Общие статьи
2 Июня 2021, 06:37

Ачасем - чăваш тĕнчинче

Май уйăхĕн вĕçĕнче Çтерлĕ хулинчи 61№ ача садĕнче «Асамлă чăваш юмахĕсем» ятлă кружок ĕçне пĕтĕмлетсе уçă мероприяти иртрĕ.

Май уйăхĕн вĕçĕнче Çтерлĕ хулинчи 61№ ача садĕнче «Асамлă чăваш юмахĕсем» ятлă кружок ĕçне пĕтĕмлетсе уçă мероприяти иртрĕ.
«Чăваш тĕнчинче» уява 6-7 çулхи ачасем хутшăнчĕç‚ куракансем вара 3-5 çул тултарнă шăпăрлансем пулчĕç. Аслăрах ушкăнри воспитанниксем мероприятие Чăваш Ен илемлĕхĕ çинчен сăвăсем вуланипе пуçларĕç. Куракансене хисеп туса вĕсем чăвашсен йăли-йĕрки тăрăх сцена çине çăкăр-тăварпа тухрĕç. Унтан ачасем «Мышка Вострохвостик» чăваш халăх юмахне кăтартса пачĕç. Çак юмахра паттăр шăши хăйне чăн-чăн туссем шыраса çул çÿреве тухать. Унта вăл хăравçă мулкача‚ чее тилле‚ ват кашкăра‚ вăйлă упана тĕл пулать. Кашни чĕр чун шăшипе туслă пуласшăн‚ вĕсем ун патне кучченеçпе килеççĕ. Юлашкинчен туссем пĕрле пурăнма пысăк çурт хăпартаççĕ.
Унсăр пуçне уявра чăваш кĕввисем‚ юррисем янăрарĕç. Шкул çулне çитмен ачасем ансамбль йĕркелерĕç. Унăн пĕчĕк пайташĕсем кĕслепе‚ кашăксемпе‚ бубенпа‚ металлафонпа кĕвĕ каларĕç. Ушкăнпа пĕрлех «Пĕрре, иккĕ... - туслă пул» туслăх çинчен юрă шăрантарчĕç. Хĕр ачасемпе арçын ачасем мăшăрăн-мăшăрăн тăрса А. Васильевăн «Кĕрен чечек» юррипе ташă ташларĕç. Çак хаваслă ташăпа илемлĕ уяв вĕçленчĕ. Мероприятие хутшăнакансем те‚ ăна куракансем те кăмăллă юлчĕç.
Юлашкинчен 61№ ача сачĕн аслă воспитателĕ З.Р. Хасанякова ачасене мухтарĕ. Эпĕ те уява ирттерме пулăшнă музыка ертÿçине А.В. Черненкона тав сăмахĕ калатăп.
Читайте нас