Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем столовăйĕнче пулма‚ шкул апатне тутанса пăхма‚ вĕсен виçи нормăна тивĕçтернипе тивĕçтерменнине тата вĕри апачĕ чăнах та ăшă пулнипе пулманнине тĕрĕслеме‚ хак пама пултарчĕç. Тĕпрен илсен, кунта ытти вĕренÿ заведенийĕсенчен уйрăлса тăраканни нимĕнех те çук. Апла пулин те шкулти столовăя кĕрсен чи малтанах апатлану залĕнчи тирпейлĕх куçа илĕртет. Гимназинче апатланушăн яваплă çын - Венера Макарова. Вăл пĕлтернĕ тăрăх‚ апата ПР Вĕрентÿ министерствипе Роспотребнадзор çирĕплетнĕ менюпа хатĕрлеççĕ.
- Кашни кун тĕрлĕ апат‚ вăл ÿсекен организмшăн усăллă япаласемпе пуян. Чĕр таварпа С.Б. Багаутдинов предприниматель тивĕçтерет. Вĕсен таварĕ çирĕп тĕрĕслев витĕр иртет. Çавăнпа столовăя пахалăхсăр апат-çимĕç килессинчен хăрамалли çук. Шкулта 5 категорине кĕрекен (сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайманнисем (ОВЗ) тата инвалидсем, укçа-тенкĕ енчен çителексĕр нумай ачаллă çемьесенчи ачасем‚ укçа тÿлесе çиекенсем‚ кĕçĕн классен тÿлевсĕр апатланăвĕ тата белоклă апат çиеймен ача) вĕренекенсем валли вĕри апат пĕçереççĕ, - терĕ Венера Геннадьевна.
Унсăр пуçне буфетра çăкăр тата булкă изделийĕсем сутăнаççĕ. Кĕçĕн классен хушшинче шкул апатне çиекенсен шучĕ 100% танлашать пулсан‚ 5-9 классен хушшинче çак кăтарту 70-72 процента çитет. Ман шутпа‚ кунта тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен эпир те‚ аслисем‚ хăш чухне апата тиркесе çиетпĕр. Унсăр пуçне хăш-пĕр çемьесенчи ачасем магазинтан туяннă тутлă апата çеç кĕтсе тăраççĕ. Çакă‚ паллах‚ начар ен. Апла пулсан та вĕсене хистесе çитерейместĕн.
Уçă алăксен кунĕнче эпир вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе‚ Валентина Яковлевапа тата Ирина Васильевапа‚ столовăйĕнче тĕл пултăмăр. Валентина Владимировна - нумай ача амăшĕ. Паянхи кун иккĕшĕ шкулта ăс пухаççĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекен хĕрĕ шкул апатне тиркемест‚ юратса çиет. Кунне иккĕ çитернĕренпе (пĕрремĕш тата тăваттăмĕш урок хыççăн апатланать) пепки яланах тутă. Тăххăрмĕш класри Алла вара хăш чухне юратнă вĕри апатне укçалла туянать‚ буфетри булкăсене илсе çиме юратать. Хĕр ача менюра тăратнă апата пĕтĕмпех çимесен те хăйне выçă туймасть. Мĕншĕн тесен апат порцийĕ çирĕплетнине тивĕçтерсе тăрать. Ирина Анатольевнан вун виçĕ çулхи хĕрĕ те шкул апатне юратса çиет. Хĕрарăма менюра улма-çырла‚ пулă тата аш-какай апачĕсем пурри‚ апат порцийĕ пысăк пулни савăнтарать. Пĕр сăмахпа каласан‚ Васильевсен çемйи шкул апатланăвĕпе кăмăллă. Малалла та çапла пуласса шанаççĕ.
Калаçу вĕçĕнче аннесем Венера Геннадьевнана вĕрентÿ учрежденинче апатлану йĕркелес енĕпе сĕнÿсем пачĕç. Вĕсем сĕтелсене пĕр рете мар, кафери пек уйăрса лартма ыйтрĕç. Çакă ачасене хăйсене ирĕкрех туйма май парать имĕш. Унсăр пуçне вĕсем стена çинче сехет çакма сĕнчĕç. Çакă пĕрисене васкаса‚ теприсене лайăх чăмласа çиме хăнăхтарĕ.
В.Г. Макарова сăнанă тăрăх‚ хĕр ачасем апата тиркесе çиеççĕ. Çакă вĕсен кăмăлĕпе‚ сиплĕ апатланăва пăхăнса тăрассипе çыхăннă.
Столовăйĕнче паянхи кун пĕр повар тата ăна пулăшакан икĕ çын вăй хурать. Коллектив пысăк мар пулсан та‚ ĕçчен те тăрăшуллă çынсем шкул ачисене кăна мар‚ унта вырнаçнă ача садĕнчи шăпăрлансене те тутлă апатпа тивĕçтереççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей хули.