Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Декабрӗн 2023, 12:45

Владимир Путинăн пресс-конференцийĕнчен чи интереслисем

Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин тăватă сехет ытла журналистсемпе ахаль граждансен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Владимир Путинăн пресс-конференцийĕнчен чи интереслисем
Владимир Путинăн пресс-конференцийĕнчен чи интереслисем

«Социаллă» тÿлевсем çинчен
«Земство тухтăрĕн» пулăшу укçи виçине ÿстермелле. Тухтăрсене икĕ миллион тенкĕ таран, фельдшерсене – миллион тенкĕ. Çакă ялсенчи кадрсен ыйтăвне татса памалли лайăх стимул пулĕ.
Пирĕн сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетмелли программа пур. Ун валли сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Автомашинăсем çеç 14 пин панă. Фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетеççĕ, çĕннисене хăпартаççĕ. Эпир сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине лайăхлатассипе çыхăннă программăна татах та çĕнетĕпĕр. Вăл пулас президент программин пĕр пайĕ шутланĕ. Çавăн пекех çемье ипотекин программине те тăсмалла. Унта малтанхи взнос та нумай мар, 20% тата çулталăкне 6%. Виçĕ ачаллă çемьесене 450 пин тенкĕ субсиди пама тивĕç.
Чарусем пирки калас пулсан. Алкоголе хирĕç пуçарнă кампани суя алкогольпе усă курасси, сăмакун юхтарасси тата суя алкогольпе наркăмăшланакансен шучĕ нумайланасси патне илсе çитерчĕ.
Тĕнчере хĕрлĕ шатрапа (корь) чирлесси ĕç мигранчĕсем килекен çĕршывсенче прививка туманнипе тата Украинăпа çыхăннă.

Ятарлă çар операцийĕпе тăнăçлăх çинчен
Тăнăçлăх хамăр тĕллевсене пурнăçа кĕртсен йĕркеленĕ. Вĕсем – денафикаци, демилитаризаци, Украинăн нейтраллă статусĕ – улшăнмаççĕ. Паянхи кун тĕлне мобилизаци ирттерме кирлĕлĕх çук. Эпир 400 пин доброволец пуçтарма палăртнăччĕ, 486 пин пуçтарăнчĕ. Тăван çĕршыв интересĕсене алла хĕç-пăшал тытса хÿтĕлеме хатĕр арçынсен ушкăнĕ чакмасть-ха.
Алла пăшал тытса Раççей интересĕсене хÿтĕлекенсем пурте пĕр пек условисенче пулмалла, патшалăх вĕсене пĕр пек пулăшмалла. Çав шутра уйрăм çар компанийĕ (ЧВК) те.
Ятарлă çар операцине хутшăнса мирлĕ пурнăçа таврăннă пиншер çын ачасемпе ĕçлеççĕ. «Вăрçăра полководецсем мар, шкулти учительсемпе тĕн çыннисем çĕнтереççĕ», – тенĕ тахçан-тăр Бисмарк. Ку тĕрĕс те. Çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе ÿстерни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Раççейĕн кăнтăр пайĕнчи аэропорчĕсене уçмалли тĕп критери – пассажирсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Хÿтĕлев министерствине лару-тăрăва пĕрмаях тĕрĕслесе тăма, кирлĕ йышăну тума хушу панă. Енчен те лару-тăру лайăх та лăпкă пулсан, мана пĕлтерĕç, ун чухне пăхăпăр.
Европăри нумай хулапа Америкăн пĕрлешÿллĕ штачĕсенче тата тĕнчери ытти çĕршывсенче пурăнакансенчен нумайăшĕ эпир тĕрĕс тăватпăр тесе шутлаççĕ. Йăлана кĕнĕ хаклăхсене упрас енĕпе пирĕнпе пĕр шухăшлисем тĕнчере питĕ нумай. Вĕсен шучĕ геометри прогрессийĕпе ÿсет.
Русофоби – Раççейпе кĕрешмелли векторсенчен пĕри. Хамăр çĕршывра ун пек килсе ан тухтăр тесен обществăна шалтан аркатас текен кашни тĕслĕхе тупса чармалла.
Истори учебникĕсем тĕрĕслĕхпе тÿр килмелле, тĕрĕс пулмалла, пĕр-пĕр çыннăн е халăхăн интересĕсене хÿтĕлемелле мар.

