Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн 2021, 12:26

Хайлавсенчи пурнăç чăнлăхĕ - малти вырăнта

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнчи мобильлĕ библиотекăра Ухсай Яккăвĕ 110 çул тултарнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван çĕрĕн юрăçи» вулав конференцийĕ иртрĕ.

Халăх асĕнче яланлăхах юлакан поэтсем пур. Вĕсем пĕр-пĕр тапхăр шухăш-кăмăлне чун-чĕре витĕр кăларса уçса параççĕ. Ухсай Яккăвĕ те çакăн пек поэтсенчен пĕри. Унăн ячĕ çĕнĕ чăваш культурин çулне хывакансемпе тачă çыхăннă.
Поэт Слакпуçĕнчи шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Пишпÿлекри хресчен çамрăкĕсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл сăвăсемпе статьясем çырнă‚ каярах литература кружокне çÿренĕ. М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче литература факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 1934 çулхине Ĕпхÿ хулинче Ухсай Яккăвĕн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă.
1942 çулхи июль уйăхĕнче Яков Гаврилович хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Малтан вăл рядовой званипе çапăçнă‚ унтан «На штурм» çар хаçачĕн корреспонденчĕ пулса тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хирĕнчен фронтовик капитан званийĕпе таврăннă.
Чăваш литературипе искусствине аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Ухсай Яккăвĕ Чăваш Республикин халăх поэчĕ ята‚ Чăваш АССР тата А.М.Горький ячĕллĕ РСФСР патшалăх премисен лауреачĕ пулма‚ Ленин, Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. Унăн пурнăçĕнче тумхахлă та хумхануллă самантсем çителĕклĕ пулнă. Апла пулин те вăл пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă.
Вулав конфренцийĕнче поэтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çак йĕркесен авторĕ каласа пачĕ. Вăлах Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕ. «Виç тÿпе çăлтăрĕсем» ташă ансамблĕн ертÿçи И.В. Игнатьева Яков Гавриловичăн тăван çĕрĕ çинче‚ Слакпуç ялĕнче‚ пĕрре мар пулса курнă. Вăл поэтăн музей çурчĕ‚ Слакпуçĕнчи паллă вырăнсем çинчен нумай интереслине пĕлтерчĕ. Вулав конференцине пухăннисене поэтăн хĕрĕ Елена Ухсай çырнă «Слово об отце» кĕнекипе библиотекăн яланхи вулаканĕ Галина Иванова паллаштарчĕ. Вăл кĕнекери пĕр сыпăка вуласа та пачĕ. Çак каçхине мероприятие хутшăнакансем пирĕн ентешĕмĕрĕн сăввисене те илемлĕ вуларĕç. «Чăваш поэзийĕн улăпĕ» кĕнекесен выставкинче куракансем поэтăн чапа тухнă кĕнекисемпе паллашма пултарчĕç. Мероприяти Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Виталий Федотович Исаев паллă фотожурналист тунă Я.Г. Ухсай сăн ÿкерчĕкĕсене пăхнипе вĕçленчĕ.
Конференцие хутшăннисем Ухсай Яккăвĕн произведенийĕсенче чăнлăхпа тÿр килнĕ тĕслĕхсене шыраса тупрĕç. Мероприяти халăх поэчĕн пурнăçĕнчен нумай çĕннине тата интереслине пĕлме май пачĕ.
Марина КИРИЛЛОВА‚
тĕп библиотекарь.
Пишпÿлек районĕ‚
Пăслăк ялĕ.
Читайте нас