Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Июлӗн 2021, 11:41

Çĕршывăн çивĕч ыйтăвĕсем тата вĕсене татса памалли çулсем

Июнь уйăхĕн юлашки кунĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин 3 сехет те 43 минут пыракан тÿрĕ эфирта çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравланă. Асăннă статьяра чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусен хуравĕсене тупма пулать.

Вакцинаципе кăшăлвирус çинчен
Президент пурне те вакцинаци тумалла тенине ырласа йышăнмасть. Анчах та чир хăвăрт сарăла пуçласан хăш-пĕр граждансене, уйрăмах хăрушлăх ушкăнне кĕрекеннисене, регионăн прививка тума ирĕк пур. Кун пирки 1998 çулта халăха иммунитет хÿтĕлевĕ парасси çинчен калакан саккунра çырнă. Çавăнпа нимĕнле ăнланманлăх та çук, пурте саккунпа килĕшÿллĕ.
Эпидеми сарăласран вакцина çеç хÿтĕлет. Пирĕн тăватă тĕрлĕ вакцина. Вĕсем пурте пысăк технологиллĕ, хăрушсăр тата самай тухăçлă.
«Манăн хама хÿтĕлес килчĕ, çавăнпа та «Спутник V» вакцинăпа прививка тума шутларăм. Пирĕн Хĕç-пăшаллă çарсем «Спутник V» вакцинăпа прививка тăваççĕ, эпĕ вара Аслă командующий. Пĕрремĕш укол хыççăн нимĕн те туймарăм. Тăватă сехетрен укол тунă вырăн кăшт систерчĕ. Иккĕмĕш укол хыççăн температура 37,2 таран хăпарчĕ. Çывăрма выртрăм, вăраннă хыççăн температура 36,6 пулчĕ. Çирĕм кунтан юн илчĕç, результатне пăхрăм, хÿтĕлев шайĕ пысăк. Пурне те прививка тума сĕнетĕп».
Ĕçлекенсен вакцина тумалли срока каяраха хăварни çинчен калакан справка (медотвод) пулсан, вĕсене ĕçрен хăтарма юрамасть.
Прививка тунă тесе суя справка пани - мошенничествăпа пĕр танах. Йĕрке хуралçисен тухăçлăрах ĕçлемелле.
Кăшăлвируспа чирленисен сывлăхĕсене çирĕплетмелли программа хута яраççĕ. Ковид юн тымарĕсене, сывлав органĕсене сиен кÿрет. Çавăнпа та медицина учрежденийĕсене ятарлă техника, оборудовани кирлĕ. Кун валли укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çÿлĕнче вĕрентĕве епле йĕркелесси паллă мар-ха. Кĕçĕн класс ачисем шкула яланхи пекех çÿрĕç, аслă классем - эпидемиологи лару-тăрăвне кура.
Ĕпхÿрен ыйту
Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Ирина Рачилина çакăн пек ыйту панă:
«Пур тĕш тырăсем те пĕтеççĕ. Пушкăртстанра типĕ те шăрăх çанталăк тăрать. Выльăх-чĕрлĕх вилет. Ĕлĕкрех анасене шăваратчĕç, мелиораци системи пурччĕ. Питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйту. Шута илме тăрăшăр, тархасшăн».
- Ял хуçалăхне чылай пысăк пулăшу паратпăр - 350 млрд тенкĕ. Ытти тĕрлĕ пулăшу та çителĕклех. Тĕслĕхрен, ялсен социаллă аталанăвĕ валли, ку укçа-тенке уйăрĕç. Унсăр пуçне çĕрсене ял хуçалăх тĕллевĕсемпе усă курмалли категорие кĕртме 70 млрд тенкĕ хывĕç, - хуравланă Владимир Путин.
Çулла шăрăх та типĕ пулнăран республикăра 2,5 млн гектар акнă анасенчен 300 пин гектарĕ сиенленнĕ. 150 пин гектар çинчи тыр-пул пĕтĕмпех типсе çунса кайнă.
2022 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ федераллă программа вăя кĕрет. Ун тăрăх, фермерсем мелиораци системи тума янă тăкаксен çуррине саплаштарма пултарĕç. Радий Хабиров пĕлтернĕ тăрăх, республика унта хастар хутшăнма палăртать. Вăл ПР Ял хуçалăх министерствине хутшăнма кăмăл тунă аграрисене халех документсем пухса хатĕрлеме хушу панă.
«Иккĕмĕшĕ вăл (малашлăхри çул-йĕр) - инвестицисем. Баймак районĕнче инвестор мелиораци системин проектне хатĕрлет. Çапла майпа эпир типĕ те шăрăх çанталăка пула сиксе тухнă ыйтусене татса пама тăрăшатпăр. Çав вăхăтрах мелиораци системи çынсем пурăнакан вырăнта шыва пĕтерсе лартасран, çынсем шывсăр ларса юласран асăрханас пулать, - тенĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Экономика çинчен
Раççей пахча çимĕçĕсем Эквадор бананĕсенчен те хаклăрах. Мĕншĕн тесен хамăр продукци çителĕклĕ пулмарĕ. Тен, кăçал вăл хамăра кирлĕ чухлĕ çитĕнĕ.
Строительство материалĕсем хаклăланни инфляципе çыхăннă. Çулталăк хушшинче инфляци 5,9% çитет. Кăçал ăна 4% чакарса пулĕ-ши? Вăл 5% яхăн пулĕ. Пĕтĕмĕшле çак шая тытса пымалла.
Ĕне тытнăшăн налог тÿлеттереççĕ тесе суя хыпар саракан кашни çынна хăйне налог тÿлеттермелле.
Услам ĕçĕ уçма 18% кредит сĕнеççĕ пулсан, ку - нумай. Паянхи кун тĕлне банкри кредитăн проценчĕ 12-па танлашать, çăмăллăхлă кредитсем те пур.
Ватă çынсен, ветерансен тĕлĕшĕпе преступлениллĕ ĕçсем тăвакансем - путсĕрсем. Шел пулин те, ун пек преступленисен шучĕ (телефон урлă улталакансем) ÿссе пырать.
Социаллă сетьсене чарса лартас шухăш çук. Вĕсемпе ĕçлеме палăртатпăр. Нумайăшĕ Раççей саккунĕсене пăхăнмаççĕ.
Çитес çулсенче çÿп-çап çунтаракан заводсем хута яма палăртатпăр. Хăш-пĕр япаласене урăхла тĕп тума май çук. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра врачсем скафандрсемпе тенĕ пек ĕçлеççĕ.
Социаллă пулăшу çинчен
Çемьере ултă çулхи ачасем пур пулсан пĕр хутчен паракан 10 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу илмелле. Кăçал шкула каймаççĕ пулсан та.
Çын пилĕк çул хушшинче хваттерне сутать, ун хыççăн урăххине туянать пулсан вăл илнĕ таххутшăн налог тÿлет. Эпĕ çапла сĕнтĕм, енчен те çын çулталăк хушшинче урăх çурт-йĕр туянать пулсан, сутнă хваттершĕн налог тÿлеттермелле мар.
Çын ĕç биржинче тăрать пулсассăн, ăна хăйне тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе тата тÿлевсемпе тивĕçтермелле.
Ĕнер анчах тепĕр саккуна алă пусрăм. Унпа килĕшуллĕн çыннăн счечĕ çинчи укçи пурăнмалли минимум шайĕнчен сахалрах юлсассăн, банк ăна кредитшăн тесе хывма пултараймасть.
Правительство хаксене ÿстермесĕр уйрăм çуртсене газ ирттересси пирки ятарлă килĕшÿ хатĕрлет.
«Пушкинская карта» проекта сÿтсе яватпăр. Вĕсене 14-22 çулхи çамрăксене пама палăртатпăр. Унта виçĕ пин тенкĕ хурĕç. Ку укçана театр, музей, выставка валли тăкаклама пулĕ.
6,5% çăмăллăхлă ипотека хăйĕн ырă çимĕçне пачĕ. Çурт-йĕр хăпартасси, илнĕ кредитсен шучĕ чылай ÿсрĕ. Çавăнпа та эпир асăннă çăмăллăха малалла тăсма шутларăмăр. Анчах вăл малашне (2022 çулччен) 7,5 процент пулĕ.
Спорт çинчен
Спортра çĕнтерÿсем те, выляса янисем те пулаççĕ. Анчах та пирĕн пĕрлешÿллĕ хоккей тата футбол командисем мала тухайманнине асăрхамасăр тăма май çук. Командăна хатĕрленĕ çынсен ĕçĕсене мĕнле майпа палăртни, ĕç йĕркинче, кадрсенче мĕнле улшăнусем кĕртмелли çинчен шухăшламалла та лайăххи çинчен ĕмĕтленсе малалла утмалла.
Хам çинчен
Эпĕ вырăс çынни. Çавăнпа та ытти çынсенчен ытлашши уйрăлса тăмастăп. Вырăс, совет юррисене юрлатăп. Вĕсем илемлĕ кĕвĕллĕ те тарăн шухăшлă. Ĕмĕт пулсан пурнăçланатех. Ытларах лайăххи пирки шухăшламалла. Уйрăмах кăмăла кайнă виçĕ илемлĕ произведени? Лев Толстойăн «Война и мир», Чайковскийĕн фортепианопа орекстр валли çырнă пĕрремĕш концерчĕ тата «Колобок» юмах. Пысăк пукан йышăнакан ĕçтешсене çак произведенисем патне каялла таврăнма сĕнесшĕн. Ырă та ачаш сăмахсене итлесе тимлĕхĕре çухатасран асăрханăр. Телейлĕ пулас тесен хăв ыттисене кирлине туймалла, хăвăр ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме тăрăшмалла. Манăн пĕр правило пур. Ăна диета «Пурте виçеллĕ пулмалла» теме юрать. Ача чухне шахмăтла выляма юратнă тесе калас килет, шел пулин те, çук. Ытти нумай Ленинград ачи пекех пытанмалла, пятнашки вылянă. Отставкăна кайнă хыççăн мĕн валли ĕçлемелле. Кăмака çинче ларăп.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: