Ашшĕпе амăшĕ Кĕтерук пĕве кĕнине те сиссе юлаймарĕç. Хĕр тантăшĕсемпе пĕрле ташă каçне çÿреме пуçларĕ. Унăн та чунне ирĕке ярса юратас, ачашланас, йăпанас килчĕ. Пĕр ÿсĕмрисем килĕштернине шкултах сиснĕ-ха чиперкке. Анчах хĕр вĕсен енне çаврăнса та пăхмарĕ. Салтакран таврăннă каччă – юнашар урамри Петĕр – унăн канăçне туртса илчĕ. Вăл хĕсмете кайсан савнийĕ урăххипе çемье çавăрнине пĕлет Кĕтерук. Петĕр пĕччен юлас çук. Ăна, япшар чĕлхеллĕскере, хĕрсем утăм тума памаççĕ. Çавăнпах çамрăк пĕр каç иккĕшне умлă-хыçлă ăсатма та ĕлкĕрет. Апла пулин те пирĕн ялтисенчен нихăшĕ те унăн чĕри варрине кĕрсе вырнаçаймарĕ курăнать.
Пĕррехинче ташă каçне Петĕрĕн ĕлĕкхи савнийĕ килсе çитрĕ. Чим, мĕн туса çÿрет вăл кунта? Э-э-э, упăшки ĕçлеме тухса кайнă иккен. Çемье пуçĕ пĕр уйăхсăр таврăнмасть. Çав вăхăтра çамрăк арăм килте тунсăхласа ларасшăн мар. Хайхискер клуба Петĕре курма килмен-ши? Çамрăксем шÿт каласа ахăлтатаççĕ. Петĕрĕн ĕлĕкхи савнийĕ ыттисенчен хытăрах кулать. Ахăртнех, çапла майпа хăй килнине палăртасшăн вăл. Унччен те пулмарĕ, харсăрскер Петĕре ташша çавăрса тухрĕ. Унтан иккĕшĕ таçта çухалчĕç. Кĕтерукăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Ыттисемпе пĕрле ташлас та, савăнас та килмерĕ унăн. Хĕр утнă çĕртех чупса килелле васкарĕ. Тен, Петĕре манса урăххипе çăлтăр шутламаллаччĕ унăн? Çук, хĕр ăна чĕринчен кăларса пăрахма пултараймарĕ. Мĕншĕн асапланать-ши вăл? Каччă Кĕтерука юратни çинчен каламан. Унтан та ытла, яш çемьеллĕ хĕрарăмпа вăхăт ирттерет. Кам пĕлет, тен, ирчченех уйрăлаймаççĕ ĕлĕкхи савнисем? Упăшки таврăнсан урăххипе улталанă арăмне мĕн калĕ-ши? Ку хыпара вăрттăнлăхра тытаймăн. Çын çăварĕ хапха мар, ăна хупса хураймăн теççĕ-и-ха?
Ывăлĕ арăш-пирĕш пурăнни, паллах, çывăх çыннисене килĕшмерĕ. Ăна авлантарас пирки те сăмах пуçарчĕç. Ара, хĕр суйлама йывăр-и ялта? Ашшĕ-амăшĕ туя хатĕрленме пуçличчен Петĕр ĕç шыраса инçе çула тухса кайрĕ. Икĕ çул тăван тăрăха килмесĕр пурăнчĕ вăл. Çак вăхăтра Кĕтерук шкултан вĕренсе тухма ĕлкĕрчĕ. Хĕр хăйĕн пурнăçне тухтăр ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленчĕ. Документсене аслă шкула кайса пама хатĕрленнĕ чухне яла Петĕр килсе çитрĕ. Ташă каçĕнчен никама та мар, шăпах Кĕтерука киле çитиччененех ăсатрĕ чун çунтармăшĕ. Çакăн хыççăн унăн çывăрма выртсан та ыйхă килмерĕ. Хĕр каччă хăйне ăшшăн чуп тунине, çепĕç сăмахсем пăшăлтатнине куçĕ умне кăларчĕ.
Те ашшĕ-амăшĕ çине тăнăран, Петĕр авланма шухăш тытрĕ. Аслă шкула вĕренме каяссине çитес çула хăварса Кĕтерук савнă çыннăн килне арăм пулса кĕчĕ. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Анчах чуп-чуп уйăхĕ иртсен упăшки ирчченех киле таврăнми пулчĕ. Ăçта çухалса çÿрет-ши хайхискер? Мĕншĕн арăмĕн чунне çунтарать-ши? Петĕр çул çинче машина çĕмĕрĕлнине е юлташĕсемпе пĕр-пĕр уяв паллă тунине калать. Мăшăрне хаклама пĕлекен çын çĕрĕпе çухалса çÿрет-и вара? Темле пулсан та Кĕтерук упăшкине сивĕ сăмах калама тăхтать.
Пĕр каçхине кил хуçи арăмĕ çывăрма выртас тесе вырăн сарнăччĕ. Çав самантра Петĕрĕн ашшĕпе-амăшĕ çитсе кĕчĕç. Тем сăлтавпа кирлĕ пулнă вĕсене ывăлĕ. «Атя, кайса шырар», – кăмăлсăр калаçрĕ ун чухне хуняшшĕ. Кĕтерук та вĕсенчен юлмарĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕ Петĕрĕн ĕлĕкхи савни килĕ еннелле çул тытрĕç. Тен, темле вăрттанлăх пĕлеççĕ вĕсем. Темĕн чухлĕ шаккасан та алăка уçакан пулмарĕ. «Петĕр тухмасăр киле каймастăп», – чунне хытарса каларĕ çамрăк арăм. Чылай вăхăт иртсен тин алăк сасси илтĕнчĕ. Петĕр мăшăрне, ашшĕ-амăшне асăрхаманçи туса пахча хыçĕпе кил еннелле утрĕ.
Кĕтерук тăван ашшĕпе амăшĕн килĕнче çĕр каçрĕ. Пĕрре те куç хупмасăр малашлăх пирки шухăшларĕ вăл. Ăс-тăн уйрăлма хистерĕ, чун-чĕре каçарма ыйтрĕ ăна. Те хăйне, те упăшкине шеллесе пĕр чарăнми куççуль юхтарчĕ хĕрарăм. Тепĕр кун ир-ирех Петĕр арăмĕ патне килчĕ. Упăшкине курсан Кĕтерука чунĕ ыратни иртнĕнех туйăнчĕ. Юратать вăл Петĕре, çавăнпа мăшăрне каçарма вăй тупрĕ.
СВЕТЛАНА.