

– Мĕнле селедка виçсе пама ыйтрăм эпĕ сире? – тенĕ вăл Римма çине пăхмасăрах.
– Сакăр тенкĕлĕххине..
– Мана виçсе пани мĕн хак тăрать?
– Сакăр тенкĕ те çирĕм пус. Çирĕм пус çеç хаклăрах, анчах сакăр тенкĕлĕххинчен темиçе хут çуллăрах, пÿрнÿсене çулласа ывăнăн.
– Пÿрне пыл мар, – чăкăлтăшланнă тавар туянакан. – Мана ÿкĕтлеме пĕчĕк ача мар, хăшĕ вĕсенчен çуллăраххине те лайăх пĕлетĕп эпĕ, ыйтнине виçсе пама сĕнетĕп.
Чăкăлтăш çын яланах мĕншĕн те пулсан чĕрре кĕмеллине тупать. Çитменнине тата вăл кирлĕ япаласене яланах Римма ĕçлекен лавккара туянать. Пĕр çулталăк хушшинче мĕн кăна тÿссе ирттермерĕ пулĕ мĕскĕн Римма çак çынна пула.
Пĕррехинче кĕркунне чунĕ кÿтсе кĕвĕлсе çитнипе Римма тÿсеймесĕр йĕрсе ячĕ. Арçын тăхăрçĕр грамм хура тул кĕрпи туяннă хыççăн алăка çав тери шатлаттарса хупса хăварнăран илемлетсе купаласа хунă консерв банкисем çĕре ишĕлсе анчĕç.
– Ан пăшăрхан, Римма, – лăплантарнă унта пулнисем. – Вăл та ытлашши айăплă мар. Алăк çумне пĕр пăт таякан кире çакман пулсан консервусем вырăнĕсенчех юлнă пулĕччĕç.
Римма ĕсĕкле-ĕсĕкле консервăсене çĕнĕрен йĕркипе купаласа хунă, анчах чăкăлтăшăн кăмăлĕ мĕнле пулнă, çавăн пекех юлнă.
Пĕр-ик кунтан, шăп та лăп лавккана кăнтăр апатне хупас умĕн, чăкăлтăш çын пĕр пус ытла та мар, кая та мар – шăп çирĕм икĕ тенкĕлĕх ĕçмелли-çимелли туянма килнĕ.
– Мейĕр таваршăн укçа – 25 тенкĕ, – тенĕ вăл Риммăна тÿртен пăхса.
Римма касса ещĕкне уçать те – кассăра вуннăлăх, икĕ пиллĕклĕх тата 85 пус вак укçа кăна пулнине курать.
– Мана эсир икĕ тенкĕ парăр, эпĕ сире пиллĕк тавăрса паратăп, – тет хĕр кăмăллăн.
– Манăн урăх укçа çук…
– Халĕ çеç укçасене инкассатор илсе кайрĕ, виçĕ тенкĕлĕххисем пачах юлмарĕç.
– Эсир миçелĕххисене парса янине манăн пĕлес килмест.
– Çапла тăвар эппин. Эп сире пилĕк тенкĕ тавăрса паратăп, тепре килсен виçĕ тенкине парса хăваратăр.
– Ман çынна парăмлă пулас килмест, – хĕрсе каять чăкăлтăш.
– Апла тăк, эпĕ сирĕн умăрта парăмлă пулса юлам, тепре килсен 3 тенкĕ парăп, – аптăранипе татса хурать Римма.
– Укçа пухса çÿреме эпĕ инкассатор мар, – шăртланса каять вăл. – Манăн вăхăт та çук.
– Таварне икĕ тенкĕлĕх чакарăр эппин е тата виçĕ тенкĕлĕх мĕн те пулин туянăр, – ÿкĕтлеме тăрăшнă лавккаçă.
– Парăр мана виçĕ тенкĕ! – кăвакарса кайнă чăкăлтăш.
Вăл ури çинчен ури çине пускаласа, маччаналла пăхса тăнă. Риммăн тути хĕррисем чĕтреме пуçланă, макăрса ярасран аран тытăнса тăнă та шухăша кайнă. Кăнтăр тĕлĕнче лавккана çынсем те пыман.
– Аха, тупрăм, – тенĕ Римма шухăшласа тăнă хыççăн савăнăçлăн.
– Мĕн тупрăн? Виçĕ тенкĕ тупрăн-и?
Римма чăкăлтăш енне виçĕ тенкĕ тăракан лотерея билетне тăсать.
– Билет-и!?.
– Ара çав…
– Жалоб кĕнеки парăр-ха…
Римма хурлана-хурлана жалоба кĕнекине шырать. Унăн куçĕнчен шăпăртатса куççуль юхать, чĕри вăркать. Римма йĕнине курсан чăкăлтăш çыннăн жалоба çырас кăмăлĕ пăсăлать. Вăл лотерея билетне илсе лавккаран тулхăрса тухса каять.
– Урăх кунта манăн ура йĕрĕ те пулмасть, – тет вăл тухса кайнă май.
– Турă сиртĕр сирĕн пеккисенчен, – тет Римма çăмăллăн сывласа ярса.
Пĕр кĕтмен япала сиксе тухман пулсан арçын хăйĕн сăмахĕ çине тăнă та пулĕччĕ. Анчах та икĕ уйăхран чăкăлтăш лавккана çиçсе килсе кĕрет. Унăн аллинче чечек çыххи.
– Римма, ку чечексем сирĕн валли, – тет вăл ачашшăн.
Чăкăлтăш çамрăкланса кайнă пек, куçĕсем çиçеççĕ. Вăл та, Римма та çирĕм çулта иккен.
– Эсир алăксене пăтраштартăр пулас, сирĕн кунта кĕмелле марччĕ вĕт?
– Пĕртте пăтраштармастăп, Риммочка, – тет вăл хĕр çине кăмăллăн пăхса. – Эсир виçĕ тенкĕлĕх панă билетпа «Волга» машина выляса илтĕм. Яланах иксĕмĕр ярăнăпăр. Килĕшетĕн-и? – тет каччă чечек çыххине хĕр енне тăсса.
Давид ШАШКИН.