Пур хыпар та
Общие статьи
12 Майӑн 2021, 10:24

Кирек мĕнле тĕлпулу та ăшă туйăмсем çуратать

Çак кунсенче Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнчи вулавăшра Раççейри Наука тата технологи çулне, çын тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 60 çул çитнине халалласа библиокаç иртрĕ. Ăна Светлана Филиппова библиотекарь ертсе пычĕ.

Мероприятие ялти пуçламăш шкулти вĕренекенсем (вĕсем пурĕ ултă ача, вĕрентекенĕ - З.Г. Иванова), «Шевле» ансамбль хастарĕсем тата Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Пелепей тăрăхĕнчи филиалĕн (ертÿçи - Р.М. Павлов-Илькелри) академикĕсем хутшăнма кăмăл турĕç.
Юрă-кĕвĕпе пуçланнă мероприяти майĕпен ăшă та кăмăллă калаçăва куçрĕ. Чăн малтан вулавăш ертÿçи Юрий Гагарин пĕрремĕш космонавтăн пурнăçĕнчи кăсăк самантсемпе паллаштарчĕ пулсан, Зоя Колесникова педагогика ĕçĕн ветеранĕ Андриян Николаев хамăрăн паттăр чăваш кăйкăрĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вулавăша пухăннă халăх чылай çĕннине, хăйсене кирлĕ те усăллă пулăмсем пирки пĕлме пултарчĕ.
Библиокаçа килнĕ хăнасенчен пĕри, Михаил Сидоров чăваш наци академикĕ, 60 çула яхăн каялла салтакра пулса иртнĕ саманта аса илчĕ.
- Тĕнче уçлăхне кайса килсен чылай чухне космонавтсем пирĕн академине килетчĕç. Пире, салтаксене, вĕсем автомобильпе иртекен çулсем çинче кашни кĕтесре регулировщиксем туса тăратса тухатчĕç - чаçе кĕмелли хапхаран пуçласа тĕп корпус патне çитиччен.
Андриян Григорьевич Николаева кĕтсе илнĕ чухне мана тĕп (парадный) алăк патĕнче тăратрĕç. Алăри пĕчĕк ялавпа сулса автомобиле чартăм та пĕр утăм каялла чакрăм. Космонавт автомобильтен тухрĕ, ман еннелле утрĕ. Эпĕ малтан çухалса кайрăм, ялава сулахай алла куçарса, сылтăм алла пуç çине хурса чăвашла сывлăх сунтăм. Хаклă хăна тĕлĕнсе кайрĕ, пуç сĕлтсе мана алă пачĕ те крыльца çинче кĕтсе тăракан генералсемпе полковниксем патне васкарĕ.
Çакăн хыççăн манпа пĕрле хĕсметре тăракан Риф Мулабаев (Вăл Месягутовăранччĕ) шÿтлесе çапла каларĕ: «Пулăç пулăçа аякран курать.Чăваш та чăваша курчĕ те сывлăх сунма васкарĕ. Халĕ аллуна чылайччен çумасса пултаратăн ĕнтĕ».
Космонавт çирĕп алă панине паянхи кун та манаймастăп. Унтанпа 57 çул иртрĕ пулсан та, - терĕ Михаил Петрович.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ А.Г. Николаев Пушкăртстанра та темиçе хут пулнă. Çав вăхăтри асра юлнă самантсем çинчен «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов каласа пачĕ, Андриян Григорьевичăн юратнă юрри «Вĕç-вĕç куккук» пулнине, ăна вăл тĕнче уçлăхĕнче те шăрантарнине аса илтерчĕ. Çавăн пекех чăваш паттăрĕ космосра пулнă хыççăн çырав (перепись) кăтартăвĕнче чăвашсен шучĕ ÿснине палăртрĕ.
Пелепей тăрăхĕнчи наци академикĕсен филиалĕн ертÿçи Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă кăçалхи март уйăхĕнче Слакпуçĕнче Раççей Геройĕпе М.Б. Корниенко летчик-космонавтпа тĕл пулни, ăна хăйĕн кĕнекине парнелени çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех Рудольф Матвеевич паянхи кун вырăнти академиксем мĕн ĕçлесе пурăннипе, хăйĕн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ, Лидия Ванюшинапа Ирина Корнилована тата Зоя Колесникована чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академикĕ пулнине çирĕплетекен удостоверенисене пачĕ.
Космонавтика кунне халалласа район шайĕнче вĕренекенсем хушшинче алă ĕçĕсен тата ÿкерчĕксен конкурсĕнче çĕнтернисене те çакăнтах чысларĕç. Хисеп хучĕсене Виктория Исхакова, Надежда Павлова, Динислам Иванов, Анжелика Корнилова тивĕç пулчĕç.
«Шевле» ансамбль юрă-кĕвĕпе пухăннă çынсен кăмăлне çĕклерĕ, тĕлпулăва пуянрах та ăшăрах тума пултарчĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.
Читайте нас