Ял хутлăх администрацийĕнче вăй хуракансен кирек хăш вăхăтра та ĕç нумай. Уйрăмах – çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен. Ун чухне ял хутлăх территорине çĕнетес тата тирпейлес ĕç питĕрех те çивĕч тăрать.
Ял пурнăçĕ паян мĕнлерех? Тирпей-илем кĕртес енĕпе лару-тăру епле? Çак тата ытти ыйтусем пирки калаçрăмăр та Ярмулай ял хутлăх администрацийĕн ертÿçипе Николай Мироновпа.
– Ытларах чухне професси илнĕ хыççăн çамрăксем тăван тăрăхĕсене таврăнасшăн мар. Сире çак утăма тума мĕн хистерĕ-ха?
– Ахăртнех, хамăн пĕчĕк Тăван çĕршыва юратни. Хам çуралса ÿснĕ ялти таса та уçă сывлăша, илеме нимĕнпе те танлаштараймастăн. Мĕн пĕчĕкрен аттепе унăн ĕçне çÿреме юрататтăм. Вăл колхозра комбайнер пулса тăрăшатчĕ. Темиçе çул хушши эпĕ унăн пулăшаканĕ пултăм. Яланах техника патне туртăнаттăм. Тăван ялсăр хам пурнăçа куç умне кăларса тăратаймастăп.
– Николай Леонидович, ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă май хăвăр умăра мĕнле тĕллев лартатăр?
– Маншăн чи пĕлтерĕшли – çынсене канăç паман ыйтусене татса парасси, ял çыннисен пурнăçне хăтлă тата хăрушсăр тăвасси.
– Хăвăр ял хутлăхĕ пирки каласа парăр-ха?
– Ял хутлăхне тăхăр ялпа паççулкка – Ярмулай, Этĕл, Баймурза, Малоалександровка, Новая Деревня, Савка, Куршанак, Михайловское, Елизаветино – кĕрет. Прописка тăрăх пирĕн ял Канашĕнче 1128 çын шутланать. Вĕсенчен ĕçлеме пултараканнисем – 614, ачасем – 141. Ача çураласлăх шайĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Çамрăксем хуласене тухса каяççĕ.
Ял хутлăх территорийĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул – унта 40 ача пĕлÿ илет – пур. Ун çумĕнче шкул çулне çитичченхи ачасен ушкăнĕ – унта çичĕ воспитанник çÿрет – ĕçлет. Ял халăхне медицина пулăшăвĕ парассине тăватă фельдшерпа акушер пункчĕ пурнăçлать. Çавăн пекех ял çыннисен канăвне йĕркелеме, пурнăçне хăтлăрах тума май паракан клуб, библиотека тата почта уйрăмĕ пур.
Этĕл ялĕнче «Аленушка» (В.Дмитриев уйрăм предприниматель), Ярмулайĕнче «Союз» (А.Грачев уйрăм предприниматель) лавккасем çынсене кирлĕ таварпа, апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ. А.Фасхутдиновăн, А.Ивановăн, Р.Тумакаевăн, В.Сидоровăн, А.Волкован хресченпе фермер хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ тата тыр-пул ÿстереççĕ. 2018 çултанпа ял хутлăх территорийĕнче «Северная Нива Башкирия» ООО инвестици проектне пурнăçа кĕртет.
– Ертÿçĕн пĕрмай тĕрлĕ йышши ыйтусене татса памалла. Хăвăр професси çулĕ çинче мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тÿр килет?
– Шел пулин те, йывăрлăхсемпе çивĕч тăракан ыйтусем яланах пулнă, пулаççĕ те. Ял хутлăх администрацийĕн хыснинче кулленхи пур ыйтăва татса памалăх укçа-тенкĕ çук. Урăмах çулсене юсас ĕç çивĕч тăрать. Çакă эпир алă усса ларнине пĕлтермест. Хамăртан мĕн килнине пурне те тума тăрăшатпăр. Хĕллехи вăхăтра ялсене кĕмелли, вĕсен хушшинчи çулсене, обществăлла вырăнсене юртан тасататпăр. Тавах, çак ĕçе пурнăçлама хамăрăн техника – трактор, çакмалли тата çаклатмалли хатĕрсем – пур. Тирпей-илем кĕртнĕ чух «тимĕр пулăшакансемпе» туллин усă куратпăр. Уяр кунсем çитсен путăк-шатăксене юсама тытăнатпăр.
– Çуркунне çитсен ĕç нумайланать?
– Çапла, чăннипех те, çуркунне çитсен ĕç калăпăшĕ самаях пысăкланать. Март вĕçĕнчен пирĕн ял хутлăхĕнчи социаллă учрежденисен ĕçченĕсем субботника тухаççĕ. Вĕсем çуртсем çумĕнчи юра кăпкалатаççĕ, тасатаççĕ, хăйсен участокĕсемпе çÿп-çап контейнерĕсен лапамĕсене тирпейлеççĕ. Тирпей-илем кĕртес ĕçе ял хутлăхĕнче пурăнакансем те хутшăнаççĕ. Çăвĕпех çул хĕррисене, учреждени территорийĕнчи курăксене çулатпăр, типнисене тиесе тăкатпăр. Кĕперсемпе çырма урлă выртакан каçăсене асăрхаса тăратпăр.
Хальхи вăхăтра Аслă Çĕнтерĕвĕ 80 çул çитнине уявлама хатĕрленетпĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа лартнă палăка юсас тата çĕнетес, унăн территорине тирпейлес ĕç пырать.
– Ялсене хăтлăрах тăвас енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ?
– 2024 çулхи кĕркунне Ярмулай ялĕнчи тĕп урама тирпейлерĕмĕр. Çырма урлă выртакан кĕпер таврашĕнчи кивĕ йывăçсемпе тĕмсене касрăмăр. Çынсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнсене уйрăм тимлĕх уйăратпăр. Иртнĕ çул ял çыннисен вăйĕпе Новая Деревня ял масарне йĕркене кĕртрĕмĕр, хÿмисене çĕнетрĕмĕр. Халăх хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕ. Ярмулай ялĕнче часавай лартма палăртатпăр, халĕ ку ыйтăва сÿтсе яватпăр.
Ял хутлăхне хăтлăрах тăвас шутпа çулсерен Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна (ППМИ) хутшăнатпăр. 2016 çулта асăннă программăра конкурс витĕр иртсе Ярмулай ялĕнче ача-пăча площадки вырнаçтартăмăр, 2022 çулта МТЗ Белорус тракторлă пултăмăр. Иртнĕ çул ун валли çакмалли тата çаклатмалли хатĕрсем – прицеп тата куркаллă погрузчик, косилка – туянтăмăр. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме 1 147000 тенкĕ тăкакланчĕ.
– Пĕр çынна çак ĕçсене пурнăçлама питĕ йывăр пулĕ. Кампа пĕрле ĕçлетĕр?
– Ял хутлăх администрацийĕнче специалистсен килĕшÿллĕ команди ĕçлет. Вĕсем – Лилиана Иванова администраци ĕçĕсене пурнăçлакан, Оксана Иванова землеустроитель, çавăн пекех Александр Павлов тракторист тата Владимир Сидоров водитель.
Вырăнти Ветерансен канашĕн председателĕ Михаил Сидоров пысăк пулăшу кÿрет.
Ял хутлăхĕнче сăпайлă та ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Ял çыннисем кирек хăш ĕçре те пулăшаççĕ. Кирлĕ пулсан укçа пуçтараççĕ, хаваспах субботнике тухаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлетпĕр.
– Çынсем сирĕн пата уйрăм ыйтусемпе пыни пулать-и?
– Паллах, вĕсем приема килеççĕ, нумайăшне тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйту канăç памасть. Хăшне канаш памалла, хăшне документсемпе справкăсем кирлĕ, кама-тĕр структура уйрăмне ямалла. Пирĕн ĕç-хĕлĕн тепĕр пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕ – СВОрисен çемйисене пулăшасси.
– Ун пек çемьесем миçе сирĕн? Мĕнле пулăшатăр эсир вĕсене?
– Пирĕн ял хутлăхĕнчен ятарлă çар операцине 17 çын кайнă. Эпир вĕсен çемйисене май çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр.
Хĕлле вĕсен çурчĕсем çумĕнчи юра тасататпăр, кирлĕ пулсан вутă-шанкăпа тивĕçтеретпĕр.
Ял хутлăх библиотекинче волонтерсемпе ырă чĕреллĕ çынсем СВОри салтаксем валли маскировка сечĕсем çыхаççĕ, çуртасем тăваççĕ. Çак ĕçе вулавăш ĕçченĕ Сания Архипова пурнăçлать. Хатĕр маскировка сечĕсене отпуска килекен ачасенчен парса яратпăр е посылкăпа ăсататпăр.
– Сирĕн шутпа, ял хутлăх админстрацийĕн пуçлăхĕ мĕнле пулмалла?
– Ман шутпа, чи паха енсем – ырă кăмăллă, чăтăмлă пулни, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни. Тата стрессене парăнманни. Ĕç вăхăтĕнче пирĕн пата тĕрлĕ ыйтупа тĕрлĕ çынсем килеççĕ. Вĕсене пурне те итлеме пĕлмелле, ăнланма тăрăшмалла. Пулăшма май пулмасан та тĕртсе ямалла мар.
– Николай Леонидович, хăвăр ял хутлăхĕнче пурăнакансене мĕн суннă пулăттăр?
– Хамăрăн пĕчĕк Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме. Хамăр пурăнакан вырăнта яланах хитре те хăтлă пултăр. Çемьесенче килĕшÿпе çителĕклĕ пурнăç хуçалантăр, ялсем аталанччăр.
Светлана ПРОКОФЬЕВА.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.