Укçа пирки
Раççей экономикин хăйне шанчăклă туйма çеç мар, малалла аталанмалăх та çирĕплĕх запасĕ пур. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, чăн-чăн ĕç укçи вăтамран – 8%, халăхăн тупăшĕ 5% ÿсет, ĕçсĕрлĕх 2,9% танлашать. Патшалăх парăмĕ 46 миллиард доллăртан 32 чакрĕ. Январь уйăхĕнче ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕ тÿрех 18% ÿсĕ. Раççей экономики саланать тесе шутлакансем кулянчĕç. Нимĕн те саланман, арканман.
Нумай пулмасть ял хуçалăх министрĕпе калаçрăм. Çăмартасемпе çыхăннă лару-тăру еплерех иккенне ыйтса пĕлтĕм. Вăл веçех йĕркеллĕ тесе пĕлтерет. Йышăну тунă. Çак кунсенчех хаксене йĕркене кĕртĕç. Çавăнпа та ку енĕпе каçару ыйтатăп. Ку – правительство ĕçĕнчи чăрмав.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри çăмăллăхсемшĕн пенсионерсенчен комисси илни – тĕрĕс мар. Тин çеç йышăну тунă. Пенсионерсене комисси укçи тÿлеттермĕç.
Шалти рынокра хамăр çĕршывра туса кăларакан брендсен шучĕ 30% ÿсрĕ. Губернаторсен регионти брендсене аталантарассине асăрхаса тăрса малалла аталанма май памалла. Çакă пирĕн рынока пуянлатма, ăна тавар туянакансемшĕн интереслĕрех тума май парĕ.
Çĕнĕ регионсене аталантарма бюджетран кашни çулах триллион ытла укçа-тенкĕ уйăратпăр. Çавăн пекех тăванлашнă регионсем 150 миллиард тенкĕ хыврĕç. Кăçал регионсем федераллă бюджета 170 млрд тенкĕ хывма пултарчĕç. Çакă асăннă регионсен экономики аталаннине, лару-тăру шайлашнине пĕлтерет.

Хам çинчен
Нумай пулмасть пĕр çамрăк çынна: «Шахматла выляр-и?», – тетĕп. «Выляр», – тет. Эпĕ ыйтатăп: «Мĕнле шутлатăн, эпĕ çĕнтеретĕп-и?». Вăл ман çине çÿлтен аялалла пăхса илчĕ те: «Шансах каймастăп», – терĕ. Çакă мĕне пĕлтерет? Хăвăнпа пĕрмаях ĕçлемелле тенине.
Ман шутпа, Çĕнĕ çулта çывăх çынсене, çемьене ытларах тимлĕх уйăрмалла, пĕрле мĕн те пулин ĕçлемелле, выставкăна, театра кайса килмелле, спорт, сывлăхлă пурнăç йĕрки пирки те манса каймалла мар. Çĕнĕ çула çывăх çынсемпе, çемьепе ирттерсен аванрах.
Малтан эпĕ летчик пуласшăнччĕ, аслă классенче – разведчик. Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ – пултăм.
Чи пысăк парне – пирĕн ачасем тата вĕсен ачисем. Ку – Турă панă парне.
Çамрăксене сĕнÿ? «Чысăра çамрăкла упрăр». Ыран мĕн пуласси пирки паянах шутласа хурăр. Унсăр пуçне хăвăр умăра пысăк тĕллевсем лартăр. Çын хăй умне çавăн пек тĕллевсем лартсан вĕсем патне çитессишĕн тăрăшать, çитĕнÿсем тăвать.
Манăн вулама вăхăт сахал. Çывăрмалли пÿлĕмри тумбочка çинче Лермонтовăн томĕ выртать. Вăл питĕ ăслă çамрăк пулнă. Çавăн чухнех ăслă çынсем паянхи куна пырса тивекен хаклăхсем пирки шутланă. М.Лермонтов çырнисене юратса вулатăп.
Эпĕ – 2000 çулхи тĕслĕх – çакăн пек каланă пулăттăм: «Тĕрĕс çулпа пыратăр, юлташсем». Çавăн пекех хăйсене «ĕçлĕ юлташсем» текенсемпе асăрхануллăрах пулма ыйтăттăм.
Аслă вырăс, Раççей халăхне ĕненмелле. Çак ĕненÿре – Раççей аталанăвĕ, мăнаçлăхĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: