрах тĕслĕ. Сĕт евĕр шупкарах, шăтăклă пăр пĕр сассăр, шăтăртатмасăрах ванать.
- Шыв урлă васкаса каçмалла пулсан, такăрлатнă сукмакпа е йĕлтĕр йĕрĕпе утсан лайăхрах. Ушкăнпа утатăр пулсан, пĕр-пĕрин хушши 5-6 метр пулмалла.
- Пăр хулăнăшне урапа таптаса тĕрĕслеме юрамасть. Йĕлтĕр туйипе пĕр хутчен вăйлăн çапнă хыççăн шыв сăрхăнса тухать пулсан, пăр çине кĕме юрамасть. Ун пек чухне çыран хĕррине урăрсене хул пуççи таран сарса утса тухăр.
- Шыва анса кайрăр пулсан, аллăрсене май пур таран сарса пăр кĕтессинчен тытăнса тăма тăрăшăр. Унсăрăн шыва пуç тĕпĕпех анса кайса юхăмпа юхса кайма пулать. Пăр çине хăпарма май килсен ун хĕррине выртăр, малтан пĕр урăра, унтан иккĕмĕшне хăпартăр. Пăр чăтать пулсан хăвăртрах çыран хĕрринелле шăвăр.
Пÿрте шыв илес хăрушлăх пулсан
мĕн тумалла?
Шыв лекмен пакета çиелти тумтир, атă-пушмак, вырăн таврашĕ, туалет хатĕрĕсем, документсем, укçа, медикаментсем, виçĕ кунлăх саппас шыв, апат-çимĕç чикĕр. Хаклă япаласене çÿлти хута е пÿрт тăррине хăпартса хурăр. Выльăх-чĕрлĕхе хуралтăсенчен кăларăр, йытăсене вĕçертсе ярăр. Алăксене, чÿречесене хупса хăмапа çапса хурăр. Газа, электричествăна тата шыва сÿнтерĕр, эвакуацие кĕтĕр.
Шыв чакнă хыççăн татăлса аннă е çакăнса тăракан электричество пăралукĕсенчен асăрханăр. Шывпа йĕпеннĕ апат-çимĕçпе, çурхи шыв тулнă пусăри шывпа усă курма юрамасть.
Хăвăр çуртăра кĕрсен хуралтăра уçăлтарăр, уçă çулăмпа усă ан курăр, фонарикпе çеç. Специалистсем тĕрĕсличчен электричество сечĕпе усă курма юрамасть.
ПР «Республика Башкортостан»
Издательство çурчĕн
материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.