Общие статьи
2 Июнӗн 2021, 07:03

«Çĕршыв чикки чыслă та тĕкĕнми пулмалла»,

- теççĕ ĕнерхи симĕс пакунлă салтаксем. Вĕсемпе çамрăк ăру та килĕшет.

- теççĕ ĕнерхи симĕс пакунлă салтаксем. Вĕсемпе çамрăк ăру та килĕшет.
Çĕршывра, республикăра Чикĕ хуралçисен кунне паллă тăвасси çулсерен анлăланса пыни куç умĕнче. Çакна Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ (Чуваш-Кубово) ялĕнче май уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ мероприяти те çирĕплетсе пачĕ. Сăмах май, паянхи кун кунта 40 яхăн тĕрлĕ çулсенче симĕс пакунпа çÿренĕ çĕршыв хÿтĕлевçисем пурăнаççĕ. Чи асли - Валерий Филимонович Козинцев. Вăл 1972-1975 çулсенче Инçет Хĕвел тухăçĕнчи пограничниксен отрядĕнче хĕсметре тăнă.
Уява килнисем малтан ялти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен палăкĕ умĕнче пухăнчĕç. Вăрçă паттăрĕсене пуç тайса асăну мемориалĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç. Малалла вара строя тăрса ялăн кăнтăр хĕвел тухăç енне утрĕç. Шăпах çакăнта сăртлă вырăнта, симĕс вăрманпа юнашар, паян чикĕ хуралçисене асра тытса асăну мемориалĕ уçмалла. Вăл темшĕн чикĕ заставине аса илтерет, сăрт çинчен ял сăнĕ алă тупанĕ çинчи пек курăнать.
Таврара хумхантаракан çар юрри-кĕвви янранă май савăнăçлă церемони пуçланчĕ. Кунта чикĕ хуралçисем çеç мар, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те йышлă пухăннă. Чи малтан «застава» ялавне пĕртăван Федорпа Владимир Матвеевсем ĕнерхи пограничниксем çĕклерĕç. Ун хыççăн уява ертсе пыракан Чăваш Кăпавĕн ял Канаш администраци пуçлăхне Анжелика Тимофеевана, Иглин район администраци пуçлăхĕн çумне Альберт Валиахметова тата район Канашĕн депутатне Геннадий Семенова асăну вырăнне кĕмелли çул çинчи хăйăва касма ыйтрĕ. Çакăн хыççăн вĕсенчен кашниех пухăннă халăх умĕнче ăшă салам сăмахĕсем каларĕç, çĕршыва хÿтелесси кашнин тивĕçĕ пулнине аса илтерчĕç, чикĕ хуралçисене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав турĕç. Çавăн пекех чĕререн тухакан сăмахсемпе уява хутшăнакансене Чăваш Кăпавĕн шкул директорĕ Павел Коваленко, тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хушăннă районти ветерансен канашĕн председателĕ Николай Исаев, Пушкăртстанри А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен пĕрлĕхĕн ертÿçи тата унăн çумĕ Николай Михайлов подполковникпа Леонид Михайлов, «Асра тытмалла» интернационаллă проектăн авторĕ Борис Гордеев отставкăри полици полковникĕ, Михаил Патраев ОМОН майорĕ, ПР чăваш наципе культура автономин пуçлăхĕ Виталий Викторов, Валерий Козенцев чикĕ хуралçисен ветеранĕ тата çак йĕркесен авторĕ саламларĕç, кашниех хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатса сĕнÿсем пачĕç. Пушкăртстан чăвашĕсен автономи ертÿçи В.В. Викторов вара мероприятие пушă алăпа килмен - ялти шкул музейне 1918 çулсенче кăларнă карабин парнелерĕ.
Официаллă церемони хыççăн уява хутшăнакансем пуян концерт программипе паллашма пултарчĕç. Ăна вырăнти хăйпултарулăх артисчĕсемпе ушкăнĕсен вăйĕпе йĕркеленĕ. Мероприяти пĕтĕмĕшле вырăсла иртрĕ пулин те халăх умне «Пилеш» ансамбль (ертÿçи - Василий Антонов çыравçă) тухсан ăна чăваш сĕмĕ кĕчĕ. Пилешсем «Катюша» юрра та чăвашлах шăрантарма мехел çитерчĕç.
***
Çак кун, май уйăхĕн 28-мĕшĕнче, чикĕ хуралçисене халалласа Авăркас районĕнчи Кăтаймас (Малый Нагадак) ялĕнче те чаплă уяв иртнĕ. Ялти Василий Семенов ĕнерхи пограничник çине тăнипе кунта та çĕршыв хуралçисен асăну кĕтесне уçнă тесе пĕлтерчĕ «Урал сасси» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ Людмила Маркина.
Читайте нас