Пур хыпар та
Общие статьи
21 Нарӑсӑн , 15:00

Мĕншĕн арçын пулма çăмăлрах

Кашни ир çÿç турамалла мар, ăна эрнере пĕр хутчен машинкăпа кĕске кассан та çителĕклĕ.

Мĕншĕн арçын пулма çăмăлрах
Мĕншĕн арçын пулма çăмăлрах

2. Çÿçе пĕветсе чăрманмастăн, куç хăрпăкĕсемпе (ресницы) тутана сăрламалла мар.
3. Пит çине сиплев маскисем хурса сехечĕпе ларасси çук, ирхине 5 минут сухал çеç хырмалла.
4. Эпиляци тумалла мар – урасем çинчи çăмсем арçынсене кансĕрлемеççĕ.
5. Арçын чĕрнисем, хĕрарăмăннипе танлаштарсан ниме те çакланмаççĕ. Чĕрне касасси ăна ÿстерессипе танлаштарсан самай хăвăрт процедура.
6. Арçынсем маникюр хаччи вырăнне электротехника хыпкăчĕпе (кусачки), чĕрне хăйракан пилка вырăнне йĕкевпе (надфиль) те усă курма пултараççĕ.
7. Мĕн те пулин ванас пулсан «Ваççа, юсаса пар-ха!» тесе сасă хĕлĕхĕсене хытарса кăшкăрасси çук, хăвах тытса юсама пултаратăн.
8. Чи кăмăлли вара – сериалсем пăхмалла мар!

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас