Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
30 Июнӗн 2021, 11:04

Фольклориада пирки мĕн пĕлмелле?

Июль уйăхĕн 3-10-мĕшĕсенче Пушкăртстанра VI Пĕтĕм тĕнчери фольклориада иртĕ. Çак пысăк уявра темиçе теçетке халăхăн ташшисене‚ юррисене‚ кĕвĕ инструменчĕсен сассине тата алĕçĕсене курма-илтме пулать. Ăна йĕркелекенĕ - фольклор фестивалĕсен тата йăлари ÿнерсен организацисен Пĕтĕм тĕнчери Канашĕ. Пĕтĕмĕшле пилĕк Фольклориада иртнĕ: Голландире‚ Японире‚ Венгрире‚ Кăнтăр Корейăра тата Мексикăра. Раççей çакăн йышши пысăк мероприятие пирвайхи хут йышăнать.

Чи малтан Фольклориадăна 2020 çулта ирттерме палăртнăччĕ. Анчах кăшăлвируса пула Раççей Президенчĕ Владимир Путин ăна 2021 çула куçарасси çинчен калакан указа алă пуснă. Официаллă Фольклориада эстафетине Раççей Федерацийĕ йышăнать. Пушкăртстан ăна ирттермелли тĕп лапам пулса тăрать. Мĕншĕн тесен кунта лайăх аталаннă инфраструктура пур. Унсăр пуçне республика транспорт енчен чи ункайлă регионсенчен пĕри шутланать. Кунта Европăран та‚ Азирен те вĕçсе килме майлă.
Фольклориадăна хутшăнакансен йышĕ пысăк - 40 çĕршыв. Вĕсен шутĕнче: Австрипе Греци‚ Франципе Эстони‚ Румынипе Мексика‚ Щвейцари тата ытти çĕршывсем. Официаллă делегацисемпе журналистсене илес пулсан пирĕн пата 1500 яхăн çын килмелле. Мероприятие хутшăнакансем санитари нормисене çирĕп пăхăнĕç.
Фольклориада мĕнле иртĕ?
Фольклориадăна уçассипе çыхăннă церемони июль уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Уфа-Арена» Пăр керменĕнче иртĕ. Унта пине яхăн артист хутшăнĕ. Çавăн пекех сцена çине Раççей халăх артистки Надежда Бабкина тата «Русская песня» ансамбль‚ Кубаньри патшалăх академи казаксен хорĕ‚ «Гжель» Мускаври патшалăх академи ташă театрĕ‚ Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ‚ ПР халăх артисчĕ Аскар Абдразаков‚ республикăри тĕрлĕ коллективсем тухĕç.
Кăмăл пуррисем церемоние социаллă сетьсенчи официаллă пабликсенче тата Ĕпхÿри виçĕ паркра («Волна»‚ «Первомайский» тата Дема районĕнчи канупа культура паркĕсем) вырнаçнă пысăк экрансем çинче тÿрĕ эфирта пăхма пултарĕç.
Унтан коллективсем республикăн хулисемпе районĕсене саланĕç. Калаçса килĕшнĕ тăрăх Пушкăртстана тăватă фестиваль округне пайланă. Концертсем 22 районпа хулара иртĕç. Мĕнпур лапамсем те open.air форматпа ĕçлĕç. Урăхла каласан‚ концертсене урамра йĕркелĕç. Нимĕнле билетсем те сутмĕç - тÿлевсĕр кĕме ирĕк парĕç.
Коллективсем куракансем валли парне хатĕрлени паллă. Сăмахран‚ «Kecskemet» халăх ташшин венгер коллективĕ пушкăрт чĕлхи вĕренет. Мĕншĕн тесен ушкăн «Карабай» пушкăрт халăх юррине шăрантарма палăртать.
Чи пысăк лапам Ĕпхÿ хулинче вырнаçĕ. Унта фестивале хутшăнакансемсĕр пуçне çак артистсем те хăйсен юрă-ташă номерĕсемпе савăнтарĕç: Надежда Бабкинапа «Русская песня» ансамбль‚ Чечен Республикинчи «Вайнах» патшалăх ташă ансамблĕ тата Кубаньри патшалăх академи казаксен хорĕ‚ Олена Уутай (июль уйăхĕн 4-мĕшĕ)‚ Тина Кузнецова‚ Zventa Sventana фол-проект (июлĕн 5-мĕшĕ)‚ «Евровидение» хутшăннă Манижа (июль уйăхĕн 6-мĕшĕ)‚ Plantec француз коллективĕпе Мускаври шăпăрçăсен оркестрĕ (июль уйăхĕн 7-мĕшĕ), Казахстанри Ulytau этно-рок-ушкăн (июль уйăхĕн 8-мĕшĕ)‚ The Hatters Раççейри джипси-фолк-рок-ушкăн (июль уйăхĕн 9-мĕшĕ). Хедлайнерсен концерчĕсем 19.00 сехетре пуçланаççĕ.
Енчен те фестивале килсе курма май çук пулсан‚ ытлашши кулянма кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен мĕнпур лапамсенчен те тÿрĕ эфира тухĕç.
Фольклориада - ăмăрту мар. Кунта жюри членĕсем‚ балсем тата парнеллĕ вырăнсем пулмĕç. Фольклориада - хăвна тата хăвăн культурăна‚ ÿнере‚ ал ĕçне‚ вăйăсемпе йăла-йĕркесене кăтартса памалли тĕнче.
Июль уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ĕпхÿри амфитеатрта фестивале хупассипе çыхăннă церемони иртĕ. Мероприяти салютпа тата лазерлă шоупа вĕçленĕ.
Фольклориада пынă кунсенче «Торатау» Конгресс-хол умĕнчи лапамра ал ĕç ăстисен куравĕ ĕçлĕ.
Асăннă фестивальте тĕнче рекордне тума палăртаççĕ. Июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Пĕтĕм тĕнчери халăхсен туслăх картине» 40 çĕршыв хутшăнĕ. Çакă вара чи пысăк интернационаллă вăйă-юрă карти пулĕ.
Пушкăртстанра Акбузат
çунатлă лаша палăкне уçĕç
Июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче Бурзян районĕнче Йылкысыккан кÿлĕ хĕрринче Акбузат çунатлă лаша палăкне савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Палăка чугунтан Каслинскри архитектурăпа ÿнер заводĕнче шăратса тунă. Ĕç авторĕ - паллă пушкăрт скульпторĕ Ульфат Кубагушев. Палăк çÿллĕшĕ - 5 метр‚ лаша çуллĕшĕ - 3,5 метр.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: