Михала
Манăн Михала ятлă юлташ вĕр çĕнĕ пушă яврĕ. Çав пушшипе куракана пĕрне çапатчĕ. Пĕрре çапла çисе ларакан йăмăкĕ патне пычĕ те пушшипе шарт! тутарчĕ пуçĕнчен. Йăмăкĕ йĕре пуçларĕ. Амăшĕ илтрĕ те чупса та кĕчĕ. Михаларан пушшине туртса илчĕ те хăйне çаптара пуçларĕ. «Ан тив çынна, ан тив çынна, ак сана!» – терĕ.
Çапа пĕлмен пушă хăйне çавăрăнса тивнĕ тесе çавăнпа каланă пулĕ.
Кăлăх тавлашакансем
Икĕ çын урамра пĕр кĕнеке тупнă тет. Иккĕш те илесшĕн тет ку кĕнекене. Пĕри калать тет: «Эпĕ илем»; тепри калать тет: «Эпĕ илем». Çапла тавлашса тăраççĕ тет урам варринче. Кусем патĕнчен тепĕр çын иртсе пырать тет.
– Мĕн çинчен тавлашатăр эсир капла? – тесе ыйтрĕ тет.
– Акă кĕнеке тупрăмăр та иксĕмĕр те илесшĕн, – тесе каларĕç тет кусем.
– Вула пĕлетĕр-и вара хăвăр? – тесе ыйтрĕ тет лешĕ.
– Вулама пĕлессе пĕлместпĕр те, – терĕç тет тупакансем.
– Апла пулсассăн кĕнекепеле мĕн тăватăр эсир? Вулама пĕлекене парăр пĕрех хут. Эсир капла ик кукша çÿçĕсене турасшăн тавлашнă пек тавлашатăр, – тесе хăварчĕ тет вара лешĕ.