Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Июлӗн 2021, 10:55

Виталий Васильевич ВИКТОРОВ

Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Ĕпхÿ хулинче пурăнакан хисеплĕ шăллăма, пиччене, уçă кăмăллă та тарават тăвана Виталий Васильевич ВИКТОРОВА çуралнă кун ячĕпе!

Юратнă та хаклă çыннăмăра çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Пурнăç çулĕпе тата нумай çул утма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тулли телей, тĕнчери мĕнпур ырлăха сунатпăр. Юратнă ĕçÿнте тата кулленхи пурнăçра ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем тумалла пултăр, кил-çуртра килĕшÿпе тату пурнăç хуçалантăр. Мĕн ĕмĕтленни йăлтах пурнăçлантăр. Ан ватăл, ан чирле, тăванăм. Эпир сана çав тери юрататпăр, хисеплетпĕр.
Ырлăх курма сывлăх пултăр,
Ÿсĕм тума тÿсĕм пултăр,
Чуна уçма кăмăл пултăр,
Телей курма тивлет пултăр.
Мĕнпур тăванĕсен ятĕнчен - Валерий пиччĕшĕпе
Людмила инкĕшĕ.
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: