Кайăк-кĕшĕк юрлакан вăрман уçланкинче чĕрĕп тăрать. Мулкач, хушăран ÿсĕркелесе, васкаса чĕрĕп çумĕнчен иртсе пырать.
Чĕрĕп: Мулкач, салам!
(Мулкач Чĕрĕпе асăрхамасăр малалла утать.)
Чĕрĕп (Мулкача чарса): Мулкач, тăхта-ха! Тăхта! Ăçта васкатăн?
Мулкач (чĕрĕпе асăрхаса): А-а-а, Чĕрĕп, салам!
(Мулкач ÿсĕркелесе илет).
Чĕрĕп: Мĕн пулчĕ сана?
Мулкач: Каçхи ÿслĕк ерчĕ.
Чĕрĕп (тĕлĕнсе): Каçхи ÿслĕк? Вăл та пулать-им?
Мулкач: Пулать çав. Мана Тилĕ çапла каларĕ.
Чĕрĕп: Халь вара ăçта каятăн?
Мулкач: Тăмана патне каятăп. Вăл çĕрле çывăрмасть – çĕр каçа мĕн пулнине пĕтĕмпе пĕлет. Çак ÿслĕкрен те хăтарма пултарать. Тилĕ çапла каларĕ.
(Мулкач ÿсĕркелесе илет).
Чĕрĕп: Айта, пĕрле каяр.
Мулкач: Айта, каяр.
(Мулкачпа Чĕрĕп Тăмана патне çитеççĕ).
Мулкач (Тăмана çурчĕ умĕнче): Тăмана аппа, аван-и!
Чĕрĕп (Мулкач хыçĕнченех): Тăмана аппа, аван-и! Кунта Мулкач чирленĕ, пулăшăр-ха.
(Часах Тăмана ачасем патне тухать).
Тăмана: Кам чирленĕ?
Мулкач: Эпĕ. (Мулкач ÿсĕркелесе илет). Каçхи ÿслĕк ерчĕ.
Тăмана: Мĕнле ÿслĕк?
Чĕрĕп: Каçхи ÿслĕк ернĕ.
Мулкач: Ӳсĕрместĕмччĕ, ирпе вăрансан ÿсĕрме пуçларăм. Тилĕ каçхи ÿслĕк ернĕ терĕ. Пулăшăр-ха.
(Мулкач ÿсĕркелесе илет).
Тăмана: Чăнах та ÿсĕретĕн иккен. Кăштах тăхтăр-ха, эпĕ эмелне шыраса пăхам.
(Тăмана эмел илме çуртне кĕрет, вăрах тăмасăр каялла тухать).
Тăмана: Эмелне курмарăм, пĕтсе кайнă пулас, тупаймарăм.
(Мулкачпа Чĕрĕп кулянса пуçĕсене усаççĕ).
Тăмана: Ачасем, ан кулянăр. Акă, манăн кÿршĕн – Упа Утаманычăн – яланах çак эмел килĕнче упранать. Эмелне «пыл» теççĕ. Чупăр, кайса ыйтăр, килĕнчеччĕ-ха вăл.
(Мулкачпа Чĕрĕп Упа Утаманыч çурчĕ патне васкаççĕ, çитсенех кăшкăрса чĕнеççĕ).
Мулкач: Упа пичче!
Чĕрĕп: Упа пичче!
Мулкачпа Чĕрĕп иккĕшĕ те: Упа пичче, аван-и!
Упа: Аван-и, ачасем, аван-и! Мĕнле ĕçпе ман пата çитрĕр?
Чĕрĕп: Пире Тăмана аппа сирĕн пата эмел ыйтма ячĕ.
Мулкач: Хăйĕн пĕтсе кайнă. (Ӳсĕркелесе илет).
Упа: Тăмана аппăр чирлет-им?
Чĕрĕп: Çу-у-ук! Вăл сывах! Мулкач чирленĕ.
Мулкач (именерех): Пичче, сирĕн «пыл» ятлă эмел пур-и вара?
Упа (мăнаçланса): Мĕнле çук! тет, пур! Пур манра пыл, пур!
Чĕрĕп: Вăл каçхи ÿслĕкрен пулăшать- и? Мулкача çав чир ернĕ.
(Мулкач ÿсĕркелесе илет).
Упа (ăшшăн кулса): Пулăшать, пулăшать! Каçхи ÿслĕкрен те, кăнтăрлахи ÿслĕкрен те, ирхи ÿслĕкрен те пулăшать! Акă, эпĕ сире чи сиплине паратăп. (Упа ачасене пыл парать). Чĕрĕп, эс те Мулкачпа пĕрле тутан. Ытти чĕр чунсене те сăйлăр! Вăл пурне те усăллă!
Мулкач: Тавтапуç,Упа пичче!
Чĕрĕп: Тавтапуç, Упа пичче!
(Мулкачпа Чĕрĕп Упаран уйрăлаççĕ).
Юрлаççĕ. (Юррине рольсемпе те юрласа пулать).
Мулкачпа Чĕрĕп юрлаççĕ:
– Ачасен – утмалла, чупмалла,
Урама выляма тухмалла!
Темшĕн чир-чĕр чарасшăн хĕрет –
Парăнмастпăр ăна пурпĕрех.
Эмелне пĕлнĕрен ĕлĕкрен
Хăрамастпăр эпир чир-чĕртен.
Пыл çиме ача-пăча юратать –
Тутлă пыл сывалма пулăшать.
Чĕрĕп юрлать:
Сывлăхпа çÿремешкĕн кĕреш,
Юман евĕр пул çирĕп-кĕреш!
Эс каçхи ÿслĕкпе аптрасан
Сипленме тутлă пыл пултăр сан.
Пĕрле юрлаççĕ:
Ӳслĕкпе тĕрлĕрен чир-чĕре
Çĕр çинче мĕн парать-ши тĕрек?
Çулăхма вăл шырать ăнăçу –
Ачасен çумĕнче вырăн çук!
Эмелне пĕлнĕрен ĕлĕкрен
Хăрамастпăр эпир чир-чĕртен.
Тутлă пыл кам çиме юратать –
Сывлăхне упранма пулăшать.
Вĕçĕ.