- 1972 çулта, тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне, эпир чанасене сăнарамăр. Планетари районĕнче вĕсем хура пĕлĕт пек вĕçсе иртетчĕç, йышлă пулнипе уйрăм кайăка уйăрса илме май çукчĕ. Вĕсен вĕçевĕ 10 минута тăсăлатчĕ. Унта миллион ытла кайăк пулнă. Паянхи кун кайăксен ушкăнĕ 200 пуç пулсан вăл пысăк шутланать,- каласа парать Виктор Валуев.
Çавăн пекех вăл ĕлĕк картишĕнче кăвакарчăнсем йышлă пулнине, арçын ачасем вĕсене хут ещĕкпе тытнине аса илет. Хальхи вăхăтра квартала 20 кăвакарчăнтан ытла кураймăн. Çерçисем юлман тесен те юрать, пĕрерĕн е иккĕн вĕçни çеç куç тĕлне лекет. Шăнкăрчсемпе кураксен шучĕ те чакнă.
- Çак лару-тăрăва тишкерсе хак памалла. Анчах та зоолог специалистсем çукпа пĕрех, ихтиологсем те çук. Аслă шкулсенче зоологи енĕпе ĕçлекен ăслăлăх шкулĕсем ĕçлемеççĕ,- тет Валуев.
Унăн шухăшĕпе чылай кайăксем чирлĕ. 1981 çултан пуçласа вăл кайăксен кĕлеткине (чучело) тăвать. Çак ĕçе тунă чухне технологине пăхăнса кайăкăн шалти ăш-чикне кăлармалла. Шăпах çав вăхăтра тĕпчевçĕ шалти органсене тишкерет, хак парать. Паянхи кун тĕлне Валуевăн 700 кайăк тушкин анализĕсем упранаççĕ.
- Енчен те унччен кайăксен ар клеткисем (семенник) хура тĕслĕ, тĕксĕм пулнине пĕр е икĕ кайакра çеç курнă пулсан, халĕ питĕ нумай. Тăманасем мăнтăр та таса пулнă, тир айĕ 1-2 сантиметр çупа витĕннĕ. Юлашки вăхăтра кăкăрĕсенче шĕвĕр шăмă тухса тăнине курма пулать – кайăксем начарланса вăйран кайнă, - пăшăрханса пĕлтерет эксперт.
Çакăн пек лăру-тару мĕне пула сиксе тухнине уçăмлатнă май, Валуев хальхи вăхăтра хурт-кăпшанка пĕтерес тесе ытлашши хими препарачĕсемпе усă курнине палăртать.
- Çулталăк каялла Толбазă тăрăхĕнче пĕр çухрăма яхăн хирпе утса иртрĕм. Пĕр шăши йăви те курмарăм. Çакă кайăксене валли апат çуккине пĕлтерет. Хуласенче кайăксем кукша пуç (одуванчик) лапамĕсене им-çамланă хыççăн вилеççĕ – йывăçсем кирлĕ мар веществона сăхса илсе, каярах çак наркăмăш пиçсе çитнĕ çимĕçре е çулçăра юлать. Эсир йÿçнĕ пилеше çисе ÿсĕрĕлнĕ шĕлинкурăса (свиристель) курнă-и? Йывăç çинче çырла йÿçме пултараймасть, вăл типет. Çавăнпа та кайăксем вилнин тĕп сăлтавĕ ÿсĕрĕлнинче мар, наркăмăшпа сиенленнинче,- пĕтĕмлетÿ тăвать Валуев.
Унăн сăмахĕ тăрăх, кайăксем – çут çанталăкăн лару-тăрăвне палăртакан лакмус хучĕсем пулса тăраççĕ.
- Енчен те вăл е ку препаратпа усă курнă хыççăн мĕнле улшăнусем пулса иртнине çын тĕпчевсем урлă çĕр çул иртсен пĕлет пулсан, кайăксем çак улшăнусене чылай маларах сисеççĕ, туяççĕ,- тет çут çанталăка хÿтелекен.
2017 çулта Çтерлĕ хулинче пурăнакансем вырăнта пысăк йышпа уйăпсем вилнине сăнанă. Кайăксен хырăмлăхĕнче химикат пайĕсене тупнă, вĕсем çул çине сапакан реагентсенче пурри паллă пулнă. Ахăртнех, кайăксем юр ăшĕнче çырла тупас тесе реагентсен пĕр пайне çинĕ. Çавна пула наркăмăшланса вилнĕ.
Çывăх вăхăтра, апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Ĕпхÿре çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче - скверсемпе парксенче, аллейăсенче – вăрăм тунасемпе сăвăссенчен тата кăшлакан чĕрчунсенчен им-çам сапса хăтăлмалли мероприятисем туса ирттермелле. Сăвăссенчен наркăмаш сапассине - май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне, кăшлакан черчÿнсенчен майăн 31-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Республикăри дезифекци центрĕн тĕп врачĕ Павел Мочалкин шантарнă тăрăх, дезинфекци тунă чухне усă куракан препаратсем çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ.