Пур хыпар та
Общие статьи
19 Майӑн 2021, 10:46

Аслă тĕнче историйĕ ĕçчен чăваш тĕнчисĕр пулмасть

Май уйăхĕн 16-мĕшĕнче П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн членĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна паллă ăсчах, общество деятелĕ Алексей Александрович Кондратьев профессор 91 çул тултарнине халалланă. Лару хăй ĕçне пуçличчен таврапĕлÿçĕсене П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул ачисем ăшшăн саламларĕç.

Канашлу программи тулли те тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçĕсемпе тата 2021 çулта ума лартнă тĕллевсемпе унăн председателĕ Иван Тарасов паллаштарчĕ. Иван Григорьевич паллă педагогăн, çутта кăлараканăн тата математикăн П.М. Мироновăн 160 çулхи юбилейĕ тĕлне пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Çавăнпа та вăл унăн пултарулăх еткерне - наука ĕçĕсене, 120 çул каялла революцичченхи Раççей шкулĕсем валли кăларнă геометри учебникĕсене, вĕрентÿ пособийĕсене - ĕмĕрех асра хăвармаллине асăрхаттарчĕ.
«Пушкăртстан Республикинчи чăваш ялĕсен историйĕ» кĕнеке-справочника хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсемпе Мударис Сафин паллаштарчĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, кĕнекере ревизи юмахĕсем, XIX-XX ĕмĕрсенчи статистика кăларăмĕсен тата 1917-1926 çулсенче халăх çыравĕ тăрăх ял пуçланса кайни, куçса килнĕ пĕрремĕш çынсем, 1762-1926 çулсенче халăх шучĕ çинчен хатĕрленĕ информаци пулĕ. Унсăр пуçне вăл ниме мелĕпе республикăри чăвашсем çинчен «Паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ», «Тылри мухтавлă ĕç», «Айăпсăр айăпланнисем», «Пултаруллă ентешсем», «Çут ĕç ветеранĕсем», «Сывлăх сыхлавĕнче» темăсемпе электрон кĕнеке - справочниксем хатĕрлеме сĕнчĕ. Доклад тăвакан палăртнă тăрăх, спонсорсем тупăнсан асăннă кăларăмсене хут çинче те кун çути кăтартма пулĕ.
Алексей Кондратьев çинчен аса илнисен кĕнекине хатĕрлес ĕç епле пыни пирки Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Людмила Мурманская тата çак йĕркесен авторĕ каласа пачĕç. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, редакци коллегийĕ пуçтарăннă текстсене хатĕрлес тата редакцилес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Кĕнеке пичете пама хатĕрпе пĕрех. Хăш-пĕр справка материалĕсемпе ĕçлемелли çеç юлнă.
Иван Ефимовпа Вячеслав Ерохин таврапĕлÿçĕсем Г.И. Комиссаров хăйне тата мăшăрне Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялне пытарма ыйтса çыру çырса хăварни, Гурий Ивановичпа мăшăрĕн ÿчĕсен юлашкисене Чăваш Республикине илсе килсе пытарасси пирки калаçрĕç. Таврапĕлÿçĕсем çак ĕçе пурнăçа кĕртессипе çыхăннă йывăрлăхсем пурри, Г.И. Комиссаровăн пĕр тăванĕпе тата Патăрьел ял Канаш администрацийĕпе калаçса татăлма май килменни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕç.
Слакпуçĕнче Историпе культура центрĕ тăвасси пирки Борис Гордеев отставкăри полици полковникĕ каласа пачĕ. Борис Ефимович палăртнă тăрăх, асăннă центрăн малашлăхĕ пысăк пулмалла. Мĕншĕн тесен ун урлă Слакпуç ял историйĕпе тата культурипе çеç мар, республикăри мĕнпур чăвашсен иртнĕ пурнăçĕпе паллашма пулать.
Малалла академи пайташĕсем кун çути кăтартнă кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ. Шаран районĕнчи Паскай ял историне сăнласа паракан кĕнекесем пирки Николай Фомин таврапĕлÿçĕ сăмах хускатрĕ. Вăл филиалти чи аслă краеведсенчен пĕри. Пурĕ 50 яхăн кĕнеке кăларнă. Кăçалхи декабрь уйăхĕнче 99 çул тултарать.
Николай Васильев ăсчах «Вăрçă вăхăтĕнче çавăн пек пулнă» кĕнекипе паллаштарчĕ. Вăл хăй кĕнекине ентешĕсен, хăйĕн асаилĕвĕсене, хаçатсенче, районти краеведени музейĕн фондĕнче тупнă материалсене кĕртнĕ.
Пуçтарăннисем çавăн пекех Вера Никонорова, Валентина Васильева каласа панисене кăмăллăн итлесе ларчĕç. Вера Тарасовна Кармаскалă районĕнчи Йăмран ял историйĕпе паллаштарчĕ. Кăларăмăн калăпăшĕ тĕлĕнтерет. Пĕрремĕш кĕнекере - 224 страница, иккĕмĕшĕнче - 443. Вĕсене пурне те ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Унсăр пуçне кĕнекере манăçа тухнă пулăмсем те сахал мар. Вĕсенчен нумайăшне пуçласа пичетлесе кăларнă. Илшат Насипов филологи наукисен докторĕ Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ С.Т. Сагитов ятĕнчен П.М. Миронов ячĕллĕ шкула тĕнче литература классикĕсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă кĕнекисене парнелерĕ.
Лару ĕçĕ наградăсемпе чыслассипе вĕçленчĕ. Тăван тавралăха тĕпчес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн В.Т. Никонорована ПР Таврапĕлÿçĕсен обществи «Пушкăртстан Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи», Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академи Президиумĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн Н.А. Фомина, Л.И. Мурманскаяна, И.Г. Петрова «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ», М.Х. Сафинпа И.В. Ефимова «Халăх академикĕ» ятсене пачĕç. В.М. Ерохина Гурий Вандерăн «Пĕр ывăнмасăр тата пайта шырамасăр тунă тĕпчевсемшĕн», Н.С. Васильева И.Патмарăн «Фольклористика ĕçне пысăк тÿпе хывнăшăн» медальсемпе чысларĕç.
Таврапĕлÿçĕсен ларăвĕ «Эреш» (художество ертÿçи - Елизавета Иванова) Çтерлĕри театрпа фольклор студийĕн вокал ушкăнĕн концерчĕпе вĕçленчĕ. Хăйпултарулăх артистчĕсем куракансене чуна пырса витмелле юрăсемпе савăнтарчĕç.
Лару ĕçне ятарласа чĕннĕ хăнасен шутĕнче «Пушкăртстан энциклопедийĕ» патшалăх бюджет наука учрежденийĕн ученăй секретарĕ, ПР таврапĕлÿçĕсен обществин председателĕн çумĕ К.И. Аглиуллина тата ПР чăвашсен Канашĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмĕн делегацийĕ, В.В Васильев врач, физикăпа математика наукисен докторĕ П.Н. Михайлов хутшăнчĕç.
Академиксен лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, çакна калама пулать. Ĕçчен чăваш халăхĕ хура ĕçре çеç мар, ăслăлăх ĕçĕнче те хăйĕн истори йĕрне хăварма тăрăшать, тăван халăхшăн пархатарлă та сумлă ĕç тăвать. Çакă тĕнче историйĕ чăваш тĕнчисĕр пулманнине çирĕплетет.
Игорь ПЕТРОВ,
истори наукисен кандидачĕ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас