Урал сасси
+23 °С
Ясно
Общие статьи
25 Июля , 10:00

Суханпа тата кишĕрпе хатĕрленĕ лечо

Кирлĕ: 2 кг помидор, 1,5 кг кишĕр, 1,5 кг пăлхар пăрăçĕ, 700-800 г сухан, 1 апат кашăкĕ тăвар, 3 апат кашăкĕ сахăр, 500-600 г тип çу, кориандр, пĕр чĕлĕ хура пăрăç, гвоздика, 2-4 лавр çулçи. Специсене çур чей кашăкĕ ямалла. Пиçсе çитсен 3 апат кашăкĕ уксус хушмалла.

Суханпа тата кишĕрпе хатĕрленĕ лечоСуханпа тата кишĕрпе хатĕрленĕ лечо
Суханпа тата кишĕрпе хатĕрленĕ лечо

Пылак пăрăçа çурмалла, турамалла, 5 апат кашăкĕ тип çу çинче 15-20 минут ăшаламалла. Сухана тата кишĕре хăвăра килĕшнĕ пек вакламалла, çаплах уйрăмшарăн çатма çинче ăшаламалла.
Туранă помидорсене кастрюле ярса вăйсăр çулăм çинче 30 минут вĕретмелле, унтан блендерпа вĕтетмелле. Çав вăхăтра ăшаланă пăлхар пăрăçĕпе сухана пĕрлештерсе тата 15 минут ăшаламалла. Вĕтетнĕ помидор çине ямалла, пăтратмалла, 5 минутран кишĕр хушмалла. 10 минут вĕретмелле те специсемпе техĕмлетмелле. Вĕрилентерсе тасатнă банкăсене ямалла, хупмалла. Çавăрса хурса ирччен ăшăра тытмалла.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас