Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Майӑн , 12:22

2024 çулта Пушкăртстанри чăвашсемпе çыхăннă паллă кунсем

Май уйăхĕн 1-мĕшĕ – Çуркуннепе Ĕç уявĕ;– Чăваш Республикин халăх поэчĕ С.В. Элкер çуралнăранпа 130 çул.

2024 çулта Пушкăртстанри чăвашсемпе çыхăннă паллă кунсем
2024 çулта Пушкăртстанри чăвашсемпе çыхăннă паллă кунсем

2-мĕшĕ – «Шурă хурăн» ансамбль ертÿçи В.А. Иванова таврапĕлÿçĕ çуралнăранпа 75 çул (Пишпÿлек районĕ).
5-мĕшĕ – Ĕпхÿ районĕнчи депутатсен Канашĕн секретарĕ пулнă, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ В.А. Сидоров çуралнăранпа 70 çул (Пелепей районĕ). 
9-мĕшĕ – Çĕнтерÿ кунĕ (уяв);
– В.Е. Петров çыравçă тата вĕрентекен çут тĕнчене килнĕренпе 85 çул (Авăркас районĕ).
10-мĕшĕ – Совет Союзĕн Геройĕ Н.К. Романов çуралнăранпа 105 çул (Караидель районĕ).
11-мĕшĕ – техника наукисен кандидачĕ Г.А. Трутнев çут тĕнчене килнĕренпе 85 çул (Çтерлĕ хули).
13-мĕшĕ – В.В. Дмитриев-Аптраман жураналист тата çыравçă çуралнăранпа 90 çул (Пишпÿлек районĕ).
18-мĕшĕ – А.А. Кондратьев профессор çут тĕнчене килнĕренпе 94 çул (Шаран районĕ).
19-мĕшĕ – физикăпа математика наукисен кандидачĕ Н.Д. Александров çуралнăранпа 75 çул (Авăркас районĕ).
24-мĕшĕ – Славян çырулăхĕпе культурин кунĕ.
27-мĕшĕ – чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 134 çул (Пелепей районĕ);
– Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çулсерен иртекен поэзи уявĕ;
– Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ.
Ирина СУХАРЕВА истори наукисен докторĕ, профессор хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: