Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Кӑрлач , 11:10

2024 çулта Пушкăртстанри чăвашсемпе çыхăннă паллă кунсем

1-мĕшĕ – ял хуçалăх наукисен кандидачĕ В.А. Михеев çуралнăранпа 125 çул (Пишпÿлек районĕ);

2024 çулта Пушкăртстанри чăвашсемпе çыхăннă паллă кунсем
2024 çулта Пушкăртстанри чăвашсемпе çыхăннă паллă кунсем

– филологи наукисен кандидачĕ Л.В. Коротаева çуралнăранпа 50 çул (Çтерлĕ хули);
– Афганистан вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Н.З. Кириллов подполковник çуралнăранпа 80 çул (Мияки районĕ).
2-мĕшĕ – физикăпа математика наукисен кандидачĕ И.А. Акимов çуралнăранпа 80 çул (Кумертау хули).
3-мĕшĕ – истори наукисен докторĕ И.В. Сухарева çуралнăранпа 55 çул (Ĕпхÿ хули).
4-мĕшĕ – Чăваш патшалăх пукане театрĕн артистки А.М. Тимофеева çуралнăранпа 65 çул (Пишпÿлек районĕ).
7-мĕшĕ – Иисус Христос çуралнă кун.
13-мĕшĕ – Раççей пичет кунĕ.
14-мĕшĕ – кивĕ стильпе Çĕнĕ çул.
15-мĕшĕ – В.К. Николаев скульптор-керамист çуралнăранпа 70 çул (Пишпÿлек районĕ).
18-мĕшĕ – чăваш совет литературин классикĕ М.Н. Данилов-Чалтун çуралнăранпа 130 çул (Çтерлĕ районĕ).
19-мĕшĕ – Кăшарни, христиансен Крещенипе тÿр килет.
21-мĕшĕ – Чăваш пичечĕн кунĕ.
24-мĕшĕ – В.С. Антонов çыравçă çуралнăранпа 75 çул (Мияки районĕ).
30-мĕшĕ – Н.Л. Леонтьев çыравçă тата журналист çуралнăранпа 85 çул (Çтерлĕ хули).
31-мĕшĕ – медицина наукисен кандидачĕ В.Н. Козлов çуралнăранпа 65 çул (Мелеуз хули).
Ирина СУХАРЕВА истори наукисен докторĕ,
профессор хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: