Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Мартӑн 2023, 11:20

Витамин çитмесен

А витамин çÿç тăкăннинчен, куç çивĕчлĕхĕ чакнинчен, иммунитет вăйсăрланнинчен хăтарать. Вăл пĕверте, пулă çăвĕнче, сĕтре, çăмартара, пахча çимĕçре, улма-çырлара нумай.

Витамин çитмесен
Витамин çитмесен

В2 витамин тута çуркаланнинчен, чĕлхе, куç хĕрелнинчен, герпесран, çăпанран хăтарать. Вăл пĕверте, çăмартара, сĕт-çу продукчĕсенче, какайра, пулăра, хура тулра, ытти пăрçа йышши культурăсенче нумай.
Е витамин ар вăйĕ чаксан, уйăх хушши циклĕ пăсăлсан, тимсĕрлĕх аптратсан пулăшать. Вăл çăмартара, тинĕс пуллисенче, авокадăра, мăйăрсенче, шӑтса тухнӑ тулӑ пӗрчисенче нумай.
D витамин шăмăсене çирĕплетет, шăлсене тĕпренме памасть. Вăл çуллă пулăсенче, вăлчара, сĕт-çу продукчĕсенче, кăмпара, какайра нумай.
В6 витамин канлĕ çывăрма пулăшать, тимлĕхе ÿстерет. Вăл тĕш тыррăн шăтса тухнă пĕрчисенче, аçтăрхан, фундук мăйăрĕсенче, кишĕрте, купăстара нумай.
В1 витамин нерв тытăмĕсен ĕçне йĕркелет, аппетита ÿстерет. Вăл сысна какайĕнче, пӗверте, пÿрере, хуратулра, сӗлӗре, ыраш ҫӑкӑрӗнче пур.
В12 витамин ывăннине ирттерет, вăй хушать, ура ыратнине чакарать. Вăл ĕне какайĕнче, пӗверте, пÿрере, пулăра, тинӗс тата сĕт-çу продукчӗсенче, çăмартара нумай.
С витамин ÿт кăвакарнинчен пулăшать. Часах шăнса пăсăлассинчен хăтарать, ÿте нÿрлентерет, шăл тунинчен юн тухни те çак витамин çителĕксĕррине çирĕплетет. Вăл шăлан çырлинче, пылак пăрăçра, хурлăханра, облепихăра, купăстара, пан улмире, ананасра нумай.
Татьяна ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: