Эрехĕрринчи тулли мар шкула пĕтерсе Ермеккейри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Татьяна пурнăçне вĕрентекен е культура ĕçченĕн профессийĕпе (çак енпе унăн пултарулăхĕ çителĕклĕ) çыхăнтарма пултарнă. Анчах та, выльăх-чĕрлĕх пăхакан пулса ĕçлекен, юн пусăмĕ пысăк пулнипе тарăхакан ашшĕне пулăшас тĕллевпе, хĕр медицина профессине суйласа илнĕ.
Пелепейри медицина училищинче вĕреннĕ чух вăл практика ĕçне ача çуратакан çуртра иртнĕ. Татьянăна çĕнĕ пурнăç паракан хĕрарăмсене пулăшма питĕ килĕшнĕ. Акушер дипломне алла илсен çамрăк хĕре Пелепей районĕнчи Илькел ялне ĕçлеме янă. Часах ăна Этĕл ялĕнчи Валерий Гордеев çураçса кайнă. Çамрăксем Валера Эрехĕрри ялĕ çывăхĕнче геологсемпе ĕçленĕ чух паллашнă. 1986 çулхи август уйăхĕнчен Татьяна Петровнана Этĕлти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине куçарнă. Çак вăхăтран пуçласа Татьяна Гордеева Этĕл ялĕн, Арпулек (Новая Деревня) тата Куршанак (Верхнеермолги) паççулкисен çыннисен сывлăхне тимлесе тăрать.
Вăл вăхăтра асăннă ялсенче 800 яхăн çын пурăннă. Этĕлте вăтам шкул, клуб, библиотека, ферма, машинăпа трактор паркĕ пулнă. Урăхла каласан пурнăç кĕрленĕ, çăлкуç пек тапса тăнă темелле. Татьяна Петровнашăн тата унпа пĕрле тăрăшакан Валентина Михайловна Ивановашăн ĕç çителĕклĕ пулнă. Медицина пунктĕнчи тĕп ĕçĕсĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе, механизаторсемпе санитарипе профилактика калаçăвĕсем ирттернĕ, вăхăтра вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, тин çуралнă ачасем патне те çитнĕ. Анчах та Борис Ельцин власть тилхепине тытнă саманара хăнăхнă пурнăç йĕрки арканни, колхозсем саланни, клубпа библиотека хупăнни хăйĕн сăтăр ĕçне тунах.
Халĕ фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ ялта чи сумлă çын шутланать. Ялти фельдшерăн ĕç кунĕн вĕçĕ, уявсем, канмалли кунсем çуккине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Чир вăл çут çанталăкăн е талăкăн вăхăтне пăхăнмасть-çке! Çавăнпа та медицина ĕçченĕн чирлĕ çын патне хăш вăхăтра та çитмелле. Кăшăлвирус пандемийĕ вăхăтĕнче ĕç тата та нумайрах.
Паянхи кун Татьяна Петровна 200 яхăн çыннăн сывлăхне тимлесе тăрать. Ытларах пайĕ вĕсенчен тивĕçлĕ канури çынсем, шкул çулне çитменнисемпе шкула çÿрекенсем вунă ачаран ытла мар.
Юлашки çулсенче лару-тăру лайăх еннелле улшăна пуçларĕ. Вуншар çул çум курăк ÿссе ларакан анасене сухаласа акма тытăнчĕç, фермер хуçалăхĕсем аталанса пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тума, Пелепей хулинчен пуçласа Ярмулай ялне çитиччен асфальт сарма палăртаççĕ. Çакă, паллах, ял çыннисен кăмăлне çĕклет, çутă ĕмĕтсем çуратать. Иртнĕ çул «Малтанхи медицина пулăшăвне аталантармалли система» федераллă проекта пурнăçласа Этĕл ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçрĕç. Унта хальхи вăхăта тивĕçтерекен кирлĕ мĕнпур оборудовани пур. Апла пулсан ял çыннисене сиплемелли условисем лайăхланаççĕ. Сиплев пирки сăмах хускатнă май, çакна та каласа хăварас килет. Татьяна Петровна хăйĕн пациенчĕсене уколсемпе, мазьсемпе, таблеткăсемпе çеç мар, ырă кăмăлĕпе, ăшă куллипе, йăпатма, çынна итлеме пĕлнипе те сыватать. Юлашки вара аслă ÿсĕмри çынсемшĕн уйрăмах кирлĕ. Татьяна Петровнан тепĕр паха енĕ - квалификацине ÿстерме ăнтăлни.
Гордеевсен кил-çурчĕ ялта тĕслĕх вырăнне шутланать. Çуртра, кил хушшинче тирпейпе илем хуçаланать, çурт умĕнче илемлĕ чечексем ÿсеççĕ, пахчара пĕр çум курăк тупаймăн, карта-хуралтă выльăх-чĕрлĕхпе, чăх-чĕппе пуян. Анчах та иртнĕ пурнăçа куç умне кăларса тăратнă май, Татьянăн шăпи çăмăл та пĕр тикĕс пулман. Унăн ашшĕпе амăшне, икĕ пиччĕшне, вунă çул пĕрле пурăннă Валерий Николаевич мăшăрне çухатма тивнĕ. Упăшки сарăмсăр вилнĕ хыççăн вăл пĕчĕк ывăлĕпе тата хĕрĕпе тăрса юлнă пулсан та малалла пурăнма, ачисене ÿстерме вăй-хал çитернĕ. Каярах пурнăçне Александр Матвеевпа çыхăнтарнă. Арçын Татьянăн ачисене хăйĕннисем пекех йышăннă, çĕнĕ мăшăрăн çут тĕнчене тата хĕрпе ывăл килнĕ. Çемьери ачасем тивĕçлĕ çынсем пулса ÿснĕ. Иринăпа Александрăн мăнуксем те пур. Ирина хĕрĕ Пелепей хулинче ача пахчинче воспитатель пулса ĕçлет, Сергей ывăлĕ Çурçĕрте тăрăшать, Александра хĕрĕ социаллă хÿтлĕх центрĕнче программист профессине алла илнĕ, кĕçĕнни, Леонид, вуннăмĕш класра вĕренет. Вăл спортпа туслă, шкулта иртекен мероприятисене хастар хутшăнать. Нумай пулмасть иртнĕ çар пухăвĕнче спорт тĕлĕшĕпе, автомобиль çÿретессипе темиçе Дипломпа Хисеп хутне тивĕçнĕ. Арçын ача пурнăçне малашлăхра çар ĕçĕпе çыхăнтарасшăн.
Тăванĕсемпе çывăх çыннисем пухăннă юбилей каçĕнче Татьяна Петровнана Ярмулай ял Канаш администрацийĕн тата ветерансен Канашĕ ятĕнчен ял çыннисене, уйрăмах ватă çынсене лайăх пăхнăшăн, тав туса çак йĕркесен авторĕ саламланă. Инçе çула кĕскетсе Малиновка ялĕнчен Юлия Минниханова Ахова, Баженово ялĕнчен Оксана Валерьяновна Никитина ĕçтешĕсем килсе çитнĕ. Çавăн пекех пĕрле ĕçлекенсен, тăван-пĕлĕшĕсен, пациентсен шутĕнчен телефонпа шăнкăравласа саламлакансем чылай пулнă.
Медицина сферинче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Т.П. Гордеевана Пелепей больницин тĕп тухтăрĕсен М.А. Газизов (2003 çул), А.А. Ишмурзин ячĕсенчен (2016 çул) Хисеп хучĕсемпе чысланă. Вăтăр пилĕк çул хушши медицина ĕçченĕ пулса тăрăшакан хĕрарăм малашне тата та пысăкрах наградăсене тивĕçессе шанас килет.
Михаил СИДОРОВ,
ветерансен Канашĕн председателĕ.
Пелепей районĕ, Этĕл ялĕ.