Ыйтусене хуравлама килĕшнĕ аннесем хушшинче ытларах 3 çулчченхи кĕçĕн ачисем пуррисем (1 280 хĕрарăм); вĕсен хыççăн 4-6 çулхи ачасемлĕ аннесем (604) пынă; 7-9 ҫулхи (296) тата 10-12 ҫулхи (192). Кĕçĕн ачисем çамрăксем (подростки) шутланнă аннесем сахалрах хурав панă: 13-15 çулсенчи (91 çын хуравланă), 16-18 çулсенчи (30) тата 18 çултан аслăраххисем (пурĕ 18 хурав çеç).
Пĕрремĕш ыйту ĕçпе çыхăннă: ыйтакансем Раççейре аннесем ĕçленипе ĕçлеменни тата мĕн чухлĕ вăй хуни çинчен пĕлесшĕн пулнă. Ыйтăма хутшăннисенчен 52,1% (çурри ытла!) ачисене воспитани парассипе пĕрле тулли ставкăпа ĕçленине е пĕр харăс темиçе ĕçре вăй хунине пĕлтернĕ, 17,3% çур ставкăпа е темиçе сехетлĕ хушма ĕçре тăрăшаççĕ. Аннесен 21,7 проценчĕ декрет отпускĕнче пулнă, 19% вара пачах ĕçлемен.
Хĕрарăмсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ килти хуçалăха пĕччен, тăванĕсем е юлташĕ пулăшмасăр илсе пыраççĕ (ыйтăма хутшăннисен хушшинче 36,6% пулнă). Çав вăхăтрах çавăн чухлех анне (35,1%) килти хуçалăхра мăшăрĕсем пулăшнине пĕлтернĕ. Аннесен 15,9 проценчĕ çеç килти ĕçе хăйсен мăшăрĕсемпе пĕр тан уйăрнине палăртнă. Тата сахалрах пайĕ (11,7%) тÿлевлĕ пулăшупа (сăмахран, клининг) усă курать. Хĕрарăмсен 9,6 процентне хуçалăхра ытти тăванĕсем пулăшаççĕ.
Юлашкинчен чи интересли – ачасене тимлĕх уйăрасси, воспитани парасси. Ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх, аннесен 23,5 проценчĕ ачисене пĕччен воспитани параççĕ – мăшăрĕн, тăван-хурăнташĕсен, няня пулăшăвĕсĕр пурăнаççĕ. Хĕрарăмсен 40,1 процентне мăшăрĕсем пулӑшаҫҫĕ, 24,2% – тăванĕсем, 10,2% амăшĕ няня тытса пурăнать. Аннесен 19,1 проценчĕ ачисене мăшăрĕпе пĕртан тимлĕх уйăраççĕ.
Амăшĕпе ачи хушшинчи çыхăнăва илес пулсан, ĕçлемен хĕрарăмсем (35,6%) ачисене ытларах, тăванĕсемпе мăшăрĕсен пулăшăвĕпе усă курмасăр, тимлĕх уйăраççĕ. Декрет отпускĕнчи хĕрарăмсем, пачах ĕçлемен аннесемпе танлаштарсан, икĕ хут ытларах пулăшупа усă кураççĕ. Килти хуçалăхра та çавах: ĕçлемен аннесем (50,4%), декретрисемпе танлаштарсан (36,8%), ытларах хуçалăхри ĕçсене хăйсем илсе пыраççĕ. Мăшăрĕсен пулăшăвне те (29,9% тата 42,5%) сайра туяççĕ.
Çакăн йышши кăтартусем пачах ĕçлемен тата декрет отпускĕнче пулман аннесем çине «профессиллĕ кил хуçи арăмĕсем» пек пăхнипе çыхăннă пулĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – кил-çурта тасалăхра тытасси тата ача-пăча пăхасси, çакна хăйсем тĕллĕн тăвасса кĕтеççĕ те.