Пур хыпар та
Общие статьи
2 Июнӗн 2021, 11:20

Юманлăхри ырă йăла-йĕрке паянхи кун та манăçа тухмасть

Пишпÿлек районĕнчи Юманлăх ялĕ (халăх хушшинче çапла калаççĕ) никĕсленнĕренпе 2022 çулхи август уйăхĕн 30-мĕшĕнче 100 çул пулать. Ялăн тĕрĕс ячĕ вара Александровка. Архиври официаллă хутсем тăрăх‚ пирĕн ялăн ячĕ ăна пуçарса яраканăн ячĕпе тÿр килет. Вăл Кистенлĕ ялĕнчен уйрăлса тухса çĕнĕ ял никĕсленĕ. Çав çын манăн асаттен аслă пиччĕшĕ Александр Иванович Каткин пулнă.

Эпĕ астăвассах, Юманлăх çыннисем ĕçре паттăрлăхпа, вăйă-ташăра пултарулăхпа тата савăк кăмăлпа палăраççĕ. Ял çыннисем пĕр-пĕрне ялан пулăшса‚ килĕштерсе пурăннă. Чылай ĕçе ниме пуçтарса ĕçленĕ. Утă вăхăтĕнче кÿршĕ-аршăсем пĕр-пĕрне чĕнессе кĕтсе тăман.Сăмахран, пĕрин патне утă илсе килсен çавăнта сенĕкĕсене йăтса пулăшма васканă. Хĕлле ял хĕрарăмĕсем палас тĕртнĕ, çавăнпа каçсерен çип нумай арланă. Çак ĕçе тума ялти мĕнпур ватăсем кĕнчелисене йăтса пĕр киле‚ нимеçĕ патне пуçтарăннă. Ниме ларма килнисем сурăх çăмне пурçăн çиппи пек тикĕс арласа хатĕрленĕ. Çавăн пекех ял çыннисем хуçалăхри ытти ĕçсене те йышпа пуçтарăнса тунă. Вăл вăхăтра укçа-тенкĕ пулман. Ниме пуçтаракан пĕр ял çыннисене тутлă кукăльсемпе‚ техĕмлĕ чейпе хăналанă. Çапла йышпа ĕçлесе, пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçса, юрласа-ташласа, хăйсен ĕçĕсемшĕн савăнса пурăннă мăн асатте-асаннесем. Çав вăхăтрах хăйсен йăли-йĕркисене çитĕнекен ăрăва парса хăварма тăрăшнă.
Паянхи кун тăватă килĕллĕ ялта 4 çын пурăнать. Ял пĕтни‚ унта пурăнакан çынсен шучĕ сахалланни чуна хурлантарать. Тен, самани çапла килсе тухрĕ‚ тен, эпир ăнланса ĕлкĕреймерĕмĕр…
Паллах‚ 99 çул хушшинче яла пуçласа янă çынсем хăйсен ĕмĕрхи канлĕхне ял масарĕ çинче тупнă. Юманлăхри масар питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ăна хĕвел ытлашши хĕртнинчен‚ юр-çумăр йĕпетесрен шап-шурă хурăнсем хÿтĕлесе тăраççĕ. Совет самани арканнă хыççăн, колхозсем саланса пĕтсен пирĕн ял масарне пăхакан та юлман. Йĕри-тавра карталанă хÿмесем те ишĕлсе пĕтрĕç. Вилнисен ачисем хăйсен ашшĕ-амăшĕсен, аслашшĕ-асламăшĕсен вил тăприйĕсем çинче илемлĕ палăксем вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Атте-аннесем вĕрентнине асра тытса кашни çулах Çимĕк кунĕнче хамăр çывăх çынсен умĕнче пуç тайма ача-пăчасемпе çак сăваплă вырăна килетпĕр. Анчах юхăннă масар карти уйрăмах чуна ыраттарать‚ вăл илемсĕр курăнса ларни пăшăрхантарать.
Кăçалхи çулăн март уйăхĕнче эпĕ Калинин ял Канашĕн председательне масар картине улăштарма пулăшу ыйтса шăнкăравларăм. Анчах вăл мана «Никам та пулăшмĕ» терĕ. Эпĕ вăл çапла каланинчен питĕ тĕлĕнтĕм. Мĕншĕн тесен таврари ялсене хăй вăхăтĕнче çак ĕçре пулăшу панă. Малалла ку ыйтупа ĕçлемелле пулать-ха тесе шутларăм.
2021 çулхи апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Юманлăх‚ манăн Юманлăх» пĕрле вĕреннĕ ушкăнра тăракан хамăр ял ачисем патне çак ыйтупа тухрăм. Унта масар хÿмисене çĕнетме укçа-тенкĕ кирли çинчен те çыртăм. Çакна шанма та йывăр‚ тепĕр çичĕ кунран манăн банк карти çине пĕр ял çыннисем укçа куçара пуçларĕç. Пархатарлă ĕçшĕн укçа хывакансенчен пĕри Владивосток хулинче пурăнакан Андрей Леонтьевич Ивановăн ывăлĕ, Геннадий, пулчĕ. Вăл ялтан тухса кайни 50 çул та пулать пуль. Икĕ кун хушшинче 82 пин тенкĕ пухăнчĕ. Çынсем туслăн та кĕске вăхăт хушшинче чылай укçа ярса парасса шанманччĕ. Пĕр ял çыннисем тĕрлĕ ял-хуласем тăрăх саланса пĕтнĕ хыççăн нумайăшĕ манпа килĕшмĕç тесе шухăшланăччĕ. Эпĕ çапла шутлани чăнлăхпа тÿр килмерĕ. Çакă эпир улшăнманнине, атте-аннесен йăли-йĕркисене манманнине çирĕплетет.
Сăваплă ĕçе 76 çын хутшăнчĕ. Вĕсем пурте пирĕн ялта çуралса ÿснисем‚ халĕ Владивостокран пуçласа Калининград хулинче пурăнакансем. Эпир пĕр тĕвве пухăнса 246 пин тенкĕ пухма пултартăмăр. Уйрăмах ял каччине, Иосиф Ефремович Борисов ывăлне мухтас килет. Валерий Сахалинра пурăнать‚ тăван кĕтесшĕн çунакан чăваш арĕ. Вăл 20 пин тенкĕ ярса пачĕ. Çавăн пекех Николай Сергеев хĕрĕ Таисия 15 пин тенкĕлĕх пулăшма кăмăл турĕ. Ыттисем те карта çине виçĕ пиншер тенкĕ куçарса пачĕç.
Сăмах май Сергей Николаевич Ивановпа Владимир Михайлович Кириллов тăрăшуллăхне палăртса хăварас килет. Вĕсем Элшей районĕнчи Ким ялĕнче пурăнаççĕ. Эпĕ укçа-тенкĕ пухас ĕçе пурнăçланă вăхăтра иккĕшĕ масар картине юсама мĕн чухлĕ материал кирлине шутласа кăларчĕç‚ хакĕсене пĕлчĕç‚ профнастилпа трубасем туянма заказ пачĕç‚ тăкаксемпе çыхăннă информацие ушкăна пĕлтерсе тăчĕç. Унсăр пуçне çак хастарсем Юманлăх ялне çитсе масарăн кивĕ хÿмисене сÿтрĕç. Кивĕ тимĕр-тăмăрсене сутса укçа турĕç. Çак укçа-тенкĕпе мĕлкесем‚ сăрăсем‚ пăтасем тата ыттине те туянчĕç.
Материалсене туяннă хыççăн каллех хамăрăн ушкăнра май уйăхĕн 6-мĕшĕнче субботник пуласса пĕлтерсе çыртăм. Палăртнă кун Ермолкино клубĕ патĕнче пуçтарăнтăмăр. Пĕр-пĕрне чылай курман пулсан та палларăмăр‚ ĕлĕкхи пурнăçа ăшшăн аса илтĕмĕр. Пурте пухăнсан Юманлăх ялне çул тытрăмăр. Эпир çитнĕ çĕре строительство материалĕсем тиенĕ машина килсе çитнĕччĕ.
Çапла пирĕн ĕç пуçланчĕ темелле. Арçынсем пурте пĕрле пухăнса машинăна пушатрĕç. Ĕçе йĕркелесе пыма Сергей Николаевич Ивановпа Владимир Михайлович Кириллова тата Николай Николаевич Степанова шанчĕç. Вĕсем аслăрах та тăнлăрах пулнине шута илчĕç. Çавăнпа ĕçĕн майне-йĕркине лайăхрах пĕлеççĕ. Ертÿçĕсем мĕн хыççăн мĕн пурнăçламаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Петр Туймуков, Владимир Васильев, Юрий Трубкин хăрнă йывăçсене касса йăвантарчĕç.
Петр Юлкин, Валерий Алимасов, Алексей Андриянов, Анатолий Еронов, Руслан Альмухаметов 97 тимĕр юпана çĕр ăшне çапса лартрĕç. Вĕсем çав тери паттăр, ывăннине пĕлмесĕр ĕçлерĕç...
Сергей Туймуков, Евгений Павлов, Геннадий Юлкин, Леонид Иванов, Радик Григорьев сварка ĕçне пурнăçласа пычĕç. Вĕсем профтрубасене тимĕр юпасем çумне сыпăнтарчĕç. Трубасене хура сăрăпа Раиса Васильева, Юлия Степанова, Ольга Антонова, Ольга Смолова сăрласа пычĕç.
Геннадий Иванов, Николай Смолов, Владимир Смолов, Валерий Трубкин, Петр Ефремов, Сергей Васильев, Николай Степанов профнастила шуруповертпа профтрубасем çумне пăрса çирĕплетрĕç. Çапла майпа масар йĕри-тавра илемлĕ карта çĕкленсе ларчĕ.
Федор Ивановпа ытти хастарсем пушăрах вăхăчĕсенче туалет ăсталарĕç. Сергей Ивановпа Владимир Кириллов унăн хатĕрĕсене (хăма татăкĕсемпе щит) килĕсенченех хатĕрлесе килнĕ иккен.
Геннадий Петровпа Иван Андреев хăйсен тракторĕсемпе килсе питĕ пысăк ĕç турĕç. Вĕсем хĕрарăмсене хыт-хурасене, çапăсене тата çÿп-çап куписене тиеме пулăшрĕç.
Вера Иванова, Светлана Иванова, Наталья Туймукова, Людмила Васильева, Лилия Васильева, Никита Волков, Наталья Смолова масар йĕри-тавра пухăннă çÿп-çапа пуçтарса, тракторсен ураписем çине тиесе ăсатса тăчĕç. Унсăр пуçне асăннă çынсем масар çинчи тирпей-илем хуçаланман вил тăприсене тасатрĕç, хĕресĕсене сăрларĕç.
Çулсем иртнĕ пулсан та пурте ĕлĕкхи пекех туслă пулни‚ тăрăшса та шÿтлесе ĕçлени савăнтарчĕ. Çÿçĕсем шурала пуçланă, сăнĕсем кăштах улшăннă пулин те пĕр-пĕрне ĕлĕкхи пекех ăнланса ĕçлеме пултаратпăр. Субботника хутшăнакан пĕр çын та аллине кĕсьене чиксе çÿремерĕ‚ кашнийĕ валли ĕçĕ тупăнсах тăчĕ. Хыçран хăваласа хистекенни те пулмарĕ. Каннă вăхăтра вара пĕр-пĕрин çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр, чун-чĕререн шăкăлтатса калаçса лартăмăр. Пирĕн ял ачисем хастар та паттăр ĕçленипе икĕ кун хушшинче çав тери пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Асатте-асаннесен, атте-аннесен, тус-тăвансен ĕмĕрхи канлĕх вырăнĕ йĕри-тавра çирĕп те илемлĕ карта çавăрса хутăмăр.
Юманлăхра çакăн пек ырă йăла-йĕрке, пĕрле туслă ĕçлесси тата ĕçсе-çиесси ĕлĕкрен пулнă. Вăл паян та сывă‚ малашне те çĕр çинчен ан çухалтăр. Ялĕ пĕтнĕ пулсан та унăн пĕтĕм тĕнче тăрăх саланнă ырă кăмăллă ачисем хăйсен чĕрисенче ял-йыш ăшшине упраççĕ. Çавăнпа та кашнийĕ хăйĕн ачисене‚ мăнукĕсене ялти ырă йăласемпе паллаштарса вĕсене малалла тăсасса шанас килет.
Читайте нас