Çĕршыв экономики çинчен
Владимир Путин сăмахĕсем тăрăх, иртнĕ çул Раççей экономикин аталанăвĕ 3,9 % танлашнă, тен, 4 процентпа та. Анчах та шиклĕ сигналсем пур. Вăл – инфляци. Пĕтĕмĕшле илсен, лару-тăру пĕр тикĕс те шанчăклă.
Апат-çимĕç хакĕсем ÿсни пирки
Раççей хăйне аш-какайпа тивĕçтереет. Çулталăка пĕр çын пуçне 80 кг тивет, тĕнчипе илес пулсан – 42 кг. Сĕтпе те, услам çупа та лару-тăру пĕр евĕрлĕ.
Производство кашни çулах ÿссе пырать, анчах туянакансем те нумайланаççĕ. Апат-çимĕç туса илесси потребительсенчен ытларах ÿсмен. Апат-çимĕç хакĕсем ÿснин иккĕмĕш сăлтавĕ – тухăç калăпăшĕ, виççĕмĕшĕ – хăш-пĕр апат-çимĕçĕн тĕнчери хакĕ ÿсни.
Ятарлă çар операцийĕпе Курск облаçĕ пирки
Фронтри лару-тăру лайăх енне улшăнать. Фронтăн пур линийĕнче те кашни кунах малалла шăваççĕ. Пирĕн салтаксем территорисене ирĕке кăлараççĕ. Курск облаçĕпе фронтăн пур линийĕнче çапăçакансене те ăнăçупа çĕнтерÿ, хăвăртрах киле таврăнма сунатпăр.
Эпир тăшмана Курск облаçĕнчен кăларса сирпĕтесси пирки иккĕленместпĕр. Хăш кун иккенне калаймастăп, анчах территорисене ирĕке кăларатпăр. Ун хыççăн тăкаксене шутлама та пулать. Çул-йĕрсене те, коммуналлă инфрастурктурăна та, социаллă объектсене те (шкул, ача сачĕсем), клубсемпе çурт-йĕрсене те çĕнетĕпĕр. Паллах, çурт-йĕрсене çĕнетмелли сертификатсем те паратпăр.
Çавăн пекех президент Курск облаçĕнче çапăçакан салтаксене ятарлă çар операцийĕн участникĕсем пек тÿлевсемпе тивĕçтерменни пысăк çитменлĕх тесе пĕлтернĕ.
«Йăнăша тÿрлетĕпĕр, пурте Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене вăрçă линийĕ çумĕнче пурнăçлакан çар çыннисене пама тивĕçлĕ тÿлевсемпе çăмăллăхсене илĕç. Çĕнĕрен шутласа кăларăпăр та парăпăр», – тенĕ вăл.
«Орешник» пирки
Хĕвел анăçĕнчи хăш-пĕр экспертсем «Орешнике» çăмăллăн çапса антарма пулать тесе шутлаççĕ. Çавăн пек эксперимент, технологи дуэлĕ ирттерсе пăхар: тĕслĕхрен, Киев çапса аркатмалли объекта палăрттăр, сывлăша тата ракетăна хирĕç кĕрешекен çарĕсем хатĕр пулччăр, эпир «Орешника» ярăпăр. Пăхăпăр, мĕн пулать. Эпир кун пек эксперимента хатĕр.
«Йывăр лару-тăрăва лекнĕ Раççей пирки»
NBC Америка телеканалĕн журналисчĕ Раççей «йывăр позицире», çĕршыв ертÿçисем хушшинче калаçусем ирттерес-тĕк Раççей мĕн сĕнме пултарать тенĕ.
«Хисеплĕ ĕçтешĕмĕр, эсир тата сире ĕç укçи тÿлекенсен Раççей йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнине курас килет пулĕ. Раççей юлашки икĕ çул хушшинче тата та ытларах вăйлăланчĕ. Эпир чăннипех те никама та пăхăнман çĕршыва çаврăнатпăр. Раççей вăй илчĕ, çавăнпа та эпир никам шухăшне шута илмесĕр, наци интересĕсене тĕпе хурса йышăнусем тăватпăр», – хуравланă Владимир Путин.
Аптекăри эмелсем пирки
Владимир Путин Раççейри хăш-пĕр регионсенче, çав шутра Пушкăртстанра та, инсулин çитменни пирки калакан ыйтăва хуравламасăр пултараймарĕ. Ку ыйтăва Нефтекамск хулинче пурăнакан хĕрарăм панă. Патшалăх ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, кирлĕ эмел препарачĕсене туянма укçа-тенкĕпе туллин тивĕçтереççĕ. «Патшалăхăн Раççей çыннисене çăмăллăхлă эмелсемпе тивĕçтерме укçа пур. Хăш-пĕр чухне вырăнта чăрмавсем сиксе тухаççĕ», - тенĕ Владимир Путин.
Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерстви лару-тăрăва тÿрех ăнлантарса панă.
«Нефтекамск хулинчи аптекăсенче 270 тĕркем инсулин. Тĕпрен илсен, республикăра 46 368 тĕркем препарат. Кирлĕ пулсан препаратсене ытти аптекăсене те яма пултараççĕ. Чирлĕ хĕрарăм 2024 çулхи июль уйăхĕнчен поликлиникăра пулман. Çав вăхăтчен унăн эмел илмелли рецепчĕсем пулнă. Каярах çук. Ĕнер вăл эмел ыйтса çыру хăварнă, ăна поликлиникăна чĕнсе илсе рецепт çырса панă. Паян вăл инсулин илнĕ», – ăнлантарса панă сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Ольга Шайхутдинова.
Мигрантсем пирки
«Килекен çынсене хĕсĕрлемелле мар, вĕсен кирлĕ пек гарантисем пулмалла, регионти сывлăх сыхлавĕн ирĕкĕсемпе, социаллă çăмăллăхсемпе усă курмалла, çак вăхăтрах вырăнти халăха та хушма тиевсем лекесрен те асăрханмалла. Хальлĕхе Раççейре çĕршер пин ĕç алли çитмест.
Çăмăллăхлă ипотека пирки
Патшалăх енчен нимĕнле лимит та пулман.
«Эпир правительствăпа нимĕнле лимит та пулмасть тесе калаçса татăлтăмăр», – тенĕ Путин. Çавăн пекех президент çемье, ял, айти ипотекисем те сыхланса юлассине палăртнă. Правительство кирлĕ субсидисен калăпăшне ÿстерĕ те сферăра йĕрке пулĕ.
Мошенниксемпе кĕрешесси çинчен
Мошенниксем çĕршывра пурăнакансенчен 250 млрд тенкĕ улталаса илнĕ. Банксем кредитсене хăвăрт пама вĕренсе çитрĕç. Анчах вĕсен çынсем кивçен илнине тÿлесе татма майĕсем пуррине тĕрĕслемелле. Сăмахран, 50 пин тенкĕ кредита онлайн мелĕпе паччăр. 50-200 пин тенкĕ илекенсене тĕрĕслеме, йышăну тума темиçе сехет пулсан та памаллах. 200 пинрен ытларах илеççĕ пулсан темиçе куна пулсан та тăсмалла. Пĕлетĕп, çак ыйтусене Патшалăх Думинче те, Тĕп Банкра та сÿтсе яваççĕ.
Манăн паллакансем патне те шăнкăравланă. Вĕсем палламан çынсем сассисене, мĕн те пулсан тума хушнине илтсессĕн тÿрех телефонне хураççĕ. Пурне те çавăн пек тума сĕнесшĕн.
2022 çулхи йышăну пирки
«Çак йышăнăва маларах тумалла, ятарлă çар операцине малтанах хатĕрленмелле пулнă. 2022 çулхи операцие хатĕрленсе çитмесĕрех пуçăнтăмăр. Лару-тăру тата та начарланасса кĕтме май пулмарĕ», – тенĕ Владимир Путин «енчен те каялла таврăнма май пулнă пулсан 2022 çулхи йышăнăва улăштарăттăр-и?» текен ыйту çине.
Çавăн пекех Владимир Путин çак виçĕ çул пуриншĕн те çăмăл мар тĕрĕслев пулнине палăртнă. «Эпĕ шÿтлеме те, кулма та пăрахрăм», – тенĕ вăл.
Ачасене тимлĕх уйăрасси пирки
«Конфессисен представителĕсемпе тĕл пулсан час-часах ыйтатăп: çынсем сирĕнпе ытларах мĕн çинчен калаçаççĕ? Мĕн пирки ÿкĕнеççĕ? Кунта, паллах, сăмах ÿкĕнÿ пирки пымасть. Пĕлетĕр-и, мĕн теççĕ? Мĕн пирки ÿкĕнеççĕ? Вĕсене ачисене тимлĕх сахал уйăрни канăç памасть. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çитсе пынă май çывăх çыннăрсене ытларах тимлĕх уйăрма сунасшăн».
Хам пирки
«Хамăн юлташсемпе тата çывăх çынсемпе ытларах тĕл пулас, вĕсемпе чей ĕçес, калаçас килет». В.Путин çĕршыв пуçлăхĕ пĕчĕк шăпăрланĕсемпе хаваспах хамăр юмахсем, халапсем тата ыт.те пăхнине пĕлтернĕ.
Çавăн пекех В. Путин пĕтĕм тĕнчери политикăпа икĕ енлĕ хутшăнусене аталантарас ĕçе тÿпе хывнă, пĕтĕм тĕнчери лидерсене аса илнĕ. Çав шутра – Германин канцлерĕ пулнă Гельмут Коль, Франци президенчĕ пулнă Жак Ширак, Италин премьерĕ пулнă Сильвия Берлускони. Унсăр пуçне Владимир Владимирович Индин хальхи президенчĕпе Нарендра Моденпа туслă пулнине палăртнă.
«Эпĕ Раççее хам çемье пекех куратăп. Малти вырăнта – çынсем. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн çывăх çынсемшĕн савăннă пекех савăнатăп», – тенĕ çĕршыв ертÿçи.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.