Пушкăртстана виçĕ хутчен аса илнĕ
Телеэфир вăхăтĕнче виçĕ хутчен Пушкăртстанпа çыхăннă ыйтусене хускатнă. Чăн малтан программăна ертсе пыракан Екатерина Березовская Белорецк хулинчи Людмила Орлова панă ыйту çинче чарăнса тăнă. Унăн ывăлĕ ятарлă çар операцинче паттăрла вилнĕ, ăна «Паттăрлăхшăн» медаль пама йышăннă, анчах та салтак амăшĕ наградăна кĕтсе илеймен. Хĕрарăм тÿрĕ линие шăнкăравланă, ун хыççăн Хÿтĕлев министерстви çийĕнчех ыйтăва татса панă. Паянхи кун тĕлне награда вырăна çитнĕ.
Президент Пушкăртстанпа Тутарстанри тĕрлĕ халăхсем тата тĕнсем килĕшÿре пурăннине пĕтĕм тĕнче ырăпа хак пани çинче чарăнса тăнă. «Эпир Раççей Федерацинче йăлана кĕнĕ мĕнпур тĕнсене ырланă, малашне те çаплах пулĕ», – тенĕ Владимир Путин.
«Башинформ» журналисчĕ Ляйсан Закирова пĕтĕм тĕнчери хутшăнусем пирки ыйту парсан, Пушкăртстан пирки виççĕмĕш хут калаçу пуçланнă. Сăмах кунта Таджикистанра индустри паркне тăвас ĕçре пирĕн республика пысăк пулăшу пани çинчен пырать.
«Хальхи вăхăтра унта Раççейпе Таджикистан индустри паркне йĕркелеççĕ. Раççей енчен кунта оператор пулса Пушкăртстан яваплăха хăй çине илнĕ. Манăн ыйту: «Пирĕнпе туслă хăш çĕршывсенче çакăн пек лапамсем никĕслеççĕ? Пушкăртстан опычĕ тата ăçта кирлĕ пулма пултарать?» – тесе ыйтнă Ляйсан.
«Эпир темиçе çул хушши çакăн евĕр тытăм Египетра, Нил зонинче, йĕркелетпĕр. Унта питĕ те лайăх лапам. Пирĕн правительство, Промышленность министерстви, Египетри туссем çакăн çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Эпĕ шухăшланă тăрăх, паян тăвакан ĕç Раççее те, Таджикистана та экономика кăтартăвĕсене çĕклеме пулăшĕ. Эпир ытти çĕршывсенчи партнерсемпе те çакăн йышши проектсене пăхса тухатпăр. Паллах, сирĕн опытпа усă курăпăр. Эпĕ тĕрĕссине калатăп, хальхи вăхăтра Таджикистанра технологи паркне йĕркелессипе çыхăннă проект хăш шайра пулнине татса калаймастăп, анчах та Пушкăртстан аталаннă технологипе промышленность никĕсĕпе ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси пирки пĕрре те иккĕленместĕп, шанса тăратăп. Çавăнпа та кирлĕ пулсан федераллă правительствăна пулăшма ыйтатăп», – хуравланă Владимир Путин.
Тăнăçлăх тата çĕнĕ ятарлă операцисем
Ятарлă çар операци пуçланнă чухнехи сăлтавсене пăрахăçласан, эпир çак хирĕç тăрăва килĕшÿпе вĕçлеме хатĕр. Курск облаçне Украина çарĕсенчен ирĕке кăларсан стратегиллĕ пуçарусем пĕтĕмпех пирĕн çарсен енне куçрĕç. Пирĕн çарсем çапăçу фрончĕн мĕнпур линийĕпе тапăнса пыраççĕ.
Енчен те Хĕвел анăç Раççее хисеплесен тата улталамасан (сăмахран, НАТОна хĕвел тухăç енне анлăлатмасси пирки пире улталарĕç) çĕнĕ ятарлă çар операцисем пулмаççĕ. Мускав Великобританипе те, ЕСпа та, АПШпа (Америка) та ĕçлеме хатĕр, анчах та пĕр танлăх шайĕнче.
Телефонпа улталакансем
Çак енĕпе туса ирттернĕ ĕçсене пула преступленисен шучĕ – 7%, сиен кÿни 33% чакнă. Урăхла каласан ырă улшăнусем пур, анчах та мошенниксем улталамалли çĕнĕ мелсемпе хатĕрсем шухăшласа кăларассине пытарма кирлĕ мар. Çавăнпа та сирĕнпе кам та пулсан телефон урлă (кунта искусствăлла ăс-хакăлпа усă курнине шута илмелле) укçа-тенкĕ, пурлăх пирки ыйту хускатать пулсан телефона çийĕнчех сÿнтерĕр.
Çамрăк специалистсем
Лаборатори никĕсне йĕркелемелле, мĕншĕн тесен чăн-чăн ăсчах хăйĕн ĕçĕпе хавхаланса ĕçлет, уншăн çакă ытти пулăмсемпе танлаштарсан пĕлтерĕшлĕрех шутланать. Çав вăхăтра «ытти» тени те кирлĕ. Кунта ĕç укçи, хваттерпе тивĕçтерни, çын пурăнакан условисем кĕреççĕ. Çаксене пурне те пĕчĕккĕн пурнăçа кĕртĕпĕр. Çак тĕллевпех грантсен тытăмне, çав шута мегагрантсем те кĕреççĕ, йĕркеленĕ. Халĕ ют çĕршыва тухса кайнă чылай çамрăк каялла Раççее таврăнать.
Налогсен виçине ÿстересси
Тавар хакĕ çумне хушма налог (НДС) виçине ÿстернин тĕп тĕллевĕ шайлашуллă (сбалансированный) бюджет тăвасси пулса тăрать. Пире налога ÿстерни хут çинче пулни кирлĕ мар, бюджет тупăшĕ ÿсни пултăр. Тĕп тĕллев закон тулашĕнчи экономикăран (теневая экономика), налог тÿлеменнинчен хăтăласси. Ку вăл – пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев. Малашне пурăна киле налогсен виçисене чакарасси. Правительство та çак енĕпе ĕçлет.
Экономикăри лару-тăру
Федераллă бюджет дефицичĕ 2,6% танлашать. Çитес çул вăл 1,6% пулмалла, виçĕçуллăха 1,5 процентран иртмелле мар. Ку вăл – лайăх кăтарту, эпĕ кунта патшалăх парăмĕ экономика аталаннă çĕршывсем хушшинче питĕ те сахал пулнине палăртасшăн. Чи кирли правительство бюджета шайлашуллă тума пултарни. Апла пулсан эпир çынсен социаллă çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пултаратпăр, палăртнă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртĕпĕр, çĕнĕ технологисен аталанăвне алла илĕпĕр. Паллах, Хĕç-пăшаллă Вăйсене те кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерĕпĕр.
Тухатмăшсене реклама тума чарасси
Шуйтан-эсрелпе, тухатмăшсемпе тата ытти усал вăйсемпе çыхланни вăл – аташу, çынсене пăтраштарни, вĕсене тĕттĕм кĕтесе хăваласа кĕртнипе пĕр танах. Çакă граждансене кăмăл-сипет, психика тата психологи енчен пысăк сиен кÿрет. Унпа кĕрешмелле. Анчах та çак ĕçе питĕ те тирпейлĕ, çын прависене пăсмасăр пурнăçламалла. Вĕсем çинчен сирĕн ĕçтешĕрсем те каларĕç, чару чиккине ытлашши ирттерсе яма кирлĕ мар.
МАХ мессенджер
МАХ мессенджера йĕркелени кирлĕ-и? Паллах, кирлĕ. Пирĕн пурте пур, хамăрăн мессенджерсăр пуçне. Цифра суверенитечĕ пур виçĕ çĕршывран Раççей пĕри пулса тăрать. Çак йыша Пĕрлешÿллĕ Штатсем, Китай Халăх Республики тата халĕ Раççей кĕрет. МАХ пирки калас пулсан çакна палăртмалла, конкуренци яланах кирлĕ. Çавăнпа та вăл малашне те пуласса шанатăп.
Кун йĕрки
Эпĕ талăкне миçе сехет ĕçлени пирки… Пĕлетĕр-и, ĕç кунне питĕ кая юлса вĕçлетĕп, юлашки вăхăтра уйрăмах тытăнса тăма тивет. Миçеччен ĕçленине каламастăп, вăл вырăнлах мар, мĕншĕн тесен ĕç законне пăснипе çыхăннă тата тĕрĕс мар. Вăхăтра çывăрма выртмалла, вăхăтра ĕçлеме хăнăхмалла. Çавăнпа та эпĕ пурне те пурнăçра çак кун йĕркине пăхăнма чĕнсе калатăп.
Çĕршывăн малашлăхĕ - 200 çул иртсен
Эпĕ пирĕн çĕршыв пысăк пĕлÿллĕ, пысăк технологиллĕ çĕршыв пулать тесе шутлатăп. Çĕршыв хăй умĕнче тăракан тĕллевсене технологипе усă курса пурнăçа кĕртĕ, тăнăçлăхпа килĕшÿ хуçаланĕ тата тулăх пурнăçпа пурăнĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.