Общие статьи
28 Апрелӗн 2021, 06:17

«Лайăх кăмăл» - сиплекен эмел вырăнне

Сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пыма, физкультурăна, спортпа туризма аталантарма, медицина пулăшăвне лайăхлатас тесе Пушкăртстан Республикинче 2021 çула Сывлăх тата сывлăхлă пурнăçа вăрах ĕмĕр упрамалли çулталăк тесе палăртнă. Çавна кура ялти культура çурчĕсенче сывлăха çирĕплетмелли ушкăнсем йĕркеленĕ. Асăннă мероприятисен тĕллевĕ - хускану хастарлăхне аталантарасси тата ватă çынсене обществăлла пурнăçа явăçтарасси.

Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуç ялĕнчи Валентина Васильева тăрăшнипе вырăнти хĕрарăмсем «Лайăх кăмăл» спорт ушкăнне йĕркеленĕ. Пуçаруллă, хастар, пурнăçа юратакан хĕрарăмсем ялти культура çурчĕн пысăк мар пÿлĕмĕнче сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Вĕсем хăйсемех юсав ĕçĕсене тунă, вырăнти ял хуçалăхĕ тренажерпа тивĕçтернĕ. Ушкăна 10 хĕрарăм çÿрет.
Вĕсем «Лайăх кăмăл» ята та ахальтен суйласа илмен. Спортпа туслăскерсем пĕр-пĕрне çуралнă кунпа, мартăн 8-мĕшĕпе, Çĕнĕ çулпа саламлама, уявлама ялан вăхăт тупаççĕ, чуна пырса тивекен юрăсем юрлаççĕ, вăйăсем выляççĕ, парне-кучченеçсемпе савăнтараççĕ.
Физкультура занятийĕсем ирхи 10 сехетре пуçланаççĕ. Валентина Васильевапа Галина Скоробогатова хусканусен ятарлă комплексне суйласа илнĕ. Вĕсем сыпăсене, мышцăсене çирĕплетеççĕ, чăтăмлăха ÿстереççĕ, хусканусен координацине, сывлав органĕсен тата чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне лайăхлатаççĕ. Çавăн пекех программăна хăвна ху пăнчăллă (точечный) массаж тăвассине те, ăс-тăна çивĕчлетмелли хăнăхусене те кĕртнĕ. Занятисем вăхăтĕнче чуна лăплантаракан классика кĕввине хускатаççĕ. Тренировкăсем вĕçленсен ушкăна çÿрекенсем хăйсем улма-çырларан хатĕрленĕ варенисемпе тĕрлĕ курăк чейĕ ĕçеççĕ. Çав вăхăтра пурнăç çинчен калаçаççĕ, пĕр-пĕрне тĕрлĕ рецептсем сĕнеççĕ, хăйсемпе тата çывăх çыннисемпе пулса иртнĕ савăнăçлă хыпарсем пĕлтереççĕ. Çапла майпа ялта йĕркеленĕ спорт ушкăнĕ тĕрлĕ ÿсĕмрисене сиплекен эмел вырăнне шутланать.
«Лайăх кăмăл» ушкăна çÿрекенсем ялти ытти çынсем те спортпа туслашма хирĕç маррине пĕлтереççĕ. Анчах та пысăк спортзал, ятарлă лапам, инвентарь çуккине пула ытларахăшĕн килте хусканусем тунипе çырлахма тивет.
Ушкăна çÿрекен хĕрарăмсем 50 çултан иртнĕ пулсан та çирĕп, хастар, хаваслă пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсен хушшинче чи асли 70 çулхи хĕрарăм. Спортпа туслăскерсем пурнăç çине ÿпкелешсе лармаççĕ, сывлăха çирĕплетес тесе тăрăшаççĕ. 10, 20, 30, 40 çултан сирĕн сăн-питĕр, хул-çурăмăр, сывлăхăр епле пуласси сиртен çеç килет-çке. Шел, сăн ÿкерчĕкпе çак хĕрарăмсен хастарлăхне, хавас кăмăлне кăтартса пулмасть. Вĕсемпе калаçнă чух чунра шанăçлăх çуралать, кăмăл çĕкленет, вăй-хăват хушăнать.
Карина ПАВЛОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Ситекпуç ялĕ.
Читайте нас