Общие статьи
12 Мая 2021, 05:14

Çĕнтерÿ паркĕ - ял çыннисен сăваплă вырăнĕ

Пирĕн Çĕнĕ Хĕрлĕ Çыр ялĕнче Çĕнтерÿ паркĕ пур. Эпир унпа чунтан мăнаçланатпăр. Парка 44 çул каялла никĕсленĕ. Паркăн пĕр енче Çĕнтерÿçĕ салтакăн палăкĕ тăрать, унăн умĕнче виçĕ асăну хăми. Вĕсем çинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсен ячĕсене çырнă. Паркăн тепĕр енче кашни салтак ячĕпе лартнă хурăнсем ÿсеççĕ.

Çулсерен май уйăхĕн 9-мĕшĕнче паркра вăрçăра вилнисене, тыл ĕçченсене халалласа пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртет. Кунта вара вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, вĕсен тăванĕсем, ял çыннисем, ял хутлăхĕпе клуб ĕçченĕсем, вырăнти шкулти ачасемпе вĕрентекенсем пуçтарăнаççĕ.
Кăçалхи çул та яланхи пекех парка тирпей-илем кĕртсе пысăк уява паллă тума хатĕрлерĕç. Ял хутлăхĕ юсав ĕçĕсем ирттерчĕ: паркри вак йывăçсене касса тасатрĕç, урам енчи хÿмене çĕнетрĕç, кивелнĕ хапхана улăштарчĕç. Палăкпа асăну хăмисене сăрă вырăнне гранит чулĕпе илемлетсе тухрĕç.
Ял пуçлăхĕ С.А. Белова каланă тăрăх, юсав ĕçĕсем кунпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. План тăрăх паркра чечек клумбисем пулмалла, утса çÿремелли çулсене асфальт сарса тикĕслемелле, палăк йĕри-тавра чавса ешĕл курăк акмалла.
Шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те айккинче юлмарĕç. Шăмат кунсенче ушкăнĕпе пуçтарăнса типĕ çулçăсене, хăрăк туратсемпе çÿп-çапа пуçтарчĕç. Çуран çÿремелли çулсене шăлса тухса чечексем ÿсекен вырăнсене тасатрĕç. Çавăн пекех парк умĕнчи ача-пăча вылямалли тата урамри сцена умĕнчи вырăна тирпей-илем кĕртрĕç.
Пирĕн ялти парк Çтерлĕ районĕнчи чи аслă парксенчен пĕри шутланать. Унăн çулĕсем вуншар çулсемпе шутланаççĕ. Ял çыннисем парк илемлĕ, тирпейлĕ пултăр тесе кашни çулах пултарнă таран вăй хума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен унта вĕсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă тăванĕсен ячĕ палăк çине ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă.
Валерия РУСАКОВА.Çтерлĕ районĕ,
Çĕнĕ Хĕрлĕ Çыр ялĕ.
Читайте нас