Шкулти апатланăва – уйрăм тимлĕх
Шкул столовăйĕнчи чи шавлă вăхăт иккĕмĕш тата виççĕмĕш уроксем хыççăн пуçланать. Чи малтан столовăйне кĕçĕн классенчи ачасем васкаççĕ, тепĕр урок хыççăн вăтам классенче вĕренекенсем килеççĕ, каярах – аслă классем. Шкул столовăйĕсенче çăмăллăхлă (льготное) апатланăва уйрăм тимлĕх уйăраççĕ: çăмăллăхлă апатпа сывлăхĕ енчен чăрмавсем пуррисене, ятарлă çар операци участникĕсен çемйисенчи ачасене, нумай ачаллă çемьесенчи вĕренекенсене тивĕçтереççĕ. Эпир килнĕ кун Хушăлкари вăтам шкулта кăнтăрлахи апата çĕр улми нимĕрĕпе котлет тата чĕрĕ купăстапа кишĕртен хатĕрленĕ салат пачĕç.
Хушăлка вăтам шкулĕн поварĕ Вероника Коновалова кунта иккĕмĕш çул ĕçлет.
– Пирĕн меню стандартлă, вунă куна. Эпир меню хушнине çирĕп пăхăнса, кашни грамне шутласа кăларса хатĕрлетпĕр, – каласа пачĕ повар. – Çуллахи каникул хыççăн ачасем шкул столовăйĕнчи апатшăн тунсăхланă пулмалла: турилккесенче нимĕн те хăвармаççĕ. Паллах, ытларах вĕсем макарон, çĕр улмипе котлет юратаççĕ, сĕлĕ пăттине питех мар. Кăçал меню çĕнелчĕ, чăх, пулă, ĕне ашĕсенчен хатĕрленĕ котлетсем кĕртрĕç, яшкасем пур. Апат-çимĕçе эрнере пĕр хутчен «Добрый день» курттăм сутакан складран илсе килеççĕ. Апат-çимĕç пысăк пахалăхлă, срокĕ те кирлĕ пек, тути те питĕ лайăх. Ӳпкелешмелли пĕрре те пулман. Пахча çимĕç ытларах шкул çумĕнчи пахчара çитĕнтернисем.
Вероника Анатольевна нумай рецепт пĕлет, санитари нормисене те, апат-çимĕçе вырнаçтармалли йĕркесене те ыйтнă пек пурнăçлать. Унăн ĕçтешĕ Лия Валерьевна Николаева та яваплăх енчен унран юлмасть. Иккĕшĕ вĕсем (сăн ÿкерчĕкре) куллен 84 ачана апатлантараççĕ.
– Кăнтăрлахи апат тăхтавĕ виççĕмĕш урок хыççăн пуçланать. Çак вăхăт тĕлне шăпах выçăхса çитетпĕр. Мана шкулта хамăра апатлантарни питĕ килĕшет. Эпĕ пуринчен те ытларах котлет юрататăп. Пур апат та яланах вĕри, тин пиçсе тухнă, – каласа парать 10-мĕш класра вĕренекен Александр Ковальцов.
Ачасене килĕштересси – çăмăл тĕллев мар
Ачисен шухăшĕсене ашшĕ-амăшĕсем те ырласа йышăнаççĕ. Амăшĕсенчен пĕри, ашшĕ-амăш комитечĕн пайташĕ Наталья Ковальцова, шкул поварĕсен ĕçĕ çăмăл маррине палăртать. Унăн виçĕ ачи те вырăнти шкулта вĕреннĕ.
– Манăн кĕçĕн ывăл апата тиркесе çиет, анчах та шкул столовăйĕнче пĕçерекен апатпа вăл çав тери кăмăллă, – тет нумай ача амăшĕ. – Эпир, ашшĕ-амăш комитечĕн пайташĕсем, апат-çимĕç блокĕн ĕçне асăрхасах тăратпăр: холодильниксене, апат-çимĕç срокне, маркировкине тĕрĕслетпĕр. Пĕр асăрхаттару та пулман, веçех йĕркеллĕ.
Наталья Винеровна шкул столовăйĕ хăй вĕреннĕ çулсенче тата халь епле пулнине танлаштарать. Ун чухне шкул ачисен хăйсен шыв йăтмалла, савăт-сапа çумалла пулнă. Столовăй çуртне газ кĕртменрен шыва кăмака плити çинче ăшăтнă. Йывăрлăхсене пăхмасăр кунта ĕçлекенсем ун чухне те тутлă апат пĕçерме пултарнă. Анчах та суйласа илмелли апат нумаях пулман.
Любовь Гордеева та ашшĕ-амăш комитетĕнче шутланать. Вăл ашшĕ-амăшсем уйăхне пĕр хутчен менюпа, апат-çимĕç блокĕнчи лару-тăрупа паллашни, сертификатсене тĕрĕслени, апатсене тутанса пăхни пирки пĕлтерчĕ.
– Ман шутпа, хальхи вăхăтра вĕри апат-çимĕçпе тивĕçтересси чылай лайăхланчĕ, – тет Любовь Анатольевна. – Эпĕ вĕреннĕ вăхăтра пирĕн Караидель районĕнче шăп та шай çĕнĕ шкул уçăлнăччĕ, унта шкул апатланăвĕ çÿллĕ шайраччĕ. Ман ачасен сăмахĕсем тăрăх, пирĕн шкулта çеç питĕ тутлă макаронпа котлет тата плов пĕçерме пĕлеççĕ.
Хĕрарăм 11 çул вырăнти шкулта ĕçленĕ, ашшĕ-амăш комитетĕнче тăнă, çав вăхăт хушшинче ашшĕ-амăшсенчен икĕ асăрхаттару çеç пулнă. Пĕрремĕшĕнче ашшĕпе амăшне пăтăра темиçе тĕрлĕ кĕрпе пулни килĕшмен, тепринче – ачи сĕтрен пĕçернĕ апата çименни. Ку вара поварсенчен килмест, вĕсем менюра палăртнине çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ.
– Ачасене килĕштерме питĕ хĕн. Уйрăмах йĕри-тавра сиенлĕ тата хăвăрт хатĕрлемелли апатсем (фастфуд) пур пулсан, – тет шкулти апатланăва йĕркелессишĕн яваплă Ираида Степанова. – Ачасем тутлă та усăллă апат çиччĕр тесен кухня ĕçченĕсемпе поварсенчен пысăк ăсталăх кирлĕ. Пирĕн шкул поварĕсен ку питĕ лайăх пулса тухать.
Ираида Георгиевна сахал çиекен, пĕрремĕшне юратман ачасем пуррине йышăнать, пĕтĕмĕшле илсен вĕренекенесем шкул столовăйĕнчи апатпа кăмăллă. Тăваттăмĕш урок хыççăн çиекен ачасем апата хушса пама та ыйтаççĕ. Поварсем кăмăллă, апат тăкăнса сая каймасть.
Галина ВАРИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ.