Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Сентябрӗн , 09:38

Пушкăртстан пилĕк çултан мĕнле пулĕ?

Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров официаллӑ майпа должноçа йышăннă, хăйĕн правительствине çитес пилĕк çул валли хушусем панă.

Пушкăртстан пилĕк çултан мĕнле пулĕ?
Пушкăртстан пилĕк çултан мĕнле пулĕ?

Сентябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Радий Хабиров регион пуçлăхĕн должноçне официаллă майпа йышăннин церемонийĕ иртнĕ, вăл иккĕмĕш срока суйланнă. Официаллă майпа тупа тунă хыççăн Радий Фаритович тухса сăмах каланă, унта çитес пилĕк çулти тĕп тĕллевсемпе паллаштарнă.


– Юлашки пилĕк çул хушшинче республикăра пурнăç вăрăмăшĕ рекордлă 73,2 çулччен ÿснĕ. Анчах пирĕн 78 çулччен пурăнмалла. Çав вăхăтрах çынсен пурнăçĕ хастар та тĕрлĕ пулăмсемпе пуян пулмалла, унпа киленмелле. Урăхла каласан, Вăрах, Тивĕçлĕ тата Килте пурăнмалла.


– Регионта туса кăларакан продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшне 3,5-4 трлн тенке çитермелле, çулленхи промышленность ÿсĕмне – 5% кая мар, инвестицисен калăпăшне – 620 миллиардран пуçласа 1,25 трлн тенкĕ таран.

– Пурăнмалли çурт-йĕрĕн хута ямалли çулленхи калăпăшне 4 млн тăваткал метра çитермелле.

– Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетмелли программăна вĕçлемелле. 2030 çул тĕлне пĕр кивĕ те авариллĕ фельдшерпа акушер пункчĕ юлмалла мар!

– Федераллă пĕлтерĕшлĕ çулсен 85 проценчĕ, регионсемпе муниципалитетсем хушшинчисен 60% пахалăх стандартне тивĕçтермелле.

– Сибай – Подольск – Новорудная чугун çулăн проектне тумалла тата ăна пурнăçа кĕртмелле.

– Çтерлĕ хули тавра çаврăнса иртмелли «Эрĕнпур трассăна» çĕнетессипе çыхăннă ĕçе вĕçлемелле, çул ярăмĕсене тăватта çитермелле.

– Ĕпхÿре «Кăнтăр хапхи» проекта вĕçлемелле тата Кузнецов Затонĕ микрорайонта Шуратăл юхан шыв урлă хывнă кĕперпе Кăнтăр çавра çула тума тытăнмалла.

– Демăран пуçласа Иглинона çити Ĕпхĕве çаврăнса иртмелли чугун çула тумалла.

– «Хĕвел тухăç енчен тухмалли» проекта малалла тăсмалла – Галле урамĕ урлă М-7 трассăпа çыхăнтармалла.

– Çулсерен путăк-шăтăклă çулсене юсамалли фонд валли уйăракан укçана 1 млрд тенке çити ÿстермелле, 2030 çул тĕлне унта 9,5 млрд тенкĕ пулмалла.

– Ялсенче культура çурчĕсемпе спорт объекчĕсене, муниципалитетсенче ФОКсемпе бассейнсем юсас тата хăпартас ĕçе малалла тăсмалла. Цирк ҫуртне çĕнетес ĕçе вĕçлемелле, Пушкăртстанăн Наукăпа культура çуртне тума тытăнмалла, çăмăл атлетика манежне, Бокс прогресĕн центрне тата Теннис академине хăпартмалла.

– Пилĕк çул хушшинче шкулсене çĕнетмелли программăна вĕçлемелле, çитес çул çĕршыв президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ача сачĕсемпе аслă шкулсен общежитийĕсене тĕпрен юсамалли программăна хутшăнмалла, колледжсене юсамалли тата кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтермелли ĕçе малалла тăсмалла.

– Регионта туса кăларакан пĕтĕмĕшле продукцие хатĕрлемелли тата тĕпчемелли шалти тăкаксен пайне тăватă хут, 0,5 процентран пуçласа 2% таран, ÿстермелле. Пысăк технологиллĕ таварсем хатĕрлес тата пулăшу ĕçĕсем парас ĕçĕн пилĕк линине хута ямалла.

– Çамрăк ученăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалла, çамрăксем валли лабораторисем йĕркелемелле, паллă специалистсене пĕр-пĕр япала туса хатĕрлес ĕçе явăçтармалла.

– Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене парăнакан 40 тĕслĕ регион пулăшăвне пурне те сыхласа хăвармалла. СВО ветеранĕсене медицина реабилитацийĕпе тивĕçтерессипе, вĕренме тата ĕçе вырнаçма пулăшассипе çыхăннă ĕçе малалла та лайăхлатмалла. Паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра тытмалли программăна йышăнмалла.

– Активлă пурнăçпа пурăнакан СВО ветеранĕсене патшалăх тата муниципалитет влаçӗн органĕсенче ĕçлеме, муниципалитетсемпе республика управленине хăйсем çине илме май паракан мерăсем хатĕрлемелле.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: