- Анастасия Александровна, ҫĕр ҫинче профессисем чылай, мĕншĕн эсир вĕрентекен ĕҫне суйласа илес терĕр?
- Вĕрентекен пулма эпĕ пĕчĕкренех ĕмĕтленеттĕмччĕ. Нумай япала ачалăхран килет. Эпĕ туслă ҫемьере ҫуралса ӳснĕ, ачасенчен тăваттăмĕшĕ, чи кĕҫĕнни пулнă. Аппасем шкулта лайăх вĕренетчĕҫ, вĕсенчен ырă тĕслĕх илеттĕм, «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе ҫеҫ вĕренме тăрăшаттăмччĕ. Час-часах пĕтĕм ҫемьепе кĕнеке вулама лараттăмăрччĕ, вуланине сӳтсе яваттăмăрччĕ. Анне юрă-ташă ăстиччĕ. Вăл пире чăвашсен авалхи юррисене, ташшисене вĕрентетчĕ. Атте вара хитре ӳкеретчĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне пире парса хăварнă ĕнтĕ. Паянхи кун та эпĕ вĕсене тав тăватăп. Вĕсем ачисем пĕлӳ илччĕр тесе ырми-канми тăрăшатчĕҫ. Малтан Оля аппа педагогика училищине вĕренме кĕнĕччĕ, каярахпа мана та вĕрентекен пулас ĕмĕт Пелепей хулине илсе ҫитерчĕ.
- Пелепей педучилищинче вĕреннĕ ҫулсем сирĕн пурнăҫăрта мĕнле йĕрсем хăварчĕҫ?
- Ăна эпĕ ырăпа аса илетĕп. Унти вĕрентекенсем тарăн пĕлӳ пама, студентсене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшатчĕҫ. Пире баянпа калама та, ача-пăча ташшисене ташлама та, ушкăнра юрлама та вĕрентрĕҫ, спортпа туслă пулма та хăнăхтарчĕҫ. Эпĕ волейбол секцине ҫӳреттĕмччĕ. Хамăр хĕрсен ушкăнĕпе эпир республика тата Раҫҫей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаттăмăрччĕ, училище чысне хӳтĕлеттĕмĕр. Пелепей педучилищинче илнĕ пĕлӳсем, хăнăхусем ĕҫре ҫитĕнӳсем тума пулăшрĕҫ.
- Эсир пурнăҫ тăршшĕпе пĕр шкулта, Тинĕскӳл вăтам шкулĕнче, ĕҫленĕ. Çак шкул пирки тата мĕн калама пултаратăр?
- Тинĕскӳл вăтам шкулĕнче эпĕ 1974 ҫултан пуҫласа, алла диплом илнĕ хыҫҫăн ĕҫлеме пуҫларăм. Вăтăр сакăр ҫул туслă та тăрăшуллă ĕҫ коллективĕнче вăй хутăм. Эпир, вĕрентекенсем, кирек хăҫан та пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаттăмăр. Коллектива тĕрлĕ çулсенче ертсе пыракансем - Г.И. Павлов, А.В. Петров, О.А. Дмитриева, Н.М. Павлов, Р.В. Иванова - хăйсен ĕҫне тĕплĕ тăватчĕҫ, пиртен те ҫавнах ыйтатчĕҫ. Классенче ачасен йышĕ пысăкчĕ. Мана пĕрремĕш ҫулах йышлă класс пачĕҫ, пурĕ 36 ачаччĕ. Вĕсене пуҫламăш класран вĕрентсе кăларсан, тата та нумайрах ача килчĕ. Вăл вăхăтра шкула килекен ачасем чăвашла кăна калаҫатчĕç, вырăсла пĕр сăмах та пĕлместчĕҫ, ҫавăнпа эпир пĕтĕм уроксене тăван чĕлхепе ҫеҫ ирттереттĕмĕр. З.П. Трофимовапа М.Я. Дмитриева ĕçтешсемпе чылай ҫул пĕрле ĕҫлерĕмĕр, шкулти уявсене интереслĕ тума тăрăшаттăмăр. Хĕлле ҫунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнма тухаттăмăр. Ачасене тĕрлĕ йышши ĕҫсене явăҫтараттăмăр: ваттисене пулăшма, тимĕр-тăмăрпа кивĕ хут пуҫтарма, ял хуҫалăхне йĕкел пухса пама.
Эпир, вĕрентекенсем, Тинĕскӳлти культура çуртне те хаваспах ҫӳреттĕмĕр: спектакльсем лартаттăмăр, юрă-ташăпа савăнтараттăмăр. Хамăр пултарулăхпа кӳршĕ ялти ҫынсене те паллаштараттăмăр. Агитбригада йышĕнче пулнă май колхоз хирĕнче ĕҫлекенсене тĕнчери хыпарсемпе паллаштарма, доклад вулама нумай ҫӳренĕ, концертсем лартнă. Пĕр сăмахпа каласан тулли те кăсăк пурнăҫпа пурăнма тăрăшнă.
- Эсир 4 ача амăшĕ. Шкул ĕҫĕпе ҫемьене мĕнлерех шайлаштараттăрччĕ?
- Вăхăчĕ-вăхăчĕпе йывăртарах та пулнă пуль. Ачасемпе декрет отпускĕнче вăл вăхăтра ларман, пĕчĕк пепкесем 4 уйăхра чухнех ĕҫе тухаттăм. Паллах, ҫывăх ҫынсем пулăшсах тăнă, ҫемье маншăн кирек хăҫан та тĕрек пулнă. Килти хуҫалăх та пирĕн пысăкчĕ. Сергей мăшăрпа ачасене тăрăшуллă пулма пĕчĕкрен вĕрентрĕмĕр. Виҫĕ хĕр те аслă пĕлӳ илнĕ, халĕ ĕҫлеҫҫĕ. Аслă хĕр Ирина район администрацийĕнче финанс пайĕнче вăй хурать, Наташа - бухгалтер, Светлана Тинĕскӳл вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулса тăрăшать. Ывăл та ялтах тымар янă.
- Сирĕн шутпа ачасене тĕрĕс те тивĕçлĕ воспитани парас тесен мĕн тумалла?
- Ача-пăчана пĕчĕкренех ĕҫе хăнăхтармалла, кашни япалашăн яваплă пулма вĕрентмелле. Атте-анне кирек хăҫан та тĕслĕх вырăнне пулмалла. Ача мĕн курать, мĕн илтет - çавă пурте ун ҫине витĕм кӳрет.
- Халĕ ҫамрăксем вĕрентекен профессине сайра суйласа илеççĕ. Тен, вĕсемшĕн ку ĕҫ йывăр пек туйăнать?
- Йывăрлăхĕ пĕтĕм профессинче те пур. Ман шутпа, вĕрентекен ĕҫĕ питĕ интереслĕ. Ахăртнех, ачасемпе ĕҫлени чуна ватăлтармасть, хăвна ҫамрăк туятăн. Кĕҫĕн класра вĕренекенсем уйрăмах черчен те сисĕмлĕ чĕреллĕ. Вĕсен шухăш-кăмăлне туйма пĕлни кирлĕ. Тата мĕнле ĕҫе те юратса тумалла, хавхаланса ĕҫлемелле.
- Анастасия Александровна, халĕ эсир хисеплĕ канура. Пушă вăхăта эсир мĕнлерех ирттеретĕр?
- Эпĕ ҫеҫкесем ӳстерме юрататăп. Вĕсене пăхса савăнатăп. Чечексем пурнăҫа илем кӳреҫҫĕ, кăмăл-туйăма ҫĕклеҫҫĕ. Унсăр пуçне тутлă апат пĕҫерсе ҫывăх ҫынсене сăйласа савăнтарма тăрăшатăп. Мăнуксемпе вăхăт ирттерме те кирек хăҫан та хавас. Ялта, паллах, ĕҫ нумай: пахчара та, кил-ҫуртра та, хуҫалăхра та. Алă усса ларма вăхăт ҫук.
- Çамрăксене мĕн суннă пулăттăр?
- Çамрăк ăрăва, ман шутпа, малалла аталанмалли майсем нумай. Вĕсене тăрăшулăхпа хавхалану сунас килет. Мĕнпур пуҫару вĕсемшĕн ăнăҫупа вĕçлентĕр, ĕмĕчĕсем пурнăҫланччăр.
Денис ЕФИМОВ, 9-мĕш класс вĕренекенĕ калаçнă.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.