Пур хыпар та
Общие статьи
18 Июнӗн 2025, 09:00

«Стоматолог», «Окулист» тата ыттисем

Ялта кашни çыннăн тенĕ пекех хушма ячĕсем пур. Мĕнле кăна чĕнмеççĕ: Вăрăм Якур, Пĕчĕк Якур, Микки Петĕрĕ, Маюк Ваççи, Кашкăр Сахрунĕ, Тилли Микулайĕ, Тăрна Иванĕ... – çаксем ĕлĕкрен, ăруран-ăрăва пыракан ятсем. Тахçан авал çемье пуçĕсем çак ятсемпе çÿренĕрен пуçланнăскерсем.

«Стоматолог», «Окулист» тата ыттисем
«Стоматолог», «Окулист» тата ыттисем

Пĕр сăмахран тăракан ятлисем те сахал мар: «Моряк», «Ефрейтор», «Жемчуг», «Золотой», «Зашибись» (тĕрĕссипе, пичете çырма юраман сăмах), «Молодой» тата ытти те. Ятпа ашшĕ ятне кĕскетсе тунисем те пур, «Вась-Вась» сăмахран, Василий Васильевичран пулнăскер. «Пифагор» – ялти шкулта ĕмĕрĕ тăршшĕпех математикăпа алгебра вĕрентнĕ учитель. «Гоголь» – ку ята çын çÿçне паллă вырăс писателĕ евĕр ярса çÿренĕрен, çитменнине, сăнĕпе те ăна хунăран тивĕçнĕ. «Пчелкин» – ку хушамат мар, чăн хушамачĕ Петров, ялти паллă хурт-хăмăрçă.
Кашнин хăйĕн историйĕ, пуçламăшĕ пур. Тĕпчеме тытăнсан, ним мар «ăслăлăх ĕçĕ» çырма пулать. Сăмахран, «Моряк» ятпа çÿрекен юлташ совет саманинче моряк пулнă. Хĕсметрен таврăнсан та çийĕнчен тельняшкине яманран çирĕпленсе юлнă. «Ефрейторĕ», каллех ĕнтĕ, салтакра çав званипе çÿренĕ. Арçынсем хушшинче кам ăçта, кам пулса хĕсметре тăни пирки час-часах калаçусем пулаççĕ. Ку юлташăн хушма ячĕ ялан калаçусенче: «Эп ефрейтор пулнă» тесе мухтаннăран çыпăçнă.
«Молодой» пирки. Малтанах вăл «молодой агроном» пулнă-ха. Вăхăт иртнĕçем, «агрономĕ» çухалнă. Колхоз саманинче ял хуçалăх техникумĕнчен çак специальноçпа çамрăк выпускник килнĕ. Хуçалăхра вăл вăхăтра ик-виç агроном пулнăран, кăна «молодой» туса хураççĕ, Паян кун та, пенсири çын пулсан та, ватăлмасть: «Молодой» пулса çÿрет.
Çакăн пек хушма ятсен историйĕсем питĕ нумай, каларăм ĕнтĕ, диссертаци çырма пулать. Нумаях пулмасть, яла кайсан, тепĕр хушма ят пирки пĕлтĕм.
Магазин умĕнче паллакан-пĕлекенсемпе тăраттăмччĕ. Пĕри:
– Ĕнер «стоматологпа» аванах сыпса ларнă та паян пуç çĕмрĕлет. «Çурккине» туянмасăр чĕрĕлейместĕп ĕнтĕ, кĕрсе илесех пулать, – тет.
Эпĕ ыйтатăп:
– Кам вара вăл «стоматолог» текенскерĕ? Шăл тухтăрĕ пулса ĕçлекен çын-им?
Ушкăнĕпех кулса ячĕç:
– Ку стоматолог шăл тухтăрĕнчен те ирттерет! Ытларах шăлсене кăларма юратать.
– Чăнах–и? – ыйтатăп аптраса.
– Чăнах, – теççĕ кусем, çаплах йĕлперсе.
– Сыпкаласан, «хĕрсен», унăн юратнă сăмахĕсем: «Пĕрре çапатăп та – шăлусене кăларса та пăрахатăп!» Вăт, çакăнтан тухса кайнă унăн хушма ячĕ. Хăй вăл Сашшук ятлăскер, ĕçмен чухне питĕ ырă ача, шăнана çапса вĕлерме те хĕрхенет. Халĕ ялта чăн ятне те маннă ĕнтĕ, пурте «Стоматолог» теççĕ. Тухтăр темине хускатнă пулсан, «Окулистне» те асăнса хăварас пулать. Ку юлташ та çак ята «Стоматолог» пекех, ун пек, кун пек чухне «Çапса куçна кăларатăп» теме юратнăран тупнă. (Асăрхаттару: Тавах, Турра, иккĕшĕ те никамăн шăлĕсене те, куçне те халиччен кăларни пулман.)
Ялти пурнăç çапла. Пĕр вырăнсăр е шухăшламасăр вĕçертнĕ сăмахран çын çумне клейсăрах çĕнĕ хушма ят «çыпăçтарса» лартаççĕ. Хăпăтма çук – юлашки кун таранчченех çавăнпа çÿретĕн вара. Хăшĕсен ачисен çумне те юлать, тепĕр ăрăва куçать.
Валерий АЛЕКСЕЕВ.
Толбазă ялĕ.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас