Тутарстан чăвашĕсем те Кĕçтентин Иванова хисеп турĕç
Мухтавлă поэтăмăр Константин Иванов çÿренĕ урамсемпе‚ сукмаксемпе утса курас‚ вăл сывланă сывлăшпа сывлас‚ курнă-пĕлнĕ тавралăхпа паллашас ĕмĕтлĕ çынсем май уйăхĕн 28-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче пухăнма пултарчĕç. Шăпах çак кун чăваш поэзийĕн классикĕ‚ вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 131 çул çитнине йышпа паллă турĕç.