Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн 2021, 12:55

Пишпÿлек паттăрĕсем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса паттăрлăх кăтартнăшăн Пушкăртстанри 285 çар çынни (çак кăтартусем 2021 çулхи январь уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне) Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен саккăрăшĕ - чăвашсем.

Архивра упранса юлнă сăн ÿкерчĕкре эсир икĕ паттăра курма пултаратăр. Пĕрремĕшĕ - Кирилл Дементьевич Андреев (сулахайри), тепри - Константин Иванович Степанов (сылтăмри). Икĕ паттăр хÿттинче (варринче) 1960-мĕш çулсенче КПСС Пишпÿлек райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Адольф Андреевич Мурманский ларать. Сăмах май, вăл та вăрçа хутшăннă, 68-мĕш гварди Проскуров дивизинче отделени командирĕ пулнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.
Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Кирилл Дементьевич Воронеж фрончĕн 38-мĕш армин 163-мĕш дивизин 1318-мĕш стрелоксен полкĕнче батальон парторгĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Вăл пирĕн çарсем Киев хулинчен кăнтăрарах Днепр урлă каçнă чухне паттăрлăхпа палăрнă, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарса 3-мĕш батальона атакăна çĕкленĕ, тăшманăн оборонине тĕп тунă, стрелоксен ротисене çапăçăва кĕме çул уçнă. Герой Çăлтăрне 1943 çулхи октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче тивĕçнĕ.
Константин Иванович - Хушăлка ялĕн çынни. Вăл фронтри çапăçусене 1943 çулхи июнь уйăхĕнче кĕнĕ, 233-мĕш танк бригадинче танк командирĕ пулнă. Степанов кĕçĕн лейтенант Иккĕмĕш Украина фрончĕн 6-мĕш танк армин 5-мĕш механизациленĕ корпусĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Вăл уйрăмах Румынири Яссы хулинчен кăнтăр хĕвеланăç енче вырнаçнă Войнешти тата Каменешти ялĕсене ирĕке кăларнă чухне паттăрлăх кăтартнă. 1944 çулхи 21-30-мĕш августра совет çарĕсем тăшман вут-çулăм ункине лекнине пăхмасăр икĕ танка, икĕ миномет батарейине, пĕр рота ытла салтаксемпе офицерсене, 12 автомашинăпа боеприпассене тĕп тунă. Совет Союзĕн Геройĕ ята 1945 çулхи март уйăхĕн 24-мĕшĕнче панă.
1960-мĕш çулсен вĕçĕнче тунă сăн ÿкерчĕк паян пуçласа «Урал сасси» хаçатра кун çути курать. Вăл пирĕн паттăрсен çутă сăнарне тепĕр хут куç умне кăларса тăратма, асăну авăрне путма пулăшĕ. Вĕсемпе пĕрле мĕнпур çĕнтерÿçĕ салтак аса килĕç. Эпир вара Аслă Çĕнтерÿшĕн тав туса вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ. Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас