Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Июлӗн 2021, 11:30

Кукашшĕн ĕçне мăнукĕсем тăсаççĕ

Июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче пултаруллă чăваш хастарĕ, ПР чăвашсен «Канаш» регионти общество организацийĕн Ваттисен канашĕн пайташĕ, Пелепей хулинчи «Илем» ансамбле йĕркелекенсенчен пĕри, хисеплĕ аслă юлташăмăр Владимир Гордеев хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Владимир Ефимович 15 çул хушши вĕрсе каламалли оркестр ертÿçи пулнă, «Илем» чăваш ансамблĕ йĕркеленĕ. Халĕ асăннă ушкăн чăваш халăх ансамблĕ ята тивĕçнĕ, Пушкăртстан Республикинчи чăваш халăх ăс-пурлăхне аталантарас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывать.
Юбиляр - чăваш халăх патриочĕ, пултаруллă йĕркелÿçĕ, дирижер-хормейстер, аранжировщик, аккомпаниатор, композитор, халăх юррисене пуçтараканĕ, республикăри паллă та пултаруллă педагог. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 51 çулпа танлашать. Хăй ĕçне чунтан парăннă вĕрентекене ĕçтешĕсем те, студентсем те питĕ хисепленĕ, халĕ те ăна манмаççĕ.
Пултаруллă чăваш арĕ хăй вăйне шеллемесĕр Пелепейĕнчи педагогика училищинче вĕренекен студентсен юрă-кĕвĕ пултарулăхне аталантарнă. Владимир Ефимович - «Чăваш халăх йăли-йĕркисен» тата «Пушкăртстан Республикинчи авалхи чăваш юррисен» пуххисен авторĕ. Иккĕмĕш кĕнекере халăх юррисен кĕввисене те çырса хатĕрленĕ. Вăл пĕр хутчен çеç мар пултарулăх коллективĕсен республика тата район смотрĕсенче лауреат ятне тивĕçнĕ.
Владимир Гордеев çитĕнекен ăрăва республикăри нумай нациллĕ халăхсен культурине юратма вĕрентес тесе тăрăшни сая кайман. Унăн вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ культурăпа çут ĕç учрежденийĕсен ĕçченĕсем пулса ĕçлеççĕ. Хăшĕсем хăйсен вĕрентекенĕн ырă тĕслĕхĕпе пултарулăх коллективĕсене ертсе пыраççĕ, теприсем педагогсем, музыка преподавателĕсем пулса тăнă. Унăн çамрăксене музыкăпа эстетика воспитанийĕ паракан практика ĕçне пушкăрт композиторĕ Н.Г. Сабитов пысăка хурса хак панă.
Владимир Ефимович - Пелепей хулинчи чи малтанхи чăваш общество деятелĕсенчен пĕри, К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш культура центрĕ йĕркеленĕ çĕре хутшăннă, Чăван наци конгресĕн 2-мĕш съезчĕн делегачĕ, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн 1-мĕш тата 2-мĕш съезчĕсен делегачĕ пулнă. Вăл - Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ. Чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, Пушкăртстан Республикипе Чăваш Республики хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçсем тунăшăн Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин, Пушкăртстан Республикин Культура министерствин, ПР Вĕрентÿ министерствин, çавăн пекех Пелепей район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. 2019 çулта ăна чăваш халăх умĕнчи тивĕçсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысланă.
Пирĕн герой сăпайлăхĕпе, тирпейлĕхĕпе, ĕçченлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Асли, Елена, Загир Исмагилов ячĕллĕ ÿнер академийĕнче наука енĕпе проректор пулса ĕçлет, искусствоведени кандидачĕ. Кĕçĕнни, Наталья, икусство академийĕнче вĕренсе тухнă хыççăн Ĕпхÿри А. Искужин ячĕллĕ музыка шкулĕнче преподаватель пулса тăрăшать. Кукашшĕн ĕçне мăнукĕсем те тивĕçлĕн малалла тăсаççĕ.
Владимир Ефимовича нумай нациллĕ Пушкăртстан халăхĕшĕн малашне те ырă ĕçсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçу, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн президиумĕ.
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: