Наци кăларăмĕсене - тивĕçлĕ патшалăх пулăшăвĕ
Апрель уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Гафури районĕнчи «Красноусольск» санаторинче республикăри пичет тата электронлă наци кăларăмĕсен пĕрремĕш «Медиайыйын» форумĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Пушкăртстанри пичет тата цифра кăларăмĕсенче ĕçлекен 250 ытла редакторпа журналист, блогерпа эксперт хутшăнчĕ.