– Пушкӑртстан Республики Раҫҫейри промышленность политикине пурнӑҫа кӗртессипе ҫӗршывӑн лидерӗ шутланать. Пирӗн патра авиаци двигателӗсем, электробуссем, автобуссем, автобетоновозсем, вертолетсем, ҫавӑн пекех ятарлӑ техникӑпа комплектламалли хатӗрсем кӑлараҫҫӗ.Тата хими промышленноҫӗпе, топливо туса кӑларас енӗпе те малта пыратпӑр. Паянхи кун тĕлне Китайран килнӗ партнерсене Пушкӑртстан территорийӗнче пӗрлехи проектсене аталантарма лайӑх условисем сӗнме пултаратпăр, – каласа парать ПР правительствин премьер-министрӗн ҫумĕ – промышленность, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев.
Тӗл пулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, икĕ çĕршыв çыннисем ӗҫлӗ ҫыхӑнусене малалла тӑсма калаҫса татӑлни, çавăн пекех BYD концернӑн делегацийӗ çитес вăхăтра Ĕпхÿ хулине килме палӑртни паллă пулнă.