Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
30 Июнӗн 2021, 10:13

Владимир Ефимович ГОРДЕЕВ

Ермеккей тăрăхĕнчи Уйăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранне, ПР Çут ĕç отличникне, Пелепейĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ çулсенче ушкăн ертÿçи пулнă хисеплĕ вĕрентекенĕмĕре Владимир Ефимович ГОРДЕЕВА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче пирĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр В.Е. Гордеев 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа саламласа сире, Владимир Ефимович, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, анлă Атăл пек вăрăм ĕмĕр, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр. Эсир питĕ ырă кăмăллă, тимлĕ, кашни студента ăнланма тăрăшакан вĕрентекенччĕ. Пĕлÿпе пĕрлех пурнăçра кирлĕ канашсем те параттăрччĕ. Вĕсем пире пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулчĕç. Çепĕç те илемлĕ тăван чĕлхепе киленсе калаçма, авалхи чĕлхене ăса хывма, музыка асамлăхне чунпа туйма вĕрентнĕшĕн тав Сире! Халĕ эсир тивĕçлĕ канура, апла пулин те пушă лармастăр. «Урал сасси» хаçатра час-часах эсир çырнă сăвăсем, эсир кĕвĕленĕ юрăсем пичетленсех тăраççĕ. Ĕçлес кăмăлăр иксĕлми, чăваш халăхĕшĕн тăрăшса тăвакан пархатарлă ĕçĕрсен çимĕçĕ нумайрах пултăр.
Тайма пуç сире пуриншĕн те.
Ăшă салампа - 1984 çулта вĕренсе тухнă 4-мĕш А ушкăн.
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: