Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
30 Июнӗн 2021, 11:00

Хыçра - пĕр ĕмĕр, умра - пехилленĕ пурнăç çулĕ

Июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Алексеевка ялĕнчи Пан улми садĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ истори пулăмĕ пулса иртрĕ - ял пĕр ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ.

Çак савăнăçлă мероприятие Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов‚ унăн социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен çумĕ Алексей Данилов‚ Пелепейĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев‚ районти депутатсен Канашĕн председателĕ Юрий Павлов‚ Пишпÿлек ял Канаш пуçлăхĕ Александр Семенов‚ Çирĕклĕ тата Кенгер-Менеуз ял Канашĕсен ертÿçисем Александр Петровпа Марат Яхин‚ «Родник» Агрофирма» ООО директорĕ Сергей Михайлов тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.
Вĕсене Подгорная урамĕнче вырнаçнă гранит постамент умĕнче яланхиллех тарават кĕтсе илчĕç. Наци костюмĕсем тăхăннă хĕрсем виçĕ чĕлхепе салам сăмахĕсем каларĕç‚ наци апачĕсемпе сăйларĕç. Унтан уяв хăнисем Алексеевка ялне никĕслекен çынна сума суса гранит постаменчĕ умне чечексем хучĕç.
Мероприяти малалла Пан улми садĕнче тăсăлчĕ. Кунта Михайловсен‚ Алексеевсен‚ Петровсен‚ Тарасовсен‚ Николаевсен‚ Лакомкинсен çемйисем тата Барш çыннисем хăйсен картишĕсемпе паллаштарчĕç.
Ял уявне пухăннисене Пишпÿлек ял Канашĕн пуçлăхĕ Александр Семенов салам сăмахĕсем каларĕ. Вăл мĕнпур ял çыннисене юбилейпе ăшшăн саламларĕ. Алексеевка ялĕ 100 çул тултарнине халалланă праçнике çÿллĕ шайра ирттерме пулăшу панă хастар та пуçаруллă çынсене Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Ялăн пĕр ĕмĕрхи юбилейне халалласа «Чи илемлĕ те тирпейлĕ картиш» конкурс иртнĕ. Алексеевкăпа Барш ялĕсенчи чи илемлĕ те тирпейлĕ картишсен хуçисене дипломсем тата укçа-тенкĕ парса хавхалантарчĕç.
Çак паллă кун пепкесене пурнăç парнеленĕ çамрăк атте-аннесем те салам сăмахĕсене тивĕçрĕç. Эльмирапа Марат Камаловсем Самир ывăл‚ Вадимпа Филюза Михайловсем Лия хĕр (сăн ÿкерчĕкре) çитĕнтереççĕ. Шăпах çак юбилей кунĕнче Дмитрий тата Рита Михайловсен çемйинче София хĕр çуралнă. Çамрăк çемьесене Тав хучĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе саламларĕç.
Район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов та пухăннисене паллă пулăмпа саламларĕ‚ юбилей умĕн ялта туса ирттернĕ ĕçсемшĕн ял çыннисене чĕререн тав турĕ. Вĕсен шутне çуран çÿремелли икĕ кĕпер туни, ялти çăлкуçа тирпей-илем кĕртни тата ыттисем те кĕреççĕ.
Галина КУДРЯШОВА.
Пишпÿлек районĕ‚
Алексеевка ялĕ.
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: