Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Июлӗн 2023, 13:30

Банкрота тухни меллĕ-и?

«Федресурс» проект пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çула пĕтĕмлетнĕ хыççăн Пушкăртстан Раççейре банкрота тухнă уйрăм çынсен (физическое лицо) шучĕпе тăваттăмĕш пулса тăнă. Пиртен маларах Краснодар крайĕ, Мускав хулипе облаçĕ пыраççĕ.

Банкрота тухни меллĕ-и?
Банкрота тухни меллĕ-и?

Иртнĕ çул регионти вун пĕр пин ытла çыннăн пурлăхне парăмĕсене тÿлесе татма мăлатукпа шаккаса сутнă. 2021 çулхипе танлаштарсан, çакă 48,1% нумайрах. Паллах, вĕсен ытларах пайĕ урăхла майпа хăтăлма çук йывăр лару-тăрăва лекнĕ. Анчах та нумайăшĕ банкротлăх питĕ лайăх мел, илемлĕ пурнăç валли кредитсем илме те, тÿлемесĕрех пурăнма та май парать тесе шутлаççĕ. Ку апла мар.
«ПР Финцентр» специалисчĕсемпе пĕрле парăмлăхпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусене татса пама тăрăшар.
Çынсем шухăшласа кăларнă пĕрремĕш юмах. Хăшĕ-пĕрисем хăвна банкрота тухнă тесе пĕлтерсессĕн нимĕн те тÿлемелле мар тесе шухăшлаççĕ.
Тĕрĕссипе: Банкрота тухни пур парăма та пăрахăçланине пĕлтермест. Сире суд урлах банкрот тесе пĕлтернĕ пулсан та суд тата укçа-тенкĕ управляющийĕ кредиторсене укçа-тенкĕ тавăрса пама мелсем шырĕ. Тÿлесе татма çăмăлрах пултăр тесе кредит ставкисене улăштарĕç е срокне ытларах тăсĕç. Нумай чухне счет çинчи укçа-тенке хываççĕ, япалисене сутса парăмĕсене татма яраççĕ.
Иккĕмĕш юмах. Çурт-йĕр пĕрре çеç, ăна сутма тăратмĕç.
Тĕрĕссипе: Кредит илнĕ чух хваттере салука хывман пулсассăн сире пĕртен-пĕр çуртăрсăр хăвармĕç. Ипотека мелĕпе туяннă çурт-йĕре упраса хăварас тесен, ипотека парăмне укçа кĕвĕн тÿлесе татма пултаракан çынна шыраса тупмалла. Сăмахран, ипотека парăмне çука юлнă çыннăн тăванĕ тÿлесе татать.Парăма хăйĕн машинине сутса татнине çирĕплетекен хут кăтартать. Пур килĕшÿ докуменчĕ те банкрота тухнине çирĕплетекен заявлени çумĕнче пулмалла. Вĕсене тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.
Виççĕмĕш юмах. Банкрот умĕн банксенчен кредитсем илсе тултарма та юрать теççĕ.
Тĕрĕссипе: Банкрота тухнине çирĕплетессипе çыхăннă процедура вăхăтĕнче юлашки виçĕ çул хушшинчи пур операцие те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Суту-илÿ килĕшĕвĕ тĕрĕс пулмалла: пурлăха тăванна мар, ют çынна сутмалла, йÿнĕ хакпа мар, пасар хакĕпе тата ыт. те. Унсăрăн суд банкрот тесе йышăнмасса пултарать. Е тата суя банкрот тейĕç. Куншăн административлă е уголовлă яваплăх тыттарма пултарĕç.
Тăваттăмĕш юмах. Манăн парăмсем – манăн проблемăсем мар, вĕсемшĕн банксемпе кредиторсен пуçĕсем ыратчăр.
Тĕрĕссипе: Парăмсене пуçтарса пыма юрамасть. Вĕсем хыççăн банксем, коллекторсем шăнкăравласси, счетсемпе пурлăха арестлесси, укçасене хывасси, чикĕ леш енне кайма чарасси пуçланать. Банксем сире банкрот тесе йышăнасса ан кĕтĕр. Проблемăсенчен пытанса пурăнсан лару-тăрăва тĕрĕслеме йывăртарах. Кредиторсем банкрот процедурисене сире меллĕ мар условисенче пуçлĕç е парăмсене пăрахăçлама килĕшмĕç.
Банкрота тухас пулсан та алимент парăмĕсене, çын пурнăçĕпе сывлăхне, пурлăхне, мораль тĕлĕшĕнчен сиен кÿнине саплаштармалли тÿлевсене пăрахăçламĕç.

Пиллĕкмĕш юмах. Çăмăл «парăмсене тÿлетĕп», «йывăррисене» банкрот пек кăтартăп.
Тĕрĕссипе: Судпа йышăннă банкротлăхăн парăмĕсемпе кредичĕсене суйласа пăрахăçламаççĕ. Банкрот заявленийĕнче сирĕн пур парăмсене те кăтартаççĕ. Эсир вăхăтлă тÿлесе пыраканнисене те. Пур кредиторсене те пуçланнă процедура пирки «Коммерсант» хаçатра çырса пĕлтереççĕ, ун хыççăн вĕсене пурне те банкротлăх процедурине кĕртеççĕ. Парăмри çын «мĕншĕн пĕр кредиторсене тÿленĕ, теприсене – çук» текен ыйтусем çуралаççĕ. Юлашкинчен банкрота тухни çинчен пĕлтерме килĕшмессе те пултараççĕ.
Улттăмĕш юмах. Банкротлăх – ытлашшипех те нумайланнă парăмсенчен хăтăлмалли пĕртен-пĕр меслет
Тĕрĕссипе: банкротлăх – шута илмелли юлашки мелсенчен пĕри. Чи малтан пур парăмăрсене те хут çине çырса илĕр. Кредитор ятне, тÿлев хисепне, ăна хăçан парса татмалли вăхăта тата парăм мĕн чухлĕ тăрса юлнине кăтартăр. Ун чухне тин эсир ÿкерчĕке туллин куç умне кăларса тăратма, проблемăсене майĕпен татса пама пултаратăр. Кредитор патне çыру çырса парăм хисепне пăхса тухма, тÿлев графикне çĕнетме ыйтăр. Центробанка çырнă çырăва тепĕр хут хатĕрлĕр.
Енчен те парăмăрсем суд приставĕсем патĕнче пулсан тупăшăрсенчен укçа хываççĕ – вĕсем патне тухăр. Госуслуги урлă приставсем сирĕн ыйтăвăрсене хăвăртрах пăхса тухĕç. Парăмăрсем коллекторсем патĕнче пулсан ăна çăмăллăхсемпе тÿлесе татма пулать. Банк срокĕ тухнă парăмсене пуçтарас тата лицензисĕр тăрса юлас мар тесе проблемăллă кредитсене айккинелле сутать. Çакна вăл пысăк дисконтпа тăвать, урăхла каласан, йÿнетсе сутать. Коллекторсем сиртен пур суммăна та илес, çакăнпа укçа тăвас тесе тăрăшаççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе лăпкăрах пулма, хисепе 50% таран чакарма тăрăшăр.
Çиччĕмĕш юмах. Парăмсене тÿличчен банкротлăх меллĕрех.
Тĕрĕссипе: МФЦ урлă тăвакан çăмăллатнă банкротлăх тÿллевсĕр, анчах вĕсен условийĕсем пурне те юрăхлă мар. Суд приставĕсем сире пĕр хутчен çеç мар шыранă, парăмăра тÿлесе татма укçăрпа пурлăхăра тупман пулсан çеç эсир банкрот статусне тивĕçетĕр. Суд банкротлăхне тăвасси 100 пинтен пуçласа 200 пине кайса ларать. Юристсем хăйсен ĕçĕсене çавăн пек хак параççĕ.
Пĕчĕкрех хак калаççĕ пулсан, мошенниксем пулма пултараççĕ. Банкротлăхăн ытти начар енĕсем те пур. Банкрота тухнă çынна пилĕк çул хушши çĕнĕ кредит илме, пысăк укçаллă ĕçе вырнаçма хĕнтерех пулать. Çавăн пекех малашлăхра çурт-йĕр сутнă чух та чăрмавсем сиксе тухĕç – унран çурт-йĕр туянакана банксем ипотека парасшăн пулмĕç, мĕншĕн тесен никамăн та «проблемăллă хваттерпе» çыхланас килмест.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